«Единая Россия» партин «Моя карьера с Единой Россией» проекчӗпе Комсомольскинчи «Работа России» кадрсен центрӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнисемпе тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисемпе уйрӑммӑн калаҫса консультацисем ирттернӗ.
Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче вӗсене ӗҫпе тивӗҫтерес енчен палӑртнӑ патшалӑх пулӑшӑвӗсем ҫинчен каласа панӑ. Тӳлевсӗр вӗренсе професси илмелли тата квалификацие ӳстермелли мелсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. «Работа России» порталта ӗҫ мӗнле шырамаллине ӑнлантарнӑ. Ҫавӑн пекех округ территорийӗнчи вакансиллӗ ӗҫ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Социаллӑ контракт ҫырса харпӑр хӑй ӗҫне уҫма май пуррине пӗлтернӗ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ 2 ҫын тата вӗсен тӑванӗсем кадрсен центрӗнче, иккӗшӗ килӗнче консультаци илнӗ.
Ҫакӑн пек мероприятисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене кирлӗ ӗҫ тупма, хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Екатерина Жукова.

