Купӑста ҫинчи лӗпӗш хурчӗсене химипе усӑ курмасӑр епле пӗтермелле-ха? Ҫакӑн пек рецептпа усӑ курар-ха.
Витрене («оцинковкӑпа» усӑ курмалла мар) тин кӑна вӗренӗ шыв ямалла, ҫур литр кӗл хушмалла. Лайӑх пӑтратмалла, виткӗчпе хупламалла та пӗр талӑк лартмалла. Тепӗр кунне хуҫалӑх супӑньне (ҫуррине) теркӑпа хырса витрене ямалла, шӗвеке талӑк лартмалла. Лайӑх пӑтратмалла та ҫак настойпа лӗпӗш хурчӗсене пӗтерме усӑ курмалла. Ҫак хутӑшпа сапнӑ хыҫҫӑн хуртсем ҫухалаҫҫӗ. Ку меслетпе темиҫе хутчен те усӑ курма юрать.

