Июнӗн 23-мӗшӗнче округ центрӗ ҫамрӑксен, ачасен хаваслӑ сассипе, юрӑ-ташӑпа пуян пулчӗ. Кунта пурте пӗрле пуҫтарӑнса Республика кунне тата Ҫамрӑксен уявне савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗҫ. Савӑнса киленме ҫеҫ мар, тӗрлӗ выставкӑсемпе паллашма та, ӑсталӑх класӗсене хутшӑнма та, асӑнмалӑх сӑн ӳкерчӗксем ӳкерӗнме те май пулчӗ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем флешмоба хутшӑнчӗҫ.
Уява пухӑннисене чи малтанах округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ.
— Сирӗн пурнӑҫ тулли те пуян пултӑр. Пултарулӑха ӳстерӗр, спортра малта пулӑр, ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртӗр, телейлӗ, мал ӗмӗтлӗ, маттур пулӑр! — терӗ Николай Никандрович. Савӑнӑҫлӑ кун округри пуҫаруллӑ, обществӑлла ӗҫсене хастар хутшӑнакан ҫамрӑксене уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ. Ильмир Басыров, Алсу Хабибуллина, Раиле Хайртдинова, Айгель Алапова, Марина Бахмутова, Алексей Краснов, Ксения Лукиянова округ пуҫлӑхӗн Тав хутне тивӗҫрӗҫ. Ҫак кунах округра тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакан хастар ӗҫченсене палӑртса, «Чи лайӑх специалист» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Вӗсем% Айдар Рамилович Пахалов, Кристина Евгеньевна Миговорова, Екатерина Васильевна Макарова, Николай Александрович Батюков, Расул Тахирович Юмаков, Дария Николаевна Грибова, Александр Александрович Зайцев.
Республика, Ҫамрӑксен кунӗсене халалланӑ уявра юрри-ташши чылай пулчӗ. «Островок» ташӑ ушкӑнӗ куракансене савӑнтарчӗ. Палӑртса хӑвармалла, Татьяна Иванова ертсе пыракан ушкӑн ҫак кунсенче ҫеҫ Санкт-Петербург хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Мосты вдохновения» фестивальтен таврӑннӑ. Вӗсем унта «На пригоренке», «Кӗтне шевлисем», «Улӑхра», «Аварский девичий танец» ташӑсемпе 1-мӗш степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ. Саламлатпӑр!
Уява килнисем ял территорийӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсен, «Каҫал», «Мишар» халӑх фольклор ансамблӗсен юрри-ташшипе савӑнчӗҫ. Динар Камальтдинов, Олеся Быкова, Константин Рязанов, Апельсин каччи — Денис шӑрантаракан юрӑсене хапӑлласа йышӑнчӗҫ.
Уяв хаваслӑ, асра юлмалла иртрӗ.
Алевтина ЕФРЕМОВА.

