Вторник, 11 августа

Усрав ывăл

(Вĕçĕ).

Нина — Мускав хĕрĕ, çамрăкла юратура йăнăшса ача çуратать. Каччи ачана йышăнмасть, ашшĕ-амăшĕ Нинăна килĕнчен хăваласа кăлараççĕ. Çапла вăл ултă уйăх хăйĕн мăн аккăшĕ патĕнче пурăнать. Мăн аккăшĕн сывлăхĕ япăхлансан, Нинăн унтан кайма тивет. Çапла вара вăл çула тухать, ачине кӳршĕ вакуна хурать, хăй те çав пуйăспах Çĕпĕр еннелле каять. Çитсе чарăннă станцăра ачипе пĕрлех анса юлать. Ывăлне кам илнине, ăçта пурăннине те пĕлсе, сăнаса тăрать. Пĕр кун та ирттермен вăл Вовăна курмасăр. Ача садĕнче вылянине е шкула кайнине, килте чӳрече умĕнче уроксем хатĕрленине пĕтĕмпех курса тăрать. «Аван çын пăхать, ӳссе çитĕнсен ачи хăйне те пăхĕ», — тесе йăпаннă вăл. Малтанах хваттерсĕр, çынсем патĕнче кăна пурăнкаланă Нина. Халĕ акă хваттерĕ те пур, телейĕ çук. Шура çак историе итлесе пĕтерсенех Вовăна чĕнсе илет. «Вова акă санăн çуратнă аннӳ. Вăл сана ăсатма килнĕ, сывпуллаш ачам унпа, тав ту ăна сана çуратнăшăн», — тет. Вова калать: «Нина аппа, тав сире, ăсатма килнĕшĕн, эсир манăн АННЕНЕ тав тăвăр мана ӳстернĕшĕн», — тет те, урăх нимĕн каламасăр пăрăнса утать. Хăйĕншĕн ют хĕрарăма вăл пĕр ăшă сăмах та калама пултараймасть.

Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртет. Вова çартан таврăнать, икĕ çул хушши ĕçлесе хваттер илет, авланса çемье çавăрать. Шурăн пĕчĕккисем те ӳссе çитĕнеççĕ, анчах та мăшăрĕ сарăмсăр вилет. Усрав ывăлĕ яланхи пекех хăйне тăван амăшĕн çунатти айĕнче туять. Хуçăк турат мар вăл, унăн юратнă амăшĕ, йăмăкпа шăллĕ те пур.

Хăйне печĕк чухне ют çын аллине панăшăн Вова чун панă амăшне каçарма пултараймасть, унăн пĕртен-пĕр амăшĕ çеç — Шура амăшĕ пур. Нинăна ватлăх кунĕсенче ку пушшех те чун-чĕрине ыраттарать. Вăл вара хваттерне улăштарса Мускав облаçне пурăнма куçса каять. Çамрăк чухне тунă айăпа Нина ниепле те сиреймест, уншăн каçару çук.

Анна Никонорова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *