Вторник, 11 августа

Валентина хайлавӗсем чӗрӗ, чӗлхи хитре те пуян

Валентина хайлавӗсем чӗрӗ, чӗлхи хитре те пуян

Хӗвеллӗ канмалли кун Нӗркеҫ ялӗнчи библиотекӑри ҫавра сӗтел хушшинче Валентина Кириллова ҫыравҫӑпа кӑмӑллӑ тӗлпулу иртрӗ. Кунта ялти вулакансем «Нарпике ăраскалĕ», «Сас пачӗ ывӑлӑм» кӗнекесене пахаларӗҫ, хĕрӳ сӳтсе яврĕç. Мероприятие вулавăш ĕçченĕ Нина Плеткина ертсе пычĕ.

Тĕлпулăва «Валентина Кириллова пултарулӑхӗ» презентаципе пуҫларăмăр, хатӗрленӗ буклетсемпе паллаштартăм.Тимĕр Алюш Вали (вулакансем ăна Валентина Кириллова ятпа та пĕлеççĕ) вăрăм çула кĕскетсе Елчĕк тăрăхĕнчен çитрĕ. Чи малтанах вăл хăй çинчен каласа пачĕ. Валентина Алексеевна 1963 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Нĕркеç ялĕнче çуралнă. 1982 çулта тăван районти «Октябрь ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Геннадий Уткин чĕнсе илнипе унта ĕçлеме пуçланă. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. 1988 çулта алла диплом илсен Елчĕк салине куçса килнĕ, «Елчĕк ен» район хаçатĕнче тивĕçлĕ канăва тухичченех, вăтăр тăватă çул ытла тăрăшнă.

Çыравçăн чылай хайлавĕ «Елчĕк ен», «Чăваш хĕрарăмĕ»’ «Каҫал ен» хаçатсенче пичетленнĕ. 2023 çулта унăн «Сас пачĕ ывăлăм» кĕнеки  кун çути курнăччĕ. Ун хыççăн Валентина Алексеевна калăпăшлă произведени çырма тĕв тунă. Ку ĕмĕт пĕлтĕр тинех пурнăçланнă — «Нарпике ăраскалĕ» кĕнеке тухнă. Унта автобиографиллĕ самантсем те йышлă-мĕн. Кун кĕнеки çырса пыни пултарулăх ĕçĕнче самай пулăшнă: тетрадьсенче пухăннă материалпа роман калăпланă чухне усă курнă. Сăнарсен ячĕсене те сайра тĕл пулаканнисене суйласа илнĕ вăл. Малтанлăха вулаканшăн вĕсем кăткăсрах пек туйăнма пултараççĕ, анчах хăнăхса çитсен чуна вырнаçаççĕ, вĕсене нихăш çыравçăн геройĕсемпе те пăтраштармастăн.

«Нарпике ăраскалĕ» кĕнекери ĕçсем 1900—2023 çулсенче пулса иртеççĕ. Романри тĕп сăнар — Нарпике ятлă чăваш хĕрĕ. Хайлав пуçламăшĕнче вулакан унăн аслашшĕ-асламăшĕн — Тимреспе Сарпин — кун-çулĕпе кĕскен паллашĕ, унтан ашшĕпе амăшĕ — Арханпа Элиме — патне куçĕ. Шăпах вĕсен пĕрремĕш пепки-мĕн Нарпике. Туслă та пуян çемьере ӳсекенскерĕн малашлăхĕ те çутă, пулас пек. Тăван яла, çĕр ĕçне питĕ юратать вăл. Тантăшĕсем пек хулана кайма ĕмĕтленмест, çуралнă тăрăхрах тĕпленесшĕн.

Валентина Алексеевна — питĕ тăрăшуллă автор. Хайлавӗсем чĕрĕ, авторăн чĕлхи сĕтеклĕ те пуян.

Ольга Австрийская çыравçă  романа пысăк хак панӑ: «Нарпике — çирĕп кăмăллă хĕрарăм. Йывăрлăхсене парăнмасть, шав малалла утать. Вăл — вĕçĕмсĕр аталанура, пĕр вырăнта тăпланса-хытса лармасть.»

Раиса Воробьева поэт романа тишкерӳллĕ куçпа вуласа тухса ҫакӑн пек палӑртнӑ: «Тĕрлĕ сăвă-юрăпа, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе автор вырăнлă усă курать, ялта калакан сăмахсене кĕртсе хăварать. Нарпике — вăйлă чăваш хĕрарăмĕ. Темле йывăр пулсан та упăшкине тĕртсе ямасть вăл, туртса пырать. Пирĕн пурнăçа çутатса панă кунта».

Чăваш халăх поэчĕ Светлана Асамат Нарпикене халалласа сӑвӑ калӑпланӑ. Унӑн сӑввине  пухӑннисем умӗнче вуласа патăм:

Кукăр-макăр йывăç хыçĕнчен

Шурăмпуç хĕвелĕ хăпарать,

Кукăр-макăр йывăç çумĕнче

Нарпике пуçне усса тăрать.

Нарпике, ăçта сан телейӳ,

Телейне памарĕ-им шăпу?

Ан кулян пуçна çавăрттарса,

Хĕвел тухрĕ саншăн ярăнса…

Тӗлпулу  вĕçĕнче Валентина Алексеевна романăн малаллахи пайне çырма пуçăннине пĕлтерчĕ. 80 страница ҫырнӑ та иккен. Кунта вӑйлӑ арҫын сӑнарне калӑпланине пӗлтерчӗ. Эппин, вулакан Нарпикепе татах та тĕл пулĕ-ха. Кӗнеке тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.

«Сас пачӗ ывӑлӑм» кӗнекери хайлавсенче кашни çын телейлĕ пулма ĕмĕтленет: ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасен анне, атте юратăвне туяс килет, юратушăн çунакан çамрăк чĕре пурнăçа пĕрле пайламалли мăшăра тупма ĕмĕтленет, пĕчченлĕхре кун кунлакансем те çемье ăшшишĕн тунсăхлаççĕ. Анчах мĕн-ши вăл телей тени? Ăна тупас тесен мĕн тумалла-ши? Çакăн евĕр ыйтусем Валентина Кириллова çыравçăн сăнарĕсене те канăç памаççĕ, вĕсем вара пуçа усмаççĕ, ыррине шанаççĕ, малалла талпăнаççĕ.

Хайлавсенче тĕпре — паянхи ял çыннин пурнăçĕ. XXI ĕмĕрти чăваш ялĕсем мĕнле пурăнаççĕ, аталанаççĕ-ха? Сăмахран, «Анне, ыран кил…» повеçре автор çапла çырать: «…Чат çумрах пурăнакан Кĕркурипе Кулюк та иккĕшех кун кунлаççĕ. Пĕртен-пĕр хĕрĕ инçете тухса кайнă та яла килсе çÿремест. Вĕсем иккĕн те — аптрамаççĕ. Халĕ ял çынни хулари пек пурăнма хăнăхрĕ…»

Натюшпа Энтруш çамрăклах пĕрлешсен те, çĕнĕ кайăк вĕсен çемйине пĕрре те васкамасть-ха. Чылай çул иртсен тин хĕр çуралать, Анжела ят хураççĕ ăна. Пĕртен-пĕрскере куç пек упраса, юратса пăхаççĕ. Энтруш çамрăкла çĕре кĕрсен ăна амăшĕ пĕчченех çитĕнтерет. «Пĕчĕккĕ чухне ашшĕсĕр тесе хĕрхенчĕ, хĕрачи çинĕ кашăк-чашăка та амăшĕ йăпăрт-япăрт çуса хуратчĕ, кил-çуртне те хăех тасататчĕ. Анжела вара кунĕпе вырăн çинче йăваланса выртрĕ, магнитофон итлерĕ, телевизор пăхрĕ. Юрать, хăть кĕнеке вулатчĕ». Мĕнлерех хĕр пулса ÿсет-ха Анжела? Вулакан унăн пурнăçĕпе паллашсан Натюша ватлăхра хаш сывлаттаракан йăнăшсене асăрхатех.

«Чунсăрлăх» ятлă повесть кирек мĕнле йывăрлăха лексен те пуçа усмалла маррине, малаллах талпăнмаллине уççăн кăтартса парать. Чи кирли — юратнă мăшăр, çемье пултăр. Укçа ытларах ĕçлесе илес тесе Сăмаласен Илюшĕ Мускава çурт-йĕр купаланă çĕре çÿреме пуçлать. Пĕтĕмпех кал-кал пынă çĕртенех инкекĕ таçтан тупăнать — арçын тыткăна лекет…

Чылай калавра («Чăн-чăн юлташ», «Çурса тăкнă сăн ÿкерчĕк», «Усрав хĕрача»…) В.Кириллова амăшĕсĕр юлнă ачасен йывăр шăпине уçса парать. «Чăн-чăн юлташ» хайлаври тĕп сăнар çапларах пурăнать: «Антонсен пÿрчĕ пысăк мар. Кăмака, сĕтел, пĕр тимĕр койка, тăватă тăваткал тенкел. Амăшĕ виличчен лавккаран илнĕ çемçе йывăç кравать, телевизор, тумбочка, холодильник пурччĕ. Ашшĕ вĕсене хăш вăхăтра ĕçсе янине те сисмерĕ ача — йĕп пек çухалчĕç килтен». Юрать, çумра чăн-чăн юлташ пур, вăл пурнăçа илем кÿрет.

Çамрăксен пурнăçĕ кĕнекере те туллин сăнарланнă. «Çĕнĕ çул парни» калаври Таньăна савнă тусĕ кÿрентерсен хĕр ĕмĕрне пĕчченех ĕмĕрлет, çапах пуçне усмасть, малаллах талпăнать. «Сас пачĕ ывăлăм» хайлаври Аля вара иртĕнсе пурăнать: «…Юрату çулăмĕпе ир çунма пуçларĕ. Хăй çулĕнчи ачасем мар, аслисем килĕшетчĕç ăна. Анчах хĕр илемлĕ пит-куçлă, чаплă тăхăнса çÿрет пулсан та ялти яшсем ăна куç хывмастчĕç…» Пĕррехинче вара Аля хăйĕн йăнăшне ăнланса илет.

Вулакансене хумхантаракан калавсем: повеçсем нумай кĕнекесенче. Апла пулсассăн алла илсе вулама сĕнетпĕр. Тĕл пулу каçĕнче Валентина Кириллова вулавăша пухăннисене хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. 

Нина Плеткина,

библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *