Халӑх туслӑ, уяв – тулли те пуян

Халӑх туслӑ, уяв – тулли те пуян

Июнӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин кунне анлӑн уявланӑ. Ҫак енӗпе йӗркеленӗ  мероприятисем кӑҫал  тӗпрен илсен Шупашкар округӗнче тата тӗп хуламӑрта иртнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешӗсене пысӑк уяв ячӗпе саламласа Чӑваш  Ен малалла аталанса пынине, анчах та унӑн  тӗп пуянлӑхӗ проектсемпе ҫитӗнӳсемсӗр пуҫне ӗҫчен те пултаруллӑ, хӑйсен ҫӗрне юратакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулнине палӑртнӑ. Салам сӑмахӗсем Чӑваш правительствин членӗсенчен, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсенчен, тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ хӑнасенчен нумай пулнӑ.

Уяв кунӗнче мероприятисемпе паллӑ пулӑмсем чылай иртнӗ. Кӳкеҫре паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен стадион уҫнӑ. «Инфраструктура  для жизни» наци проекчӗпе хута янӑ ҫак объект  халӑха спортпа ҫывӑхарах пулма кирлӗ пур майсем те туса парать.

Кӳкеҫрех паллӑ ентеше халалланӑ «Бичурин и современность» музей реконструкци хыҫҫӑн ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунта выставка лаптӑкне пысӑклатнӑ, оборудование ҫӗнетнӗ, хальхи вӑхӑтри экспозицисем йӗркеленӗ. «Диалог  культур» курав чаплӑ ентеш Н.Я.Бичурин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне ҫутатса парать.  Республика Пуҫлӑхӗ «Паха тӗрӗ» нумай функциллӗ центр строительствипе паллашнӑ. Вӑл 80 процент хатӗр.

Шупашкар округӗнче «Семья» наци проекчӗпе ҫемьесен нумай функциллӗ пӗрремӗш  центрӗ тата  Кӳкеҫре Хастар вӑрӑм ӗмӗр центрӗ ӗҫлеме тытӑннӑ.

 «Я — женщина нового тысячелетия» республикӑри форум  хамӑр тӑрӑхри пултаруллӑ  600 ытла хӗрарӑма пуҫтарнӑ. Олег Николаев ялта пурӑнакан хӗрарӑмсемпе уйрӑмах хӑпартланни  пирки пӗлтернӗ. Вӗсем ӑслӑ та вӑйлӑ пулнине, йӑла-йӗркесене упраса пурӑннине, ача-пӑчана тӗрӗс воспитани парса ӳстернине, пурне те ӑшӑлӑх  тата хӑват парса тӑракан  ҫӑлкуҫ пулса тӑнине палӑртнӑ. «Единая Россия» партин Хӗрарӑмсен юхӑмӗн сӗнӗвне шута илсе Чӑваш Енре Ял хӗрарӑмӗсен кунне туса хурасси пирки указ кӑларни пирки пӗлтернӗ. Ӑна октябрӗн 16-мӗшӗнче паллӑ тума йышӑннӑ. Ку форума пирӗн округри хастар хӗрарӑмсен ушкӑнӗ те  хутшӑннӑ.

Пӗтӗм Раҫҫейри  «Русь мастеровая» конкурс ҫӗршыври 23 регионти 50 ытла ӑстаҫӑна пуҫтарнӑ. Вӗсен ылтӑн аллисемпе ӑсталанӑ япаласене ҫӗршер ҫын пырса курнӑ.

«Родники  России» Пӗтӗм Раҫҫейри фествале те яланхи пекех республика тулашӗнчен нумай коллектив хутшӑннӑ. Санкт-Петербург, Свердловск, Владимир, Кострома, Воронеж, Ульяновск тата ытти хуласемпе регионсенчен килнӗ ансамбльсемпе ушкӑнсем республикӑри ытти округсенче те хӑйсен пултарулӑхӗсемпе савӑнтарнӑ. Вӗсен пысӑк гала-концерчӗ Шупашкарта пулнӑ.

Чӑвашсен Акатуй уявӗ ҫӗршыври пур регионсенче пурӑнакансене те хӑй патне йыхравланӑ. Республикӑри  пултарулӑх коллективӗсем пуҫтарӑннисене юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. Ватти-вӗтти, тӗрлӗ наци ҫынни пысӑк вӑйӗ ҫаврӑмне тӑрса  юрӑсем юрласа ҫаврӑнни халӑх пӗрлӗхне, туслӑхне туллин ҫирӗплетнӗ. Акатуйра чӑваш халӑхӗн авалтан пыракан вӑййисене вылянӑ, мастер-классем иртнӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшнӑ, халӑхӑн наци апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулнӑ.

Уяв мероприятийӗсем «Единая Россия» партин «Культура малой Родины» наци проекчӗпе, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.Николаевӑн пуҫарӑвӗпе хута янӑ «Яркое лето Чувашии» проекчӗпе килӗшӳллӗн  иртнӗ. Унта республикӑра пурӑнакансемпе пӗрлех хӑнасем те нумайӑн килсе ҫитнӗ.  Уяври мероприятисем чӑваш халӑхӗ яланах ӗҫчен,  хӑнасене хапӑл пулнине, тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗпе ӗмӗрсем хушши килӗштерсе пурӑннине, ӗҫленине, каннине, савӑннине  ҫирӗплетнӗ.

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *