Иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Сывлӑх патне утӑм» проекта Чӑваш Енре пурӑнакансем ырласа йышӑннӑ. Медицина ӗҫченӗсем ялсене тухса халӑх сывлӑхне тӗрӗслени чылай ҫыннӑн чирӗсене вӑхӑтра тупса палӑртма, кирлӗ сиплевсем тума май панӑ. Кӑҫал Республика Пуҫлӑхӗ проекта малалла тӑсса унта пӗлтерӗшлӗ хушӑмсем кӗртнӗ. Республика больницисенчи специалистсенчен тӑракан «Сывлӑх пуйӑсӗ «Кардиопоезд» ҫула тухса муниципаллӑ округсенче пулнӑ та ӗнтӗ. «Сывлӑх поездчӗ — Ача-пӑча тухтӑрӗ» ушкӑн та малашне яллӑ вырӑнсене ҫитӗ.
Июнӗн 25-мӗшӗнче «Кардиопоезд» Комсомольски тӗп больници территорийӗнче чарӑннӑ. Округра пурӑнакансене чӗре тата унӑн тытӑмӗн чирӗсене тупса палӑртас, кирлӗ сиплевсем палӑртас тӗллевпе йышӑну ирттернӗ. Ҫак кун «Сывлӑх пуйӑсӗ» 128 пациента регистрациленӗ. Вӗсенчен 53-шӗ организмри холестерин тата глюкоза шайне тӗрӗслеттернӗ. Килнисенчен пурне те юн пусӑмне виҫнӗ, 78 ҫын электрокардиограмма тунӑ. 17 пацинета тарӑнрах тӗрӗслеттерме ультрасасӑллӑ тӗрӗслев витӗр тухма направлени ҫырса панӑ. 40 ҫынна — кардиолог, 58 ҫынна невролог йышӑннӑ. Вӗсемсӗр пуҫне республикӑри тухтӑрсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырас енӗпе тумалли утӑмсем, килти условисенче юн пусӑмне виҫес, чӗре тата унӑн тытӑмӗнчи чирсене профилактика тӑвас енӗпе мастер-классем ирттернӗ.
«Ку пуҫарусем халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырас енӗпе тарӑнрах шухӑшлама хистеттереҫҫӗ, чӗре чирӗсене маларах тупса палӑртса вӑхӑтра сиплев ӗҫӗсене тума пулӑшаҫҫӗ», — палӑртать район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова.
«Ку акцие ирттернӗшӗн ӑна йӗркелекенсене чӗререн тав тӑватӑп. Эпӗ килте юн пусӑмне, глюкоза шайне виҫнӗ-ха. Сывлӑха тухтӑрсем патӗнче тӗрӗслеттерни вара питӗ лайӑх. Вӗсен сӗнӗвӗсене шута илетӗп», — тет Тукай Мишер ялӗнчи Ремис Хабибрахманов.
Июнӗн 27-мӗшӗнче округ тӗп больницинчи тухтӑрсемпе специалистсем кӑҫал пуҫласа яла тухнӑ. Вӗсем Кӗҫӗн Каҫал тата Эткер ялӗсенче пурӑнакансене «Сывлӑх патне утӑм» проектпа вырӑнти тӗрӗслевре йышӑннӑ.
Пирӗн округра сывлӑх пункчӗсен ӗҫне мӗнле йӗркеленипе Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлав министрӗ Л.В.Тарасова, округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова вырӑна ҫитсе паллашнӑ, лайӑх хак панӑ. Министр кун пек пунктсем нумай вӑхӑт больницӑсене кайман ҫынсене вырӑнтах сывлӑхӗсене тӗрӗслеттерме, хӑйсен сывлӑхӗ пирки тухтӑрсен шухӑшӗсене пӗлме, кирлӗ сиплев тумалли сӗнӳсем илме майсем туса панине палӑртнӑ.
Ҫак кун асӑннӑ ялсенчи 115 ҫын сывлӑх пунктне ҫитнӗ. Вӗсем пурте терапевт патӗнче, 73-шӗ стоматолог тата хирург патӗнче пулнӑ. 72-шӗ тӗрӗслеттерме юн панӑ, 60-шӗ электрокардиограмма тунӑ, онкоцитологи анализӗсем панӑ. Вӗсемсӗр пуҫне пурте паха сӗнӳсемпе канашсем илнӗ.
Сывлӑх пункчӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра пӗр пациентӑн чӗрен ишеми чирӗ, 2 ҫыннӑн сахӑр диабечӗ пулма пултарнипе вӗсене тарӑнрах тӗрӗслеттерме янӑ.
Гипертони чирӗсем тата вӗсенчен асӑрханмалли майсем пирки ирттернӗ калаҫу та пуриншӗн те усӑллӑ пулнӑ.
Халӑхӑн сывлӑхне сыхлас тӗллевпе ирттернӗ ҫак мероприятисем «Единая Россия» партин «Сывлӑхлӑ пуласлӑх» проекчӗпе пурнӑҫланаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, япӑх туйичченех сывлӑхӗсене тӗрӗслеттерме сӗнет, чирсене маларах тупса парса вӑхӑтра сиплев ӗҫӗсене пуҫлама май парать.
Ирина Корнилова.

