Вторник, 11 августа

Ҫӗнӗлӗхсем шыраҫҫӗ, ӑсталӑха ӳстереҫҫӗ

Ҫӗнӗлӗхсем шыраҫҫӗ, ӑсталӑха ӳстереҫҫӗ

Ачасем ҫуллахи каникул кунӗсенче канаҫҫӗ, вӗрентекенсем вара яланах шыравра. Вӗсем пӗр-пӗрин опычӗпе паллашаҫҫӗ, хӑйсен ӑсталӑхне  ӳстермелли ҫул-йӗр шыраҫҫӗ, пултарулӑхне тӗрлӗ конкурссенче тӗрӗслеҫҫӗ.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи П.В.Родионов,  А.Р.Пахалов  Куславкка округӗнчи Елчӗк вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче иртнӗ регионсем хушшинчи «Образовательный драйв 2.0» фестивале хутшӑннӑ. Республикӑри тата унӑн тулашӗнчи 8 муниципалитетри 60 ытла хастар педагогпа пӗрле вӗсем РФ Президенчӗн  «Россия — страна возможностей» платформипе ирттерекен «Флагманы образования» проекта пурнӑҫламалли майсене сӳтсе явнӑ. Ҫавӑн пекех профессилле конкурссенче тупӑшнӑ. Тӗрлӗ регионсенчи ӗҫтешӗсен вӗренӳ ӗҫӗнчи ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллашнӑ. Комсомольски 1-мӗш  вӑтам шкул вӗрентекенӗсем конкурссенче палӑрса наградӑсене тивӗҫнӗ.

Вӗрентекенсем ҫӗнӗлӗхсем шырани, округри вӗрентӳ ӗҫне тӗрлӗ ҫӗрте паллаштарни, хӑйсем те ӑсталӑха ӳстерсе пыни савӑнтарать. Малашне те вӗсен ҫитӗнӳсем пулччӑр.

Ирина Соловьева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *