Ҫуллахи каникул кунӗсем ачасемшӗн кану вӑхӑчӗ анчах мар, ытларах хусканусем туса сывлӑхӗсене те ҫирӗплетмелли тапхӑр та пултӑр тесе «Единая Россия» партин «Ача-пӑча спорчӗ» проекчӗпе «Картиш тренерӗ» сезон проекчӗ те ӗҫлет.
Округри опытлӑ тренерсем вӗренӳрен канакан ачасемпе занятисем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсемпе шывра ишес, тӗрлӗ дистанцисене чупас, ытларах хусканусем тума май паракан спорт енӗсене алла илме пулӑшас тӗллевпе хӑнӑхтарусем ирттереҫҫӗ. Командӑсем тӗрлӗ ӑмӑртусенче те хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма пултараҫҫӗ.
Йӑлмахва ялӗнче, акӑ, Б.Г.Лебедев ячӗпе мини-футбол енӗпе турнир пулнӑ. Унта Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче «Картиш тренерӗ» проекта хутшӑнса ӑсталӑха туптакан вӗренекенсем те хутшӑннӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те картиш командисене пайланса мини-футбол ӑмӑртӑвӗнче тупӑшнӑ. Ку вӑйӑсенче «Искра», «Исток», «Динамо» командӑсем пӗрремӗш — виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ.
«Картиш тренерӗ» проект ҫуллахи сезон тӑршшӗпех ӗҫлӗ. Ачасене чун каниччен канса вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме май парӗ.
Евгений Тихонов.

