Сывлӑх поездчӗ округа ҫитрӗ

Сывлӑх поездчӗ округа ҫитрӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн пуҫарӑвӗпе регионта «Шаг к здоровью» проект ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать.  Унпа килӗшӳллӗн вара республикӑра «Кардиопоезд» ҫула тухнӑ.

Шӑпах июнӗн 25-мӗшӗнче районти тӗп больницӑра  «Сывлӑх поездчӗ» пациентсен сывлӑхне тӗрӗслерӗ. Округра пурӑнакансем юн пусӑмне  тата чӗре таппине тӗрӗслеттерме, тӗрлӗ анализсем пама пултарчӗҫ,  тӗрлӗ специалист-тухтӑрсенчен консультанци илчӗҫ.  Проект пурнӑҫа кӗни — ҫынсен сывлӑхне тӗплӗн тӗрӗслеме тата чирсене вӑхӑтра тупса палӑртма май парать.  Ял ҫыннисем «Кардиопоезд» ҫула тухни ҫав тери лайӑххине, унӑн пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртрӗҫ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *