Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи «Агрофирма «Куснар» ООО никӗсӗ ҫинче мӑйракаллӑ шултра выльӑха искусствӑлла майпа пӗтӗҫлентерес енӗпе ӗҫлекенсен республикӑри 38-мӗш конкурсӗ пулса иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи сӗт-ҫу фермисенчи чи лайӑх 30 ытла специалист хӑйсен хастарлӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Конкурса пирӗн округри «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗн тӗп зоотехникӗ П.В.Зверев та хутшӑннӑ. Петр Васильевич хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗх отраслӗшӗн яваплӑ пулнипе пӗрлех техник-осеменатор ӗҫӗсене те туса пырать. Кӑҫалхи конкурс та уншӑн пӗрремӗш мар. Хӑйӗн специальноҫӗпе 25 ҫул ытла ӗҫлекенӗн опычӗ пысӑк. Ҫулсеренех вӑл республикӑри ҫакӑн пек конкурсра малти вырӑнсем йышӑнать. Кӑҫал та Петр Васильевич «Арҫын техник-осеменаторсенчен республикӑра чи лайӑххи» ята тивӗҫнӗ. Пултаруллӑ ӗҫчене диплом парса наградӑланӑ.
«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ округра выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе чи лайӑх ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗри. Кунта ӗнесен ӑратлӑхне лайӑхлатас, выльӑх-чӗрлӗхрен ытларах продукци туса илес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑнта, паллах, ӗҫченсемпе пӗрлех П.Зверевӑн тӳпи те пур.
Петр Васильевича саламласа малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.
Минзаит ЗАЙНУЛЛИН.

