Вторник, 11 августа

Кашнин валли ӑшӑ сӑмах тупать

Кашнин валли ӑшӑ сӑмах тупать

«Пулӑшу ыйтсан чӗннӗ ҫӗре хӑвӑрт ҫитет. Мӗн пӑшӑрхантарни пирки тӗплӗн ыйтса пӗлет. Кирлӗ пулӑшу панипе пӗрлех ӑшӑ сӑмахсемпе чун-чӗрене лӑплантарать. Сӗнӳсемпе канашсем пама тӑрӑшать. Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗ пулма ҫуралнӑ чӑн-чӑн ҫын вӑл», — тет Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан  В.Н.Ефремова  20 ҫул Кайнлӑкри фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшакан Инна Федоровна Алякина пирки.  Унӑн сӑмахӗсемпе пӗр ял ҫыннисем тата Кайнлӑк ялӗнче пурӑнакансем килӗшеҫҫӗ пулӗ. Фельдшер  пархатарлӑ ӗҫӗпе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Ялта фельдшер пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑнта. Вӗсен  хӑйсенех терапевт, педиатр, акушер, реаниматолог ӗҫӗсене те тума тивет. Пӑртак суран тусан та, хӑйсене япӑхрах туйма пуҫласан та ҫынсем тӳрех Инна Алякина фельдшер патне васкаҫҫӗ. Куллен ФАПра вуншар ҫынна йышӑнать вӑл, хӑйсене йывӑр туякансем патне килӗсене те ҫитет. Чирлесе ӳксен те,  амансан та ун ҫине  шанаҫҫӗ.

Ҫӗр варринче те пӗрре  мар унӑн чирлекенсем патне тухса кайма тивнӗ. Вӗсемшӗн кашни самант шутра пулнине ӑнланса  васканӑ. Кирек мӗнле лару-тӑрура пулсан та вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Инна Федоровна аллинче  икӗ ялти 336 ҫын. Вӗсен сывлӑхӗсемпе вӑл интересленсех тӑрать. «Чире маларах тупса палӑртсан сиплеме ҫӑмӑлрах. Шала кайнӑ амакран хӑтӑлма йывӑр. Ҫавӑнпа та халӑха тухтӑрсем патӗнче тӑтӑшах тӗрӗслевре пулма сӗнетӗп. Диспансеризаци витӗр тухма та  ыйтатӑп», — палӑртать фельдшер. Кунта профилактика ӗҫӗсене ҫӳллӗ шайра туса пыраҫҫӗ. Ялсенче пурӑнакансенчен 89 проценчӗ сывлӑхӗсене тӗрӗслеттерсех тӑрать. Ачасене вакцинӑлассине 100 проценчӗпех пурнӑҫланӑ.  Инна Федоровна ялсенче пурӑнакансенчен  чылайӑшне мӗнле чир аптратнине пӗлсе тӑрать. Ҫавӑнпа та вӑл медицина пулӑшӑвӗпе пӗрлех  сӗнӳ-канашсем те парать. «Вӑл  яланах сывлӑх хуралӗнче», — палӑртаҫҫӗ ял ҫыннисем.

Фельдшерпа акушер пунктне килекенсене И.Алякина сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пымалли, санитарипе гигиена йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалли пирки каласа парать. Шкул ачисемпе те сывлӑхшӑн сиенлӗ йӑласенчен асӑрханмалли пирки калаҫусем ирттерет. Анлӑ сарӑлнӑ чирсен сӑлтавӗсем пирки ӑнлантарать.

«Эпӗ хам суйласа илнӗ ӗҫе юрататӑп. Ҫынна медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне лайӑхрах туйма пуҫласан чунтан савӑнатӑп. Шел пулин те, эпир асамҫӑсем мар. Тепӗр чухне темӗнле тӑрӑшсан та ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килмест. Кун пек чухне вӗсен тӑванӗсемпе пӗрлех хурланатӑп. Хӑш-пӗр чухне ҫынсем чир вӑраха кайсан ҫеҫ сиплев учрежденийӗсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чире мӗн май килнӗ таран маларах тупса палӑртмалла. Ҫак тӗллевпе тӑрӑшатӑп та», — хӑйӗн шухӑшне уҫать И.Алякина фельдшер. 

Тӑрӑшуллӑ ӗҫчен, Инна Федоровна Алякина, «ФАП — центр притяжения здоровья» проектпа ирттерекен республикӑри «Мой фельдшерско-акушерский  пункт — лучший» конкурса хутшӑннӑ. Маттур! 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе «Сывлӑх патне — утӑм» проектпа килӗшӳллӗн июнӗн 27-мӗшӗнче, шӑматкун, Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче тухтӑрсем 9—13 сехетсенче ҫынсене йышӑнаҫҫӗ. Кашниех юн пусӑмне, чӗре мӗнле ӗҫленине тӗрӗслеттерме, анализсем пама пултарать. Ҫавна май сывлӑх пункчӗсем ҫитес вӑхӑтра ытти ялсене те ҫитеҫҫӗ. Июлӗн 1-мӗшӗнче  тухтӑрсем Ҫӗнӗ Мӑратра пулӗҫ.

Ирина Корнилова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *