Июнӗн 17-мӗшӗнче иртнӗ черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче яланхи пекех хальхи вӑхӑтри пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ӑна округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ертсе пычӗ, тухса калаҫакансен сӑмахӗсем хыҫҫӑн хӑйӗн шухӑшӗсемпе сӗнӗвӗсене палӑртрӗ. Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ А.П.Колесников хутшӑнчӗ.
Пӗрремӗш ыйтупа округӑн капиталлӑ строительство, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн начальникӗ А.В.Краснов сӑмах илчӗ. «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект республикӑра ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланса пырать. Унта хутшӑнни ялсен сӑн-сӑпатне лайӑх енне улӑштарма пулӑшать. Пӗлтӗр пирӗн регионта ку енӗпе ӗҫлесе 1579 объекта ӗҫе кӗртнӗ. Кӑҫал тата 1553 проекта пурнӑҫлама палӑртнӑ. Пирӗн округра кӑҫал тума пӑхса хӑварнӑ 55 проектран вуннӑшӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ. Ку енӗпе ытти вырӑнсенче малалла тӑрӑшаҫҫӗ. Александр Васильевич 2027 ҫул валли «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта документсем тӑратмалли тапхӑр июнӗн 15-мӗшӗнче пуҫланни, вӑл августӑн 15-мӗшӗччен тӑсӑлнине пӗлтерчӗ. Ун хыҫҫӑн проектсене пӑхса тухӗҫ, кайран халӑхӑн онлай-сасӑлавӗ пулӗ. Округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин проектсен докуменчӗсене тарӑннӑн тишкерсе тухмаллине, вӗсене комиссие тӑратас енӗпе тӗплӗнрех ӗҫлемеллине палӑртрӗ.
Ҫӗршывра халӑха медицина пулӑшӑвӗ парассин пахалӑхне лайӑхлатмалли чылай ҫул-йӗр палӑртать. Вӗсенчен пӗри — иртнӗ ҫул Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫарӑвӗпе ӗҫе кӗртнӗ «Сывлӑх патне — утӑм» проект. Вӑл республикӑра тата пирӗн округра мӗнле пурнӑҫланса пыни пирки Комомольски тӗп больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова паллаштарчӗ. Вӑл республика Пуҫлӑхӗ асӑннӑ проекта тата та хушӑмсем кӗртнине асӑнчӗ. Кӑҫал пуҫласа «Кардиологи пуйӑсӗ» ҫула тухнӑ. Пуйӑс Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ ӗнтӗ, чӗре чирӗсемпе аптракансене пулӑшу панӑ.
Пирӗн округра вӑл июнӗн 25-мӗшӗнче ҫитмелле. «Ача-пӑча пуйӑсӗ» ачасен сывлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен специалистсенчен тӑрӗ. Вӑл пирӗн тӑрӑхра малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх августӑн 28-мӗшӗнче пулӗ.
«Сывлӑх патне — утӑм» проектпа медицина ӗҫченӗсен бригади пӗлтӗр округри пур территори уйрӑмӗсенчи ял ҫыннисемпе те вырӑна тухса йышӑнусем йӗркеленӗ. Ҫакӑ халӑха вырӑнтах медицина тӗрӗслевӗ ирттерме май панипе пӗрлех йывӑр чирсене тупса палӑртма та пулӑшнӑ. Кӑҫал медицина ӗҫченӗсем асӑннӑ проектпа июнӗн 27-мӗшӗнчен ҫула тухма пуҫлӗҫ. Район больницинче тӑрӑшакансем пысӑкрах ӗҫ коллективӗсене тухса та вырӑнта тӗрӗслев йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчи округсенчи культура ҫурчӗсене нумай функциллӗ культура центрӗсем (автоклубсем) уйӑрса панӑ. Вӗсемпе усӑ курни культура ӗҫченӗсем аякри ялсенче тухса ҫӳреме, уҫӑ ҫӗртех мероприятисем ирттерме май парать. Округӑн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн начальникӗ Д.Н.Грибова автоклубӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Иртнӗ ҫул автоклуб пулӑшнипе чылай ҫӗрте ял уявӗсем тата культура мероприятийӗсем ирттернӗ. Кӑҫал «Яркое лето Чувашии» проектпа пӗрле «Автоклуб в ритме Победы» акцие хутшӑнса Кӗтне Пасар ялӗнче уяв ирттернӗ. Ҫак кунсенче округра иртнӗ Акатуй-Сабантуй ӗҫпе юрӑ, спорт уявне те автоклуб хутшӑннӑ, ача-пӑчан культура площадкине ӗҫлеме пулӑшнӑ.
ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ А.П.Колесников ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх енчен пулӑшас тӗлӗшпе ҫӗршыв, республика шайӗнче йышӑннӑ мерӑсепе паллаштарчӗ. «Пулӑшусен шучӗ нумай, вӗсем пурте ҫураласлӑха ӳстерес, ҫӗршывра демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллевпе пурнӑҫланаҫҫӗ», — палӑртрӗ вӑл. Специалистсене пулӑшу мерисем ҫинчен халӑха тӗплӗнрех ӑнлантарса пама ыйтрӗ.
Информаци кунӗ ӗҫлӗ-лару тӑрура иртрӗ.
Юрий Гаврилов.

