Вторник, 11 августа

Мал ӗмӗтпе пурӑнать, ҫынсене ташшипе савӑнтарать

Мал ӗмӗтпе пурӑнать, ҫынсене ташшипе савӑнтарать

Кашни ҫынрах мӗнле те пулсан пултарулӑх пур. Ӑна вӑхӑтра асӑрхаса пӗчӗкрен аталантарса пымалла. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче кӑҫал 9-мӗш  кадет класне вӗренсе пӗтернӗ Валерия Григорьевӑна мӗн ачаранах юрӑ-кӗвӗ тӗнчи, ташӑ хусканӑвӗсем ҫывӑх пулнӑ. Чун-чӗре туртӑмӗ ӑна Комсомольскинчи искусствӑсен шкулне илсе ҫитернӗ. Кӗҫӗн классенченех унта ҫӳреме пуҫланӑ. Иртнӗ ҫул Валерия унтан «Хореографи творчестви» енӗпе питӗ лайӑх кӑтартусемпе вӗренсе пӗтернӗ. Ташӑ илемлӗхне сцена ҫинчен кӑтартма, халӑх патне ҫитерсе вӗсемпе куракансен чун-чӗрине тыткӑнлама  хӑнӑхса ҫитнӗ.

Юрӑ-ташӑпа ҫывӑх пулни В.Григорьевӑна шкулта  вӗренӳре пур предметсемпе те «питӗ лайӑх» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыма пӗрре те чӑрмантармасть. «Пулӑшса анчах пырать. Кирек хӑш ташша вӗреннӗ  чухне тимлӗ пулни, тантӑшсемпе пӗр евӗрлӗ хусканусем тума пӗлни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫакӑ дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнма, пӗрремӗш хут пулса пӗтмесен тепринче тӑрӑшулӑрах пулма хистет. Вӗренӳре те ҫавнашкалах. Малтан ӑнланса ҫитереймесен вӑл е ку темӑна тимлӗрех тишкерсе пӑхатӑп. Ҫитӗнӳ тӑрӑшулӑхран нумай килнине лайӑх ӑнланатӑп», — тет пултаруллӑ хӗр. Ҫавӑнпа та вӑл пуҫӑннӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерме тӑрӑшать.

Пултаруллӑ ҫамрӑк шкулти, округри обществӑлла пурнӑҫа  хастар хутшӑнать. «Молодая гвардия», Пӗрремӗшсен юхӑмӗсенче те хастар вӑл. Волонтерсен ӗҫӗнчен те айккинче тӑмасть. Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах тантӑшӗсемпе пӗрле ырӑ ӗҫ тума васкать. Спорт та уншӑн ҫывӑх. Темиҫе ҫул ӗнтӗ вӑл класс старости, командирӗ. Вӑл тӑрӑшнипе пӗрле вӗренекенсем ҫулсеренех шкулти юрласа стройпа утас енӗпе ирттерекен  смотрта мала тухаҫҫӗ, округра майӑн 9-мӗшӗнче иртекен парада хутшӑнаҫҫӗ.

Пур енӗпе те хастар пулнӑшӑн 2022 ҫулта ӑна Пӗтӗм тӗнчери «Орленок» ача-пӑча лагерӗнче канма путевка панӑ.   Ҫитӗнӗвӗсене кура тата  творчество патне ӑнтӑлнӑшӑн  иртнӗ ҫул та, кӑҫал та Валерия Григорьева Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендине тивӗҫнӗ.

Творчество тенӗрен, ҫӗнсе илнӗ, пултарулӑхӗшӗн тивӗҫнӗ пур наградӑна та ҫырса тухас пулсан, ытарлӑ каласан, пӗр хаҫатра страницӑсем те ҫитмеҫҫӗ пулӗ. Хисеп грамотисем, Дипломсем, Тав ҫырӑвӗсем, сертификатсем питӗ нумай унӑн. Шкулта, муниципалитетра, республикӑра ҫӗнсе илнисем ҫеҫ мар, Раҫҫейри, Пӗтӗм тӗнчери фестивальсемпе конкурсенче тивӗҫнисем те чылай. Мускав, Санкт-Петербург, Рязань, Уфа, Ростов-на-Дону, Шупашкар тата ытти хуласенчен  наградӑсем упранаҫҫӗ унӑн.

«Валерия манӑн пӗрремӗш пулӑшакан. Класри бал ансамблӗн номерӗсене хатӗрленӗ чухне вӑл яланах юнашар. Ташӑсене лартнӑ чухне сӗнӳсем те парать», — каласа парать класс руководительници И.Н.Анисимова. Класри бал ташшисен ансамблӗ округри конкурсемпе пӗрлех республикӑри ҫарпа патриотизм тематикипе иртнӗ «Вальс Победы», «Виват, кадет», «Бал 4-х Побед», «Служу России», «Живи, Россия!» тата ытти фестивальсенче дипломсем ҫӗнсе                       илнӗ.

Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗнчи «Островок» хореографии ансамблӗпе пӗрле Валерия час-часах округри, республикӑри мероприятисене хутшӑнать. Ку  ушкӑна хамӑр патӑрта ҫеҫ мар республикӑра та, ҫӗршывра та лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл —  округри «Ача-пӑча сасси», «Сельский перепляс», республикӑри тата регионсем хушшинчи  «Одаренные дети Чувашии», «Цветы Чувашии», «Чӑваш ташши илемӗ», «Ташӑ эрешӗсем», «Дерзай, твори», «Жизнь ритме танца», «Жемчужинки Чувашии», «Танцуй по-нашему», «Несӗлсен сӑвапӗ», «Ача-пӑча Акатуйӗ», «Наследники традиций», «Шур ҫӑл», «Взлет» «Вдохновение», «Радуга дружбы», «Хоровод дружбы», «Краски Чувашии»,  Пӗтӗм Раҫҫейри «Творческая карусель», «Изумрудный павлин», «Шаг к успеху», «Живи, Россия», Халӑхсем хушшинчи «Летний звездопад», «Клейдескоп талантов», «Призвание — артист», «Морозко», «Премия АРТ-Признание», «Шелкунчик», «Танцуй» тата нумай-нумай конкурссен лауреачӗ, дипломанчӗ. Коллектив ӳсӗмӗнче, паллах В.Григорьеван тӳпи те пур. Ансамбльпе пӗрле вӑл тӗрлӗ ҫӗрте сцена ҫине тухса хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Унӑн пултарулӑхне пур ҫӗрте те хапӑлласа йышӑннӑ.

Пӗтӗмлетсе каласан, Валерия шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫеҫ лӑпланса лармасть, округӑн обществӑпа культура пурнӑҫӗпе пурӑнать. Ӑна сцена ҫинче те, хастар ҫамрӑксем хушшинче те час-часах курма пулать. Вӑл паянхи мал ӗмӗтлӗ яш-кӗрӗме ҫунат хушакан варкӑш сывлӑшпа сывлать, пурӑнать.

Ӳссе ҫитсен кирек мӗнле професси суйласа илсен те, Валерия Григорьева пирӗн обществӑна малалла аталанма пулӑшакан, тантӑшӗсене хавхалантаракан анлӑ тавракурӑмлӑ та пултаруллӑ вӑй пулса тӑрасса шанма май пур.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *