Июнӗн 22-мӗшӗ пирӗн ҫӗршывшӑн Астӑвӑмпа хурлӑх кунӗ. Шӑпах ҫак кун, 85 ҫул каялла нимӗҫ фашисчӗсем Совет Союзӗ ҫине систермесӗр вӑрӑ-хурахла тапӑнса кӗнӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Ҫак хурлӑхлӑ та вӑрҫӑра вилнисене асӑнмалли кун округри кашни территори уйрӑмӗнчех мероприятисем пулса иртнӗ.
Комсомольскинчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнӗ ентешсене асӑнса лартнӑ мухтав монуменчӗ умӗнче митинг пулнӑ. Пуҫтарӑннисем вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Мухтав монуменчӗ умне чечек ҫыххисем хунӑ.
Ҫак кунах округ центрӗнче «Асӑну ҫурти» мемориаллӑ акци иртнӗ. Пуҫтарӑннисем вӑрҫӑ пуҫланнӑ кун ятне палӑртса 22 июня тесе лартса вырнаҫтарнӑ ҫуртасене ҫутнӑ. Кашни ҫурта хӑйӗн ҫутипе ялкӑшса ҫапӑҫусенче пирӗн ирӗклӗхшӗн, пуласлӑхшӑн пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене асра тытнине аса илтернӗ.
Мероприятисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, район прокурорӗ А.С.Данилов, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев, ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗ Ю. Кузьмин, обществӑлла палата членӗсем, ҫар ветеранӗсен союзӗсен членӗсем, администрацин пай пуҫлӑхӗсемпе территорисен уйрӑмӗсен начальникӗсем, кадетсем, округ ҫыннисем хутшӑннӑ.
Пирӗн округ делегацийӗ Куславкка округӗнчи Сӑр тата Хусан тӑрӑхӗнчи хӳтӗлев чиккисем тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ ҫынсене асӑнса лартнӑ Мемориаллӑ комплекса ҫитсе унта иртнӗ митинга та хутшӑннӑ, чечексем хунӑ.
Ҫулсем иртсен те ҫав синкерлӗ кунсем халӑх асӗнчен каймӗҫ. Палӑксем патне пырса ҫынсем вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пуҫ тайӗҫ.
(Хамӑр инф.).

