Вторник, 11 августа

Ӗмӗрӗ вӑрӑм пуласса шанатпӑр

1990 ҫул хыҫҫӑн ҫӗршывра пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Ҫӗршыв рынок экономики ҫине куҫни, укҫа улшӑнни хаҫат редакцийӗ умне йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратнӑ. Япаласен хакӗсем, ҫав шутра хут та хакланнӑ, типографи, почта тӑкакӗсемшӗн тӳлев пысӑкланнӑ. Хаҫатӑн ҫырӑнтару хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Ку вара тираж ҫине витӗм кӳмесӗр хӑварман. 1990 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫулта «Октябрь ялавӗ» 6025 экземплярпа тухса тӑнӑ пулсан 1991 ҫулта вӑтамран ӑна 4450—4500 хуҫалӑх ҫырӑнса илнӗ. Малашне вара ҫулсеренех 100—300 экземпляр чакса пыни сисӗнет.

Апла пулсан та хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытакансен — юнкорсемпе ялкорсен — шучӗ малтанхи ҫулсенче чакман. Корреспондентсем ӗҫ коллективӗсене тухса ҫӳренӗ, лайӑх ҫынсем ҫинчен каласа панӑ, ҫитменлӗхсем пирки ҫырнӑ.

1990 ҫулта хаҫата В.Н.Григорьев ертсе пыма пуҫлать. 1996 ҫултан тӗп редактор ӗҫӗсене А.И.Зайцев пурнӑҫлаать. 1999 ҫулта Л.Г.Шуряшкинӑна тӗп редактор пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. 2018 ҫултан «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗ — А.В.Ефремова.

Ку  тапхӑрта тата малаллахи тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат редакцийӗнче журналистсем пулса В.А.Чубаев, З.Н.Соловьева, В.В.Давыдов, В.В.Гаврилов, М.В.Тимофеева, О.П.Козина, Т.Н.Яковлева, Н.А.Якимов, М.А.Илларионова, А.Н.Исаева, С.В.Ефимова тата хӑшӗ-пӗри кӗске вӑхӑт ӗҫленӗ.

1996 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче район депутачӗсем хӑйсен пухӑвӗнче район хаҫатне улӑштарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. «Пурте район хаҫачӗн ятне вӑхӑт улӑштарма хистенипе килӗшнине пӗлтерчӗҫ. Ячӗ пирки тӗрлӗрен сӗнӳсем пулчӗҫ: «Кӗтне сасси», «Халӑх сасси», «Каҫал тӑрӑхӗ», «Каҫален», «Каҫал» тата ытти те. Анчах та пӗр ят патне тухса, ӑна ырласси пулмарӗ. Ку ӗҫе те депутатсен ҫитес пухӑвӗнче татса пама йышӑнчӗҫ» ҫырать вӑл вӑхӑтра  тӗп редактор ӗҫне тӑвакан А.Зайцев (1996 ҫулхи  сентябрӗн 10-мӗшӗ).  Хаҫат ячӗ пирки маларах вулакансенчен  хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме ыйтнӑ, редакцие чылай ҫыру килнӗ, вӗсене пичетленӗ. «А.Е.Потемкин хаҫат ятне «Каҫал  ен»  пама сӗнчӗ. Сасӑласси те ҫак ятранах пуҫланчӗ. Депутатсен  ытларахӑшӗ  район хаҫачӗ «Каҫал ен» ятлӑ пултӑр тесе алӑ ҫӗклерӗҫ. Ҫапла вара ҫӗнӗ — 1997 ҫултан район хаҫачӗ «Каҫал ен» ятпа тухса тӑма тытӑнать» (сентябрӗн 21-мӗшӗ).

Пурнӑҫ улшӑнсах пынӑ. 2000-мӗш ҫулсен тӗлне  электронлӑ технологи вӑй илсе пыма пуҫланӑ. Ҫакӑ  хаҫата пичетлес ӗҫ ҫине те витӗм кӳнӗ. 2002 ҫултан район хаҫачӗ офсет майӗпе пичетленме тытӑннӑ. Канаш типографийӗн Комсомольскинчи филиалӗ хупӑннӑ. Район хаҫатне малтан Канашра, кайран Шупашкарти типографире ҫапса кӑларма пуҫланӑ.

2004 ҫулта «Каҫал ен» хаҫат  республикӑри «Вакыт» тутарла хаҫата  та хӑйӗн «ҫунатти» айне   илнӗ.

Паянхи кун хаҫата ҫӑмӑлах мар. Цифра технологийӗ пурнӑҫа вӑйлӑран та вӑйлӑрах кӗрсе пынӑ май ҫынсем информацие интернет урлӑ компьютерсемпе, телефонпа ытларах усӑ курса илеҫҫӗ. Анчах та унта вӑл е ку хыпара кӗскерех пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хаҫатра вара эпир пулса иртнине туллинрех ҫутатма тӑрӑшатпӑр. Хыпарсем панипе пӗрлех чыс-хисепе тивӗҫнӗ ҫынсем пирки те  ҫыратпӑр. Ҫын хамӑрпа юнашарах пурӑнать, ун пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пӗлместпӗр те. «Иртнисӗр малашлӑх ҫук», — тетпӗр. Пирӗн хамӑрӑн историне пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та хаҫатра таврапӗлӳҫӗсен статйисем те кун ҫути кураҫҫӗ.

Яланхи пекех хаҫатра округ историйӗ ҫырӑнса пырать. Унӑн страницисене уҫсан вӑл е ку пулӑм хӑш вӑхӑтра иртнине пӗлме май пур. Тираж сахалланса пырсан та нумай ҫул пирӗнпе туслӑ вулакансем хаҫатран уйрӑлмасӑр, вӑл килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Интернет, республика хаҫачӗсем, телевидени-радио  регион, ҫӗршыв, тӗнче хыпарӗсене пӗлтерет, округ пирки информаци вара район хаҫатӗнче анчах вуласа пӗлме пулать.

 Хаҫат халӑх патне вӑхӑтра ҫитесси почта ҫыхӑнӑвӗнчен чылай килет. Шел пулин те, хӑш-пӗр тӗлте ку тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем тухса тӑраҫҫӗ. Юлашки икӗ эрнере ҫеҫ вулакансем патне хаҫата вӑхӑтра ҫитереймерӗмӗр. Ҫакӑ пӗтӗмпех Раҫҫей почтин уйрӑмӗ ӗҫ графикне улӑштарнипе тата хаҫата ҫӗрле сортировка туманнипе ҫыхӑннӑ. Лару-тӑру ҫак кунсенче уҫӑмланать. Хаҫат сирӗн пата вӑхӑтра ҫитӗ.

Пирӗн редакцин хаҫата халӑх хушшинче вӑйлӑрах сарас енӗпе альтернативлӑ майпа та ӗҫлеме тивет.  2000-мӗш ҫулсенче редакцие килсе  илмелле йӳнӗрех хакпа ҫырӑнтарас ӗҫ пуҫларӑмӑр. Нумайрах экземпляр ҫырӑнакан вырӑнсене хамӑр та леҫсе паратпӑр. Ҫавӑнпа та, енчен те сире хаҫатпа вӑхӑтра тивӗҫтермеҫҫӗ пулсассӑн, «Каҫал ен» хаҫата редакцирен илсе тӑмалла ҫырӑнӑр. Эпир район центрӗнчи суту-илӳ лавккисене, библиотекӑна тата ытти вырӑнсене те ҫитерсе паратпӑр. Сирӗн сӗнӗвӗрсене шута илетпӗрех, яланах пирӗнпе пӗрле пулӑр.

Кӑҫал район хаҫачӗ тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитрӗ. Вулакансем юнашар пуласса, унӑн ӗмӗрӗ вӑрӑма тӑсӑласса  шанас килет.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *