Вторник, 11 августа

Казах ҫӗрӗ ҫинче те чӑваш юрри янӑрать

Эпӗ Хырхӗрри ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Манӑн анне, П.А.Малышева «Восток» колхозра ӗмӗрӗпех ӗҫленӗ. Кайӑк-кӗшӗк ҫитӗнтерес енӗпе лайӑх кӑтартусем тунӑшӑн вӑл 1971 ҫулта Ленин орденӗ те илме тивӗҫ пулнӑ. Пурнӑҫ ҫулӗ мана вара Казах ҫӗрӗ ҫине илсе ҫитерчӗ.  Чылай ҫул Казахстан ҫӗршывӗнчи Караганда облаҫӗнчи Темиртау хулинче пурӑнатӑп. Ҫуралнӑ тӑрӑхран пиншер километр уйӑрса тӑрать пулин те тӑван тӑрӑхра час-часах пулма тӑрӑшатӑп. Кунта ӳснӗ вӑхӑтсем, ачалӑх манӑҫа тухмаҫҫӗ.

Кӑҫал округра иртнӗ Акатуй-Сабантуй уявӗнче пултӑм. Культура ӗҫченӗсем чӑваш халӑхӗн тумне тӑхӑнса  сцена ҫине тухса чӑвашла юрӑсем шӑрантарнине киленсе пӑхрӑм. Анчах та  мана уява курма, пӗрле савӑнма килнӗ ҫынсем хушшинче чӑваш тумӗ тӑхӑннисем пулманни кӑмӑла каймарӗ. Эпӗ ӗлӗкхилле икӗ аркӑллӑ кӗпе, хушпу-тухъя тӑхӑнмалла тесе каласшӑн мар. Анчах та тӗрӗллӗ саппун ҫакма май пулнах ӗнтӗ тесшӗн. Чӑвашсен саппунӗсем илемлӗ, унпа халӑх ҫине тухма вӑтанмалла мар. Эпӗ Акатуя ӑна ҫакса пынӑ пӗртен-пӗр куракан пултӑм пулӗ.

Акатуй — чӑвашсен ӗмӗртен пыракан уявӗ. Авлтанах унта ҫынсем ака-суха ӗҫӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн савӑнма пуҫтарӑннӑ. Чи илемлӗ тумтирӗсене тӑхӑнса тухнӑ. Хальхи уявсенче те чӑваш халӑх тумне  тӑхӑннӑ ҫынсене курас килет. Пирӗн халӑх яланах тӗрӗ ӑсти пулнӑ. Чӑваш тӗрриллӗ тум-тир кирек хӑш мероприятие те илем кӳнӗ пулӗччӗ.

Каларӑм ӗнтӗ, эпӗ ҫуралнӑ тӑрӑхран аякра пурӑнатӑп. Караганда облаҫне ӗҫлеме иртнӗ ӗмӗрте чӑвашсем нумайӑн тухса кайнӑ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан чӑвашсене тупса «Шанчӑк» наципе культура центрӗ пуҫарса яма шут тытнӑччӗ. ,мӗтӗм пурнӑҫланчӗ. Пӗр кӑмӑллӑ, тӑван халӑх культурипе историне хаклакан ҫынсене хам тавра пуҫтарма пултартӑм. Халӑхсен туслӑхӗн вырӑнти ҫурчӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлетпӗр.  Тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗпе курса  пӗр-пӗрин йӑли-йӗркипе паллаштаратпӑр. Чӑвашсемпе пӗрле пуҫтарӑнса калаҫатпӑр, халӑхра анлӑ сарӑлнӑ чӑваш юррисене вӗренетпӗр. Сцена ҫине тухса вырӑнти халӑх умӗнче чӑваш тумӗпе чӑвашла юрласа кӑтартатпӑр. Тӑван тӑрӑха килсен параппан тупса илсе кайрӑм. Чӑвашсен тумне те ялтан камран укҫалла туянса, камран парне вырӑнне илсе кайнӑччӗ. Темиртау халӑхне чӑвашсем пирки каласа паратпӑр. Пирӗн юрӑсене итлесен вӗсен кӗвви те, сӑмахӗсем те илемлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ, хапӑлласах итлеҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывран инҫетре те чӑваш юррисене юрлани пире мӑнаҫлантарать, хамӑр чӗлхе илемӗпе пуянлӑхӗпе мухтанма май парать. Малашне те ку енӗпе ӗҫлӗпӗр.

Чӑваш  ҫӗршывӗнче пурӑнакансен халӑх йӑли-йӗркине, тумӗсене, юррисене сыхласа хӑварса пулас ӑру валли упраса хӑвармалла. Аслисен  чӑваш тӗрриллӗ тумтир тӑхӑнса пӗчӗккисене тӗслӗх кӑтартмалла. Темиҫе ӗмӗрсем хушши упранса пыракан  халӑх пуянлӑхне манӑҫа кӑларас марччӗ.

Тӑван тӑрӑхран инҫетре пулсан та хамӑр халӑха, тӑвансене манса каймастпӑр. Атӑл ҫинче чӑваш халӑхӗ пурӑннине Казах ҫӗрӗ ҫинче те пӗлтеретпӗр.

Надежда Новичкова (Малышева).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *