Суббота, 8 августа

Вӑйӑсенче лайӑх енчен палӑрнӑ

Вӑйӑсенче лайӑх енчен палӑрнӑ

«Зарница 2.0» ҫарпа патриотлӑх вӑййисен республикӑри ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Унта пирӗн округ  чысне вырӑнта иртнӗ тупӑшусен ҫӗнтерӳҫи — Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсен команди хӳтӗленӗ.  Вӑйӑсенче вӗсем хӑйсене ҫар пӗлӗвӗ енӗпе те, спорт хӑнӑхтарӑвӗсенче лайӑх енчен кӑтартнӑ.

Комсомольскисен  «Патриоты 2121» команди  республикӑри чи вӑйлӑ ҫамрӑк армеецсем  хушшинче 4-мӗш вырӑн ҫӗнсе илни — пысӑк ҫитӗнӳ. Уйрӑм енсемпе, «Ҫар эстафетинче» тата «Вӑй хатӗрленӗвӗнче» — иккӗмӗш, «Тактика медицининче — 3-мӗш вырӑнсем йышӑнма пултарнӑ. Анна Тарасова связистсенчен, Даниил  Шемекеев саперсенчен чи лайӑххисем пулнӑ.

Командӑна вӑйӑсене тивӗҫлипе хатӗрлес  енӗпе А.А.Тихонов нумай тӑрӑшнине палӑртмалла. Вӑл ертсе пынипе кунти ҫамрӑк армеецсем ҫулсеренех округри, республикӑри вӑйӑсенче палӑраҫҫӗ. Кӑҫалхи командӑри Кирилл Кузьмин командир, Айзат Минятулловпа Максим Ильдюхин штурмовиксем, БПЛА операторӗсем Айназ Минетуллинпа Ярослав Ефимов, Дарья Арсентьевӑпа Полина Романова медиксем, Виктория Федорова военкор, Даниил Шемекеев инженер-сапер вӑйӑсенче чӑн-чӑн специалистсем пек кӑтартнӑ.  Конкурссен заданийӗсене тӗрӗс те пахалӑхлӑ пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пурте команда сывлӑшӗпе сывласа, пӗр-пӗрне пулӑшса, хавхалантарса пырса ҫитӗнӳ  тума пултарнӑ.

Малашне те вӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *