Шыв аслисене кӑна мар, ачасене те хӑй патне илӗртет. Уйрӑмах ҫуллахи шӑрӑх кун кӳлӗре е юхан шывра уҫӑлас килетех. Кӑмӑла ирӗке яриччен 7 виҫсе пӗрре кассан та аван.
Июнӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр тӑрӑхӗнче 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл тантӑшӗсемпе пӗрле Улатӑр юхан шывне шыва кӗме кайнӑ. Чӑваш Енри МЧС сотрудникӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, шывпа чыхӑнса кайнӑ, унтан тӳрех путнӑ. Вилнӗ ҫамрӑкӑн ӳтне водолаз-ҫӑлавҫӑсем туртса кӑларнӑ. Ашшӗ-амӑшӗшӗн, ҫывӑх тӑванӗсемшӗн мӗн пысӑкӑш хуйхӑ пулни каламасӑрах паллӑ. Июнӗн 15-мӗшӗнче Етӗрне округӗнче Сӑр юхан шывӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Июнӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 10 ҫулхи ача шывра путнӑ. Асӑрханманни, пӗлмен вырӑнта шыва кӗни — инкек патне илсе ҫитернӗ.
Чи малтанах, пӗлмен, юраман ҫӗрте шыва кӗмелле мар. Шывра киленес тесессӗн Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнчи бассейна ҫӳреме пулать. Вӑл 8 сехетрен пуҫласа 21 сехетченех ӗҫлет, шӑмакунпа вырсарникун пӗр сехет сахалрах — 20 сехетчен. Аслисене те, ҫамрӑксене те кунта хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Тренерсемпе инструкторсем ишме те вӗрентеҫҫӗ, сӑнаса та тӑраҫҫӗ.
Шывӑн — турачӗ, ашшӗ-амӑшӗшӗн ытлашши ача ҫук. Ҫуллахи каникул ырӑ та кӑмӑллӑ самантсемпе ҫеҫ асра юлтӑрччӗ.
Раҫҫей МЧСӗ ашшӗ-амӑшне аса илтерет:
— ачасене шыв хӗрринче пӗр самантлӑха та куҫран вӗҫертмелле мар;
— юхан шыв, кӳлӗ хӗрне ачасене хӑйсене ҫеҫ ямалла мар;
— ачасене ятарлӑ вырӑнсенче тата пляж патӗнче кӑна шыва кӗме юранине ӑнлантармалла.

