Вторник, 11 августа

Сывлӑх пункчӗсем ӗҫлӗҫ

Сывлӑх пункчӗсем ӗҫлӗҫ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарса янӑ «Сывлӑх патне утӑм» («Шаг к здоровью») проект  Комсомольски  округӗнче  малалла ӗҫлет. 

Медицина ӗҫченӗсем ҫитес кунсенче округри ялсене ҫитсе пациентсен сывлӑхне вырӑнтах тӗрӗслеҫҫӗ.  Сывлӑх пунктӗнче юн пусӑмне, куҫри пусӑма, кӗлетке ҫӳллӗшӗпе йывӑрӑшне, сахӑр тата холестерин шайне тӗрӗслеҫҫӗ, ЭКГ тӗпчевне тӑваҫҫӗ. Терапевт, офтальмолог, гинеколог, хирург тата ытти специалистсем йышӑнаҫҫӗ.  Тӗслӗхрен, июлӗн 1-мӗшӗнче ҫакӑн йышши сывлӑх пункчӗ Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче ӗҫленӗ. Июлӗн 8-мӗшӗнче вӑл Урмаел ялӗнче, июлӗн 15-мӗшӗнче — Шурутра, июлӗн 22-мӗшӗнче — Хирти Явӑшра, июлӗн 25-мӗшӗнче —  Комсомольскинче, июлӗн 29-мӗшӗнчен Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ӗҫлӗ. 

Сывлӑха тӗрӗслеттерме васкӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *