Мĕнле права кирлĕ?
— Двигатель калăпăшĕ 50 куб.см таран е электромоторĕ 0,25-4 кВт таран мопедпа е скутерпа ярăнма М категориллĕ водитель удостоверенийĕ кирлĕ. Ăна 16 çул тултарсан илме пулать. Енчен те сирĕн урăх категори, сăмахран А е В пур пулсан, М категори хушма кирлĕ мар, паллах.
Регистраци тата техосмотр кирлĕ-и?
— 50 куб. см таран скутерсемпе мопедсене хальхи вăхăтра Патшалăх автоинспекцийĕнче регистрацилемелле мар.
Çакăн пекех çак скутерсемпе мопедсен хуçисен те техосмотр витĕр тухма кирлĕ мар.
Водителе мĕншĕн штрафлама пултараççĕ?
— Правасăр çỹренĕшĕн 5 пинрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттереççĕ.
— Мотошлемсăр çỹренĕшĕн 1500 тенкĕ штраф кĕтет. Çакă водителе те, пассажира та пырса тивет.
Асра тытмалла: мопед е скутер водителĕн яланах мотошлемпа, çулăн сылтăм хĕррипе пĕр ретпе е велосипедистсен ярăмĕпе пымалла. Çуран çỹрекенсене чăрмав кỹмесен çул хĕррипе çỹреме юрать.
Страховка хăçан кирлĕ?
— 50 куб.см таран скутерсемпе мопедсем валли ОСАГО полисĕ кирлĕ мар.
— мототранспортăн двигателĕн калăпăшĕ 50 куб. см ытларах пулсан, сехетре 50 çухрăм ытла хăвăртлăх аталантарсан, электромотор хăвачĕ 4 кВт ытларах пулсан страховка кирлĕ.
Кун пек чухне техникăна регистрацилемелле, полис çук пулсан 800 тенкĕлĕх штрафлаççĕ. Çулталăк тăршшĕнче йĕркене тепĕр хут пăссан штраф сумми 3-5 пин тенкĕ пулĕ.
А.МАТРОСОВ,
ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн ГИБДД начальникĕ.

