Вторник, 11 августа

Пиншер сасса пӗрлештерсе ҫывӑхлатрӗ

Пиншер сасса пӗрлештерсе ҫывӑхлатрӗ

Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» фольклор ансамблӗ Пушкӑртстан республикин тӗп хулинче Ӗпхӳре (Уфа)  иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ачасен фольклориадине хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта ҫӗршыври 80 ытла регионти тата Беларуҫ республикинчи ҫӗр ытла коллектив хутшӑннӑ. «Тевет» ушкӑн вара унта ҫӗр-пин юрӑллӑ, тӗрӗллӗ, сӑмахлӑ Чӑваш Республикине тумтир, юрӑ-ташӑ, йӑла-йӗрке урлӑ кӑтартса панӑ. Унтан таврӑннӑ хыҫҫӑн  ушкӑн ертӳҫипе Татьяна Макаровӑпа курса калаҫрӑмӑр.

— Ку фольклориадӑна икӗ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ. Унта эпир кӑҫалхипе иккӗмӗш хут хутшӑнатпӑр. Пуҫласа ӑна Шупашкарта, Пӗтӗм Раҫҫейри культура еткерлӗхӗн ҫулӗнче 2022 ҫулта йӗркелерӗҫ. Вӑл вӑхӑтра 70 ытла регионтан тӗрлӗ коллективсем килсе ҫитнӗччӗ. 

Кӑҫалхи фольклориадӑна кайма пысӑк конкурс витӗр тухса тивӗҫрӗмӗр. Пирӗн ушкӑн пултарулӑхне Мускаври ҫулталӑк тӑршшӗпех пӑхса, сӑнаса тӑчӗҫ. Мӗншӗн тесен кашни регионтанах чи пултаруллисене  суйласа илеҫҫӗ. Эпир те вӗсен шутне кӗме пултартӑмӑр.

«Тевет» фольклор ансамбле 1993 ҫулта йӗркеленӗ. ЗЗ ҫул хушшинче унта ялти кашни ача тенӗ пекех пултарулӑхне тӗрӗсленӗ тесен те юрать пулӗ. Ҫак вӑхӑтра ялти, районти пур мероприятисене те хутшӑннӑ. Республика, Раҫҫей шайӗнчи фестивальсемпе конкурссен дипломанчӗсемпе лауреачӗсем темиҫе хутчен те  пулнӑ. Ачасем унта такам хистенипе мар, хӑйсен кӑмӑлне кайнипе ҫӳреҫҫӗ. Ялти ватӑсенчен хамӑр тӑрӑхри  юрӑсемпе ташӑсене, йӑла-йӗркесене вӗренсе пырса сцена ҫине кӑларатпӑр. Фольклор ансамбльне ҫӳренисенчен 10 ытла ҫамрӑк «Чӑваш пики» тата ытти пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнса палӑрчӗҫ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классенче вӗреннӗ ҫулсенчех ушкӑна пыраҫҫӗ те, шкулпа сывпулашичченех уйрӑлмаҫҫӗ. Шел пулин те, ялсенче юлашки ҫулсенче ачасем ытларах вырӑс чӗлхи енне туртӑнни курӑнать. Ансамбле ҫӳрекенсем кӑмӑлласах чӑвашла юрӑсен сӑмахӗсене вӗренеҫҫӗ, тӗрӗс юрлама хӑнӑхаҫҫӗ. Ман тӗллев — юрӑ-ташӑ урлӑ тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе илемне сыхласа хӑварасси.

Ӗпхӳ хулинче пире тарават кӗтсе илчӗҫ. Виҫӗ кун сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Анчах та унта пулнӑ кашни самант ачасен асӗсенче ӗмӗрлӗх ҫырӑнса юлчӗ пулӗ. Кашни кун программи пуян та тӗрлӗ енлӗ иртрӗ. Ачасен тунсӑхласа, кичемленсе ларма вӑхӑчӗсем пулмарӗҫ. Раҫҫейри тӗрлӗ халӑх сӑн-пичӗпе те, тумтирӗсемпе те пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑрсан та вӗсене туслӑх, пӗрлӗх, юрӑ-ташӑ пӗрлештерсе, ҫывӑхлатса тӑчӗ. Пирӗн ачасем унта нумай тус-юлташ тупрӗҫ. Тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗн тумӗсем, музыка инструменчӗсем, юррисем, ташшисем хӑйнеевӗр те хитре. Ачасем вӑл е ку халӑх пирки нумай ҫӗннине пӗлчӗҫ. Халӑхпа, юрӑ-ташӑпа, кӗвӗ-ҫемӗпе мӗн тери пуян пирӗн ҫӗршывӑмӑр! Кашни халӑх ачисем хӑйсен мӗн авалтан пыракан, ламран-лама куҫакан юрри-ташшине, йӑли-йӗркине сыхлас, аталантарса пырса пулас ӑру валли хӑварас тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ. Эпир те фольклориадӑра С.А.Просвирнов концертмейстрпа пӗрле хамӑр тӑрӑхра мӗн ӗлӗкрен юрланӑ юрӑсене, ташӑсене, йӑла-йӗркене кӑтартрӑмӑр. Пирӗн халӑхӑн юрри-ташши, тумтирӗ нумайӗшӗн кӑмӑлне кайрӗ пулмалла. Ачасемпе пӗрле сӑн ӳкерӗнчӗҫ, Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ, интервьюсем илчӗҫ…

Тӗрлӗ халӑх тумӗсем тӑхӑннӑ ачасенчен йӗркеленӗ пысӑк вӑйӑ карти кӑҫалхи Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗнче, ҫӗршыври регионсенче пурнакансен туслӑх, тӑванлӑх туйӑмӗсем урлӑ пӗр тӗвве ҫыхса, пӗрлештерсе тӑнине палӑртакан паллӑ пулса тӑчӗ. Темиҫе тӗслӗ, кашни халӑхӑн хӑйнеевӗрлӗхне кӑтартса паракан тумсемпе юрӑ-кӗвӗ ҫӗршывӑн культура пуянлӑхне кӑтартса пачӗҫ.

Фольклориадӑн тӗп сцени патне парадри пек ушкӑнӑн-ушкӑнӑн утса пытӑмӑр. Кашнинчех пирӗн тӗле ҫитсен «Чӑваш республики!» тесе кӑшкӑрса каласан, пирӗн кашнин чӗринчех хӑпартлану туйӑмӗ вӗресе хӑпарчӗ. Эпир — хамӑр региона ҫакӑн пек пысӑк мероприятире кӑтартакансем-ҫке!

Епхӳре фольклориада тӗрлӗ  лапамсенче кӗрлерӗ. Эпир Пушкӑртстанӑн наци музейне ҫитсе куртӑмӑр, республикӑн историйӗпе йӑли-йӗркине кӑтартса паракан экспонатсемпе кӑмӑлласа паллашрӑмӑр. Хамӑр енчен те музея парне, чӑвашсен авалхи тӗррисемлӗ тутӑр парнелерӗмӗр. Хулари паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑмӑр. Кашни кунах мастер-классем, конференцисем иртрӗҫ. Ачасем Пушкӑрт пукане театрӗнче те пулса курчӗҫ, спектакль вӗсен кӑмӑлне кайнине палӑртрӗҫ.

Фольклориадӑра никама та  малти вырӑна уйрӑммӑн палӑртмарӗҫ. Каларӑм ӗнтӗ, кунта чи пултаруллисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хӑйсен несӗлӗсен культурине манса кайманнине, ӑрӑвне малалла тӑсакансем пулнине ҫирӗплетме килнӗ. Апла пулсан пурте тав сӑмахне тивӗҫлӗ. Фольклориадӑна хутшӑнакансем кашниех дипломсене, Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне, парнесене, сценӑсем ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ кашни коллектив ҫинчен каласа паракан кӗнекене тивӗҫрӗҫ. Пысӑк хавхаланупа, таврӑнчӗҫ ачасем ,пхӳ хулинчен. Вӗсем унта питӗ килӗшнине, татах та юлма хатӗр пулнине палӑртрӗҫ. Ҫакӑн пек мероприятисем тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан ачасене туслаштараҫҫӗ, пӗрлештереҫҫӗ.

Фольклориада иртнипе пуласлӑха ҫыхӑнтаракан кӗпер пулса тӑрать. Пин сасӑ — пӗр ҫӗршыв, тесе калас килет.

Ҫак фольклориадӑна кайса килме пулӑшнӑшӑн ачасен, ашшӗ-амӑшӗ ячӗпе муниципаллӑ округ пуҫлӑхне Н.Н.Раськина тав сӑмахӗ калатпӑр. Инҫе ҫула кайса хамӑра кӑтартма, тӗрлӗ халӑх ачисен пултарулӑхне курма  пулӑшнӑшӑн тавтапуҫ, — палӑртрӗ пултарулӑх ертӳҫи Татьяна Макарова.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *