Аслӑ Чурачӑкри ача-пӑча «Тевет» фольклор ансамблӗ июнӗн 23—27-мӗшӗсенче Пушкӑртстан республикинче пулать.
Вӗсем Ӗпхӳ хулинче йӗркелекен Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑчасен фольклориадине хутшӑнаҫҫӗ. Раҫҫейре иртекен ҫав тери анлӑ мероприятие 102 коллектив тата 35 уйрӑм юрӑҫ хутшӑнать. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен тата Беларуҫ республикинчен килсе ҫитнӗ. Татьяна Макарова тата Сергей Просвирнов ертсе пыракан «Тевет» ансамбль унта ҫӳллӗ шайра палӑрасса шанатпӑр. Ачасем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарни те, ыттисен йӑли-йӗркине, юрри-ташшине курма пултарни те пысӑк ҫитӗнӳ.
Георгий ПЕРЬЕВ.

