Вторник, 11 августа

Ака ӗҫне вӗҫлесен уявра савӑнать ял ӗҫченӗ

Ака ӗҫне вӗҫлесен уявра савӑнать ял ӗҫченӗ

Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче вӑй парса тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн ял ӗҫченӗ мӗн авалтанах пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, малашнехи тӗллевсем валли вӑй илме «ака туйне» пуҫтарӑннӑ. Пирӗн округра тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Кӑҫал Раҫҫейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн, республикӑра Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен  килӗшӳлӗхӗн ҫулталӑкӗсем пулнӑ май чӑвашсен йӑлана кӗнӗ Акатуйне, тутарсен Сабантуйне пӗр кунта, июнӗн 12-мӗшӗнче — Раҫҫей кунӗнче — ирттерни те пирӗн ҫӗршыври халӑха туслӑх, пӗрлӗх, килӗшӳллӗх пӗр чӑмӑра пуҫтарнине туллин ҫирӗплетет.

Уяв лапамӗнче ирех савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ ҫемми янраса килекенсене ырӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Суту-илӳ предприятийӗсемпе уйрӑм сутуҫӑсем,  хӑна картишӗсем, ӑстаҫӑсен хулисем, аттракционсем пырса ҫитекенсене тӳрех хӑйсем патне йыхравларӗҫ.,ҫченсен чыслани – чи хаваслӑ самант

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уяв хуҫисем,  округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансен, чӑн-ӑн ӗҫ паттӑрӗсен делегацийӗсем хӑйсен ертӳҫисемпе пӗрле лапам хапхи урлӑ утса иртрӗҫ. Шӑпах вӗсен тӑрӑшуллӑхӗпе пирӗн сӗтел ҫине тулӑх  апат-ҫимӗҫ лекет, вӗсен ӗҫӗпе уй-хир ешерет. Чӗннӗ хӑнасене виҫӗ наци ҫыннисем хӑйсен йӑлари апат-ҫимӗҫӗпе, чӑвашсем — ҫӑкӑр-тӑварпа, тутарсем — чак-чакпа, вырӑссем — икерчӗпе кӗтсе илчӗҫ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пурне те уявсем ячӗпе саламласа округри Акатуй_Сабантуй пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ. Уяв ялавне ӗҫре малта пыракансем «Асаново» ЯХПК доярки Н.А.Белова тата «Слава» ЯХПК механизаторӗ Д.О.Александров ҫӗклерӗҫ.  Округӑн пӗрлештернӗ хорӗ «Алран кайми-аки-сухи» юрра янӑратрӗ.

Уява пуҫтарӑннисене  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш республикин  ял хуҫалӑх министрӗ А.Е. Макушев, Чӑваш Республикин  физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров ака-суха ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа салам сӑмахӗсем каларӗҫ.  А.Макушев хастар ӗҫченсене% «Искра» колхоз председательне А.Н.Зайцева, «Рассвет» ЯХПК дояркине И.Н.Красновӑна «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсем илнӗ ятпа саламларӗ. «Слава картофелю» агрофирма» ОООн бригадирне В.В.Алякинӑна тата З.Р.Салеев механика, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн тӗп специалист-экспертне Л.В.Селивановӑна, «Урожай» колхоз колхозницине  Р.Р.Хамдеевӑна, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн ӗҫченне Р.М.Ялакова Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Ҫак министерствӑн Тав хутне «Урожай» колхозри Н.Т.Голубев токарь, А.Г.Ложков выльӑх самӑртакан, Н.Н.Поляков, Ю.Н.Чебоксаров механизаторсем тивӗҫрӗҫ. Чӑваш Республикин вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе «Радуга» ача сачӗн воспитательне А.П.Боровковӑна, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекенне В.А.Васильевӑна, Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекенне А.Н.Зарифзяновӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи педагог-психолога Е.Г.Ильинана, Асанкасси вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекенне А.Н.Калюковӑна, Урмаел  вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекенне А.И.Рахимзяновӑна наградӑланӑ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем П.С.Краснов, Ю.С.Попов, В.М.Антонов та пушӑ алӑпа килмен, вӗсем округра пурӑнакансене хӑй тытӑмлӑх ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Патшалӑх Канашӗн тата «Едина Россия» партин республикӑри уйрӑмӗн  Хисеп грамотисемпе тата Тав сӑмахӗсемпе наградӑларӗҫ.

Округ ҫыннисене саламлама Елчӗк, Красноармейски  муниципаллӑ округӗсен пуҫлӑхӗсем Л.В.Левый, П.Ю.Семенов, Патӑрьел округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ  Р.Ф.Ямалетдинов, Тутарстан Республикинчи Кайпӗҫ районӗнчи ӗҫтӑвком ертӳҫи А.Н.Макаров та килсе ҫитнӗ. Вӗсем те округра пурӑнакансем ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах каларӗҫ.  Хамӑр округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева сӑмахӗнче салампа пӗрлех ӗҫченсем ячӗпе тав сӑмахӗ  пулчӗ.

Чӑвашботребсоюз правленийӗн председателӗ Л.Л.Абрамова Комсомольски райповӗ кӑҫалхи 1-мӗш квартал пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  пулӑшу сферинче тухӑҫлӑ ӗҫлесе 3-мӗш вырӑн йышӑннине палӑртакан свидетельство пачӗ, суту-илӳ ӗҫӗнче палӑрнисене Чӑвашпортребсоюзӑн Тав хучӗсемпе тата ветерансене «195 лет. Потребительская кооперация Российской Федерации» медальсемпе наградӑларӗ.

Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансене, ӗҫре палӑрнисене наградӑсем пачӗ.

Кӑҫалхи ҫуракинче ҫаксем палӑрнӑ% Д.О. Александров механизатор («Слава» ЯХПК), А.К.Чапрасов тракторист («Асаново» ЯХПК), Д.В.Киселевтракторист-машинистпа С.П.Пыркин механизатор («Рассвет» ЯХПК), Д.В.Галзанов механизатор («Слава картофелю» агрофирма» ООО), В.П.Владимиров («Комсомольские овощи» ООО), Г.А.Шакмаков механизатор («Урожай» колхоз), П.И.Долгов машинист-тракторист тата В.А.Комиссаров водитель («Дружба» ЯХПК).

2025 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2026 ҫулхи  апрелӗн 30-мӗшӗчченхи хӗллехи тапхӑрта выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енӗпе ҫаксем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ% И.Н.Краснова тата Т.В.Прокопьева дояркӑсем («Рассвет» ЯХПК). Вӗсем кашни ӗнерен 7285 килограмм сӗт суса илнӗ. Н.А.Белова доярка («Асаново» ЯХПК) — 6345 килограмм, В.А.Яковлева доярка («Асаново» ЯХПК) — 6215 килограмм.

В.И.Степанов, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан («Слава» ЯХПК). Вӑл 36 пуҫ самӑртнӑ, выльӑхсем талӑксерен 948-шар грамм ӳт хушса пынӑ. Г.Н.Уразаева, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан («Урожай» колхоз). Вӑл 65 пуҫ самӑртнӑ, выльӑхсем талӑксерен 967-шер грамм ӳт хушса пынӑ. Н.Г.Морозов, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан. Вӑл 55 пуҫ самӑртнӑ, выльӑхсем талӑксерен 840-шер грамм ӳт хушса пынӑ.

«Искра» колхозӑн тӗп аграномне Т.Л.Мартыновӑна, «Рассвет» ЯХПК тӗп инженерне Н.В.Ульдина, «Луч» ЯХПК ветеринарне Ф.В.Яковлева, «Дубовка» ООО зоотехникне В.И.Мартыновӑна ҫурхи ака ӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн  ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.

Вӗсене пурне те Дипломпа тата хаклӑ парнепе чысланӑ.

Юрри-ташши савӑк

Торжествӑлла мероприяти хыҫҫӑн сценӑна культура ӗҫченӗсем йышӑнчӗҫ. Округри культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсем, Елчӗк округӗнчи «Шуҫӑм» ансамбль, Тутарстан республикинчи Кайпӑҫ районӗнчи ушкӑнӗсем, чӑваш тата тутар эстрадин артисчӗсем Сергей Лекерев, Данила Зайцев, Ирина Лампасова, Виктор Шамбулин, Майя Смирнова, Салават Шарифуллин, Регина Рашитова тата ыттисем те пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑкансем умне тухса хаваслӑ юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.

Халӑх йӑли-йӗркине манмаҫҫӗ

Округри кашни территори уйрӑмӗ хӑна картишӗсене пуян та хӑйнеевӗр йӗркелеме, кӑҫалхи ҫулталӑксен тематикине туллин уҫса пама тӑрӑшнӑ. Хӑйсен тӑрӑхӗнчи пурнӑҫа сӑнланипе пӗрлех халӑхсен йӑли-йӗркине те кӑтартса пама май тупнӑ. Акӑ, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗ  ку тӑрӑхра хурт-хӑмӑр ӗҫне малалла тӑсса пынине М.Пильщикова йӗркеленӗ пыл хурчӗсен продукцийӗн выставки урлӑ уҫса панӑ. Кунтах Я.Нестерова  ротангран хатӗрленӗ япаласемпе те паллашма май пулчӗ. Кайнлӑк территори уйрӑмӗнчи В.Яковлева иртнӗ ӗмӗрте кашни килте ӗҫленӗ, анчах та халӗ манӑҫса пыракан  кӗнчелепе  ҫӑм арлассин ӑсталӑхне кӑтартса пачӗ. Хӑна картишӗн хуҫисем куракансене пурте хӑйсен таврашӗнчи уйрӑмлӑхсемпе паллаштарма тӑрӑшни сисӗнчӗ.

Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем мӗн авалтанах ал ӗҫ тума ӑста пулнӑ. Халӗ йӑхташсен ӗҫне малалла тӑсакансем, хӑйсен ӑсталӑхне ҫамрӑксене пама хатӗр ҫынсем пур. Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсемпе Хӗрарӑмсен республикӑри союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн членӗсем йӗркеленӗ «Ӑстаҫӑсен хулине» кӗрсен алӑпа тунӑ япаласене курса тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Ӑстасен аллинче  пусмапа ҫип те, йывӑҫ та, ал айӗнчи ытти материал та чӑн-чӑн илеме куҫать.  Уява килнисем вӗсене пӑхса савӑнма ҫеҫ мар, кӑмӑлӗсене кайнисене туянма та пултарчӗҫ. З.Киргизова, В.Макарова, Г.Быкова, К.Иванова, Л.Носкова, О.Можаева, Е.Васильев, Г.Зарипова, В.Хораськина, Р.Зинатуллина, Л.Ефремова, В.Самаркина, И.Шарафутдинова, О.Николаева, А.Евсеева, К.Яковлева, О.Можаева, Э.Ятманова, Р.Данилова тата ытти ӑстаҫӑсем тӗрленӗ, ҫыхнӑ, хатӗрленӗ япаласем хӑйнеевӗрлӗхпе палӑрса тӑраҫҫӗ.

Акатуй-Сабантуй уявӗнче никамӑн та тунсӑхласа тӑма вӑхӑт пулмарӗ. Лапамри тӗрлӗ кӗтесре интереслӗ мероприятисем иртрӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн ыранхи  пуласлӑхӗшӗн хӑйсен шухӑшӗсене палӑртас текенсем «Единая  Россия» партин ятарлӑ вырӑнӗнче Халӑх программи валли хӑйсен шухӑшӗсене палӑртса акцие хутшӑнма, сӗнӳсем пама пултарчӗҫ. Округӑн историйӗпе интересленекенсем  муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем йӗркеленӗ «Женщины на тракторах», «Лыжами к победе», «Герои Социалистического Труда», «Девушки в шинелях» тата Халӑхсен туслӑхӗн орденӗсем илме тивӗҫ пулнӑ ентешсем ҫинчен  хатӗрленӗ выставкӑсемпе паллашрӗҫ. «Сик! Тух» этнопроектпа хатӗрленӗ  пысӑк  вӑйӑ картине вара нумай ҫын тӑчӗ.  ,лӗкхи вӑхӑтра вӑййа тухсан юрланӑ юрӑсемпе пӗрлех кунта вӑйӑсем те пулчӗҫ.

Ака-суха ӗҫӗсене ӗлӗк пирӗн асаттесем лашасемпе ака пуҫ пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. Иртнӗ ӗмӗрте  вӗсене тракторсем улӑштарнӑ. Паян вара хирсенче хӑватлӑ «хурҫӑ утсем» тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем иртнӗ ӗмӗртисенчен чылай улшӑнса тӑраҫҫӗ. Унчченхи тракторсен кабинисенче сивӗ, тусанлӑ пулнӑ пулсан паянхи техника вара  вӑйпа анчах мар, хӑтлӑхпа та палӑрса тӑрать. Вӗсен кабинисенче ҫӑмӑл автомашинӑсенчи пекех таса та тирпейлӗ. Ӗҫлеме пур условисем те ҫителӗклӗ. Шӑпах ҫавӑн пек техникӑпа кӑҫал Акатуй-Сабантуй иртекен вырӑнта паллашма май пулчӗ.  Паянхи ҫӗр ӗҫченӗсем чылай ҫӗрте ҫавӑн пек техникӑпа хирти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ те.

Ай, вӑй виҫер-и, ай кӗрешер-и?

Округра пурӑнакансем вӑй парса ӗҫлесе те, юрӑ-ташӑпа савӑнма пултарнипе пӗрлех сывӑ пурнӑҫ йӗркине те тытса пыраҫҫӗ. Акатуй-Сабантуй пынӑ вӑхӑтра ирттернӗ вӑйӑсемпе ӑмӑртусенче вӗсем ҫакна туллин ҫирӗплетсе пачӗҫ.

Пляж волейболӗ енӗпе тупӑшусем хӗрӳ пулчӗҫ. Кунта арҫынсенчен «Алга» команда     (Р.Юмаковпа Ф.Сафиуллин) пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗ. «Кубня РФ» команда (В.Козловпа К.Денисов) — иккӗмӗш. «Анаткас» Д.Яндров, Р.Чижиков команда виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Хӗрарӑмсем хушшинче «Асаново» (И.Калюковапа Е.Демьянова), «ФС «Кӗтне» (П.Романовапа А.Тухфетуллина), «АК-47» (К.Ильинапа А.Прокопьева) малти виҫӗ вырӑна ҫӗнсе илчӗҫ.

Вӑй-хал енчен ҫирӗпписем трактор кустӑрмин пысӑк покрышкине ҫӗклес, кире пуканне ҫӗклесе алӑ вӑйӗпе  ытларах вӑхӑт тытса тӑрас, йывӑр ҫӗклем йӑтса чупас енӗпе ӑмӑртрӗҫ. Кунта чи чӑтӑмлисем призсен хуҫисем пулса тӑчӗҫ.

Ял ҫыннисем мӗн ӗлӗкренех ал вӑйне виҫме юратнӑ. Халӗ ӑна армрестлинг теҫҫӗ. Хӑйсен ал вӑйне тӗрӗслесе пӑхас текенсем чылайӑн пулчӗҫ. Хӑйсен виҫисенче ӑмӑртса А.Артемьева, Э.Иванов, Н.Тазюков, А.Прокопьева, А.Фарахиева, Р.Шайдуллов, Е.Тихонова, Г.Волкова, Д.Ильясов палӑрчӗҫ.

Пӗр Акатуй-Сабантуй та кӗрешӳсӗр иртмен. Яланах вӑл халӑха йышлӑ пуҫтарнӑ. Кӑҫал та кӗрешнӗ ҫӗрте ҫынсем чылайӑн пулчӗҫ. Ирӗклӗ майпа кӗрешсе хӑйсен виҫе категорийӗсенче С.Галимзянов, Н.Захаров, Д.Маргиданов, Б.Галимзянов, Е.Павлов, Р.Ялаков, Р.Хуснетдинов, Д.Яндров, П.Герасимов, А.Иванов, Н.Григорьев, Б.Волков, М.Зиганшин, И.Шорников, Д.Маргиданов ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.

Чӑвашсен «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗнче вӑй виҫме  те кавир ҫине чылайӑн тухрӗҫ. Д.Маргиданов, Б.Галимзянов, М.Зиганшин, Е.Павлов, П.Герасимов, Н.Захаров, Р.Абеев, Д.Маргиданов ӑста пулни палӑрчӗ. Вӗсем парнесене тивӗҫрӗҫ.

 Тутарла-пушкӑртла кӗрешсе И.Гайнуллин, А.Хайртдинов, С.Галимзянов, Д.Языков, Р.Мингалиев, Р.Абдулханов, А.Демьянов, С.Козлов, Р.Мавлютов  мала тухрӗҫ.

Акатуй-Сабантуй паттӑрӗн ячӗсене тата тӗп парнесене, такасене,  ирӗклӗ майпа кӗрешсе Евгений Павлов, «Кӗрешӳ» наци кӗрешӗвӗпе Евгений Козлов  ҫӗнсе илчӗҫ.

Ачасем аттракционсенче, бабутсем патӗнче савӑнчӗҫ, пони-лашасемпе ярӑнчӗҫ… Вӗсене юмахсенчи сӑнарсем юрӑ картине те илсе кӗчӗҫ, чӑваш халӑх вӑййисене выляма та йыхравларӗҫ. Пирӗн мӑн асаттесем пӗчӗк чух пушӑ вӑхӑтра хапӑлласа вылянӑ вӑйӑсене аслисем те, хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Комсомольскинчи ачасен искусствӑсен шкулӗн тата унӑн филиалӗн ҫамрӑк артисчӗсем, «Островок», «Тевет», «Веселые нотки», «Мишар» ансамбльсем ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарса уява килнисене хӑйсем патне туртрӗҫ. Ҫамрӑк гвардеецсем  Раҫҫей кунне халаласа триколор-лентӑсем кӑкӑрсем ҫине ҫакса  ячӗҫ, кӑмӑл пуррисене аквагрим турӗҫ.  Уява килнисем Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрикӑн наци тӗрӗллӗ ҫи-пуҫӗпе те кӑмӑлласа паллашрӗҫ.

Акатуя халӑх пысӑк хавхаланупа, савӑнӑҫпа хутшӑнчӗ. Туллин савӑнма условисем ҫителӗклӗ пулчӗҫ. Уява йӗркелекен оргкомитет членӗсем яваплӑха ҫирӗп туйни куҫ умӗнче. Уяв хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе чӑн-чӑн ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ пулнипе тыткӑнларӗ.

Тепӗр ҫулччен Акатуй-Сабантуй!

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *