Сывлӑха тӗрӗслет, сиплет, пулӑшу парать

Сывлӑха тӗрӗслет, сиплет, пулӑшу парать

Республикӑра халӑха медицина пулӑшӑвӗ парассине лайӑхлатас енӗпе чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе ялсенче ФАПсем уҫаҫҫӗ, вӗсене паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен оборудованипе тивӗҫтереҫҫӗ.  Инна Алексеевна Тимофеева ӗҫлекен Ҫӗнӗ Сӗнтӗрти фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫуртне те юлашки ҫулсенче хута янӑ. Кунта халӑха йышӑнса пуҫламӑш медицина пулӑшӑвӗ пама условисем ҫителӗклӗ. Халӑх сывлӑх сыхлавне малалла та аталантарас, ҫамрӑк специалистсене ялсенче ӗҫлеме хавхалантарас тӗллевпе республикӑра  «Манӑн фельдшерпа акушер пункчӗ  — чи лайӑххи» конкурс иртет. Унта Инна Алексеевна хутшӑнать. Ӑнӑҫу сунатпӑр.

И.Тимофеева пирки ялта  ыррине анчах калаҫҫӗ. Вӑл ҫак ялтах ӳссе ҫитӗннӗ. Шкула аван паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн  хӑйӗн  ӗмӗтне пурнӑҫлас тӗллевпе Канашри медицина училищине вӗренме кӗнӗ. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн Инна Алексеевна тӑван ялах таврӑннӑ. Кунтах юратнӑ ҫыннипе пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл пӑхса ҫитӗнтернӗ. Ывӑлӗ, Олег, амӑш ҫулнех суйласа илнӗ. Инна Тимофеева ял халӑхне медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫре тӑрӑшма пуҫланӑранпа 29 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ҫулсенче унӑн темӗнле  лару-тӑрура та пулма тивнӗ. Ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн килте тумаллине пӑрахсах аптраса ӳкнӗ ҫын патне васкани те, ҫӗрле тутлӑ ыйхӑран вӑранса чирлисем патне тухса кайни те… Йывӑр сусӑрланнӑ е сасартӑк япӑх туйма пуҫланӑ ҫынна вӑхӑтра кирлӗ медицина пулӑшӑвӗ парса вилӗм аллинчен туртса кӑларни те пӗрре  мар пулнӑ. Медицинӑн тӗрлӗ енлӗ специалисчӗ вырӑнӗнче  те пулма тивет. Пуҫ е ӑш ыратать-и, е шӑмӑсем сураҫҫӗ, йывӑр ҫын хӗрарӑм  хӑйне япӑх туять, ача чирленӗ — тӳрех ун патне пыраҫҫӗ. Инна Алексеевна пурне те кӑмӑллӑн йышӑнса  вӗсен ыйтӑвӗсене итлеме тӑрӑшать, кирлӗ сӗнӳсем парать. «Инна Алексеевна пирӗн ангел вӑл. Яланах чирлисем патне вӑхӑтра ҫитет, ҫийӗнчех кирлӗ пулӑшу парать. Кашни ҫын валлиех  ӑшӑ сӑмахсем тупма пултарать. Вӑл калани ҫынсене шанчӑк парать. Ҫавӑнпа та халӑх ӑна хисеплет», — каласа парать Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан   Т.Г.Филиппова.

Ял халӑхӗ сывӑ йӗркине тытса пытӑр, тухтӑрсем патне ҫитсе сывлӑхне тӗрӗслеттертӗр тесе те нумай тӑрӑшать. «Чире ӑнӑҫлӑ сиплесси ӑна маларах тупса палӑртнинчен, вӑхӑтра сипленинчен чен нумай килет. Эпир ялти кашни ҫын диспансеризаци тухса сывлӑхне тӗрӗслеттертӗр тесе ҫине тӑратпӑр. Вӑхӑтра анализсем панин пӗлтерӗшӗ пысӑк», — палӑртать фельдшер.

Унӑн участокӗнче 136 ҫын учетра тӑрать. Инна Алексеевна  ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупса вӗсене лӑплантарма, сӗнӳсем пама пултарать. Ахальтен каламан ӗнтӗ — «Ӑшӑ сӑмах эмелрен те хаклӑрах».

«Эпӗ хамӑн юратнӑ ӗҫпе пурӑнатӑп, сывлатӑп. Хамӑн ентешсемпе юнашар пулни, вӗсене пулӑшма пултарни маншӑн пысӑк телей. Кашни ҫын хӑйне ырӑ та сывӑ туйтӑр. Фельдшерпа акушер пункчӗ  халӑха кирлӗ пулӑшу паракан, хӑйӗн ӑшӑлӑхӗпе  хӑй патне туртакан вырӑн пулса тӑтӑр»,— тет сывлӑх сыхлавӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан И.Тимофеева. 

Ирина КОРНИЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *