Комсомольски муниципаллӑ округра уйрӑм ҫынсен 8652 ҫурчӗ Росреестрти кадастр учетӗнче тӑрать. Чӑннипе вара округра ҫынсен харпӑрлӑхӗнчи ҫуртсем чылай нумайрах, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр ҫуртсене кадастр учетне тӑратман, вӗсем ҫине харпӑрлӑх правине регистрацилемен. Паян эпир уйрӑм ҫуртсене мӗнле майпа харпӑрлӑха куҫармалли, саккун йӗркипе харпӑрлӑх правине ҫирӗплетменни мӗн патне илсе пыни ҫинчен калаҫӑпӑр. Пирӗн ыйтусем ҫине муниципалитетсем хушшинчи Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк округӗсемпе ӗҫлекен пайӑн начальникӗ Татьяна Тихонова хуравлать.
— Чи малтанах уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗ саккун енчен пӑхсан мӗн вӑл пулнине палӑртар-ха.
— Лайӑх ыйту, мӗншӗн тесен ҫынсем час-часах ӑнлавсене пӑтраштараҫҫӗ: дача, коттедж, садри ҫурт — ҫаксем йӑлтах тӗрлӗрен япаласем. Саккунра уҫӑмлӑн ӑнлантарса ҫырнӑ. Уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗ — виҫӗ хут таран, 20 метртан ҫӳллӗрех мар уйрӑммӑн тӑракан ҫурт. Унта пӗр ҫемье пурӑнма тивӗҫ, ҫурта хваттерсене е блоксене пайламан. Ҫакна Раҫҫей Федерацийӗн Хула строительствин кодексӗнче ҫирӗплетнӗ.
Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл сирӗн ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчи пӗр ҫемье пурӑнакан ҫурт. Вӑл нумай хваттерлӗ пулмалла мар. Пӗлтерӗшлӗ самант: ҫакӑн пек ҫуртра официаллӑ майпа регистраци тума, урӑхла каласан пропискӑна тӑма пулать. Ҫакӑнпа вӑл, тӗслӗхрен, дача участокӗнчи ҫуртран уйрӑлса тӑрать.
— Мӗншӗн-ха ҫурта Росреестрта регистрацилемелле? Туса хур та пурӑн.
— Ҫакӑн пек шухӑша час-часах илтетпӗр, ҫынсем мӗншӗн кун пек каланине ӑнланма та пулать6 хӑвӑн аллусемпе хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тунӑ ҫурт валли тата мӗн хучӗсем кирлӗ? Ҫапах та пӗр тӗслӗх пӑхса тухар-ха. Сӑмахран, Николай Иванович 2005 ҫулта ҫурт хӑпартнӑ, унта пурӑнать, ачисене ҫитӗнтернӗ. Ҫурта официаллӑ майпа регистрацилемен. Вӑхӑт иртсен вӑл хӑйӗн ҫуртне ывӑлне парасшӑн пулать. Кунта вара чӑрмавсем сиксе тухаҫҫӗ: саккун енчен пӑхсан ку ҫурт ҫук. Ӑна парнелеме те, халаллама та, сутма та пулмасть. Николай Ивановичӑн ҫурт чӑннипе пуррине ҫирӗплетес тесе нумай укҫа тата вӑхӑт тӑкаклама тивет.
Ҫавӑнпа та асра тытмалла: Росреестрта харпӑрлӑх правине регистрацилени шӑпах эсир ҫуртӑн саккунлӑ харпӑрҫи пулнине ӗнентерет. Информацие Пӗрлехи патшалӑх куҫман пурлӑх реестрне (ЕГРН) кӗртнӗ хыҫҫӑн эсир харпӑрҫӑн прависемпе туллин усӑ курма пултаратӑр. Ҫапла сутма, парнелеме, халаллама, страхлама, куҫман пурлӑха салука хурса кредит илме май пулӗ. Патшалӑх эсир хуҫа пулнине официаллӑ майпа йышӑнать. Шӑпах ҫакӑ регистрацин тӗп пӗлтерӗшӗ.
Эпир нумаях пулмасть Комсомольски округ администрацийӗн представителӗсемпе округ территорийӗсенчи уйрӑм ҫуртсен шучӗ ҫинчен даннӑйсем пуҫтармалли, ҫынсене хӑйсен прависене регистрацилеме пулӑшмалли ҫинчен калаҫрӑмӑр. Статистикӑна пӑхас пулсан, ҫак кварталта пирӗн 7 уйрӑм ҫурта регистрациленӗ.
— Ҫурта кирлӗ пек регистрацилеменни харпӑрҫӑшӑн мӗнпе хӑрушӑ?
— Кунта темиҫе хӑрушлӑх тухса тӑрать. Пӗрремӗшӗ — харпӑрлӑхпа усӑ курма май пулманни. Каларӑм ӗнтӗ, регистрацилемен ҫурта сутма, парнелеме е халаллама пулмасть. Ҫакӑн пек объектпа тунӑ ӗҫсем юридици енчен пӑхсан пӗлтерӗшсӗр шутланаҫҫӗ. Пӗр тӗслӗхпе паллаштарам: ҫемье нумай ҫул регистрацилемен ҫуртра пурӑннӑ. Ҫемьери лару-тӑрӑва пула куҫман пурлӑха васкавлӑн сутмалла пулса тухнӑ, анчах та хӑвӑрт ку ӗҫе пурнӑҫлама май килмен. Чи малтанах документсене йӗркене кӗртме нумай вӑхӑт тӑкаклама тивнӗ. Туянас текенсем ун чухлӗ кӗтсе тӑман. Паллах, сутуҫӑсем каярах урӑх туянакана тупма пултарнӑ, анчах ҫак лару-тӑрӑва пула нумай пӑлханма тивнӗ.
Иккӗмӗшӗ — пурлӑха еткере илнӗ чухнехи чӑрмавсем. Ку вӑл чи кӑмӑлсӑр лару-тӑру. Ҫуртӑн харпӑрҫи пурнӑҫран уйрӑлсан унӑн еткерҫисем ҫурт хут ҫинче ҫуккине асӑрхама пултараҫҫӗ. Ҫапла вӗсен суда кайма, свидетельсене тупма, ҫурт тунине ӗнентерекен документсене шырама тивет. Ҫакӑ вара хаклӑ, хӑвӑрт пулмасть, ҫавӑнпа та чылай пӑлханма тивет.
Виҫҫӗмӗшӗ — ҫурта ҫынсем хӑйсем ирӗккӗн лартнине кура тӗпрен аркатас хӑрушлӑх пур. Енчен те ҫурта тума ирӗк паракан документсене илмен пулсан вырӑнти влаҫ органӗсем ӑна хӑй ирӗккӗн лартнӑ ҫурт тесе пӑсмалли ҫинчен йышӑну тума пултараҫҫӗ. Ҫакӑ уйрӑмах ҫурта ҫӗр лаптӑкӗн хӗррисенчен кирлӗ чухлӗ вырӑн хӑвармасӑр е урӑх категориллӗ ҫӗр ҫинче лартнӑ пулсан ҫивӗч ыйту пулса тӑрать. Чӑваш Республикинче, тӗслӗхрен, ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсем ҫинче уйрӑм ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсене тума юрамасть.
Тӑваттӑмӗшӗ — пурлӑха тытса илнишӗн компенсаци паманни. Енчен те патшалӑха сирӗн участокри ҫӗр кирлӗ пулса тухсан — сӑмахран, ҫул тума — эсир официаллӑ майпа регистрациленӗ объектсемшӗн ҫеҫ компенсаци илеетӗр. Регистрацилемен ҫурта кун пек чух шута кӗртмеҫҫӗ.
Пиллӗкмӗшӗ — ҫурт ҫине правӑна регистрацилемесӗр коммуникацисем патне ҫыхӑнма пулмасть. Газ, шыв тата электричество кӗртме Росреестртан панӑ документсем кирлӗ. Ҫавӑнпа та ҫурта тусан хутсене йӗркене кӗртмелле, унтан вара коммуникацисемпе ҫыхӑнтармалла.
— Регистраци тума мӗнле документсем кирлӗ пулаҫҫӗ?
— Кунта эсир мӗнле йӗркепе ҫак ӗҫе пурнӑҫланинчен килет: уведомлени йӗркипе е «дача амнистийӗпе».
Ҫапах та тӗп документсем пӗр евӗрлӗ:
1. Ҫуртӑн техникӑлла планӗ. Ку вӑл — тӗп документ. Ӑна кадастр инженерӗ хатӗрлет. Вӑл вырӑна ҫитсе ҫурта виҫет, ҫӗр лаптӑкӗ ҫинчи унӑн координачӗсене паллӑ тӑвать, электрон майпа техникӑлла план тӑвать. Кадастр инженерне Росреестрӑн официаллӑ сайтӗнче «Кадастр инженерӗсен реестрӗ» пайра тупма пулать.
2. Ҫӗр участокӗ ҫине харпӑрлӑха ҫирӗплетекен документ. Ку вӑл е харпӑрлӑх прави ҫинчен калакан свидетельство, е ЕГРН-ран ҫырса илни, е Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчех ҫӗр участокне панине ҫирӗплетекен документ — постановлени, решени, патшалӑх акчӗ.
3. Строительствӑна пуҫлани тата вӗҫлени ҫинчен калакан уведомлени — енчен те ҫурта уведомлени йӗркипе тунӑ пулсан.
4. Заявителӗн паспорчӗ тата патшалӑх пошлинине тӳлени ҫинчен квитанци — вӑл пӗр вӑхӑтрах кадастр учетне тӑратнӑ тата харпӑрлӑх правине регистрациленӗ чухне 1000 тенкӗпе танлашать.
Палӑртса хӑварам% техникӑлла план — чи кирлӗ документ. Унсӑр регистраци тума ҫук. Ҫавӑнпа та чи малтанах лайӑх кадастр инженерне тупмалла.
— Ҫурта регистрацилеме участока межевани туни кирлӗ-и?
— Ҫапла. Ку саманта тимлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Енчен те сирӗн участокӑн чиккисене палӑртман, ЕГРН-а даннӑйсем кӗртмен пулсан, ҫурта регистрацилеме пулмасть. Ҫакӑн пек ыйтупа хальхи вӑхӑтра нумай еткерҫӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем участокӑн чиккисене палӑртмасӑр ҫуртӑн докуменчӗсене тӑваймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та чи малтанах межевани тунипе туманнине пӗлмелле, унтан ҫеҫ ҫурта регистраци тӑвас енӗпе ӗҫлеме пикенмелле.
— Эсир уведомлени йӗрки тата «дача амнистийӗ» ҫинчен каларӑр. Вӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата хӑҫан хӑшӗнпе усӑ кураҫҫӗ;
— Уведомлени йӗрки — ҫӗнӗ ҫурт тунӑ чухнехи стандартлӑ процедура. Енчен те эсир тин стройка ӗҫӗсене пуҫласшӑн е 2018 ҫулхи августӑн 4-мӗшӗ хыҫҫӑн пикеннӗ пулсан, сирӗн вырӑнти администрацине уведомлени ямалла. Ку вӑл унчченхи пек строительство валли ирӗк илни мар, «Эпӗ ҫакӑн пек ҫурт тӑвасшӑн» тесе пӗлтерни. Администраци проект нормӑсемпе пӗр килнине тӗрӗслесе хурав парать. Строительствӑна вӗҫленӗ хыҫҫӑн каллех уведомлени памалла, унпа пӗрле техникӑлла плана та кӑтартмалла. Техплана кадастр инженерӗ тӑвать. Администраци хӑйех документсене Росреестра ярса парать. Питӗ меллӗ те ӑнланмалла.
Дача амнистий, — тахҫанах нимӗнле ирӗк илмесӗрех, уведомленисем ямасӑрах тунӑ ҫуртсем валли документсем тумалли ансатлатнӑ йӗрке. Ӑна 2031 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗччен тӑснӑ. Ун тӑрӑх кадастр инженерне техникӑлла план тума заказ памалла, унтан ӑна заявленипе пӗрле Росреестра ярса памалла. Кун пек чухне администрацине уведомленисем яма кирлӗ мар. Дача амнистийӗ уйрӑммӑн пурӑнмалли ҫурт тумалли, харпӑр хӑй хушма хуҫалӑхне йӗркелемелли тӗллевлӗ участоксем ҫинчи тата сад участокӗсенчи ҫуртсене пырса тивет.
Практикӑри пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартам. Галина Петровна 1998 ҫулта сад участокӗнче ҫурт лартнӑ. Ун чухне нимӗнле ирӗк те илмелле мар пулнӑ. Халӗ вара документсене йӗркене кӗртме шутланӑ. Дача амнистийӗпе вӑл техникӑлла план заказ тунӑ, МФЦ урлӑ документсене панӑ, виҫӗ ӗҫ кунӗ иртсен ЕГРН-ран выписка илнӗ те. Халӗ вӑл — тулли правӑллӑ харпӑрҫӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе мӗн тӑвас килнине тума пултарать.
— Документсемпе ӑҫта каймалла тата регистраци тӑвасси мӗн чухлӗ вӑхӑт йышӑнать?
— Документсене тӗрлӗ мелпе пама пулать. Пӗрремӗшӗ — нумай функциллӗ центр урлӑ. Документсемпе килетӗр те специалист вӗсене йышӑнса юлать, расписка парать. Урӑх ниҫта та каймалла мар. Регистраци срокӗ — виҫӗ ӗҫ кунӗ. Тепӗр мел — Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ. Ҫакӑн пек электрон мелпе панӑ чухне регистраци срокӗ пӗр ӗҫ кунӗпе танлашать. Ун хыҫҫӑн сире ЕГРН-ран выписка параҫҫӗ. Шӑпах вӑл сирӗн харпӑрлӑх правине ҫирӗплетекен документ пулса тӑрать. Унчченхи пек кӗрен бланк ҫинчи харпӑрлӑх свидетельствисене 2016 ҫултанпа урӑх памаҫҫӗ, ҫапах ЕГРН-ран ҫырса илни те ҫавӑн пекех юридици вӑйӗллӗ.
— Юлашкинчен хӑйсен ҫуртне регистрацилемен ҫынсене мӗн каланӑ пулӑттӑр?
— Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑн. Чи малтанах ҫурта регистрацилеме шутласан ку питӗ йывӑр пек туйӑнать, анчах та документсене йӗркене кӗртсен ку хӑвӑрт та ансат пулнине ӑнланатӑн. Ҫурта регистрацилени — сирӗн ӗҫе, эсир укҫа хывнине хӳтӗлени. Хӑшӗсем ку ӗҫе нумай ҫула тӑсса пурӑнаҫҫӗ. Кайран вара е ҫурта сутаймаҫҫӗ, е еткерҫӗсем прависене ҫирӗплетеймеҫҫӗ, е ҫурта хӑй ирӗккӗн лартнӑ тесе йышӑнса аркатма та пултараҫҫӗ. Паянхи кун документсене тӑвассине ансатлатма патшалӑх пур услови те туса панӑ. Дача амнистине тӑснӑ, МФЦ-сем кашни округрах ӗҫлеҫҫӗ, кадастр инженерӗсем ҫителӗклӗ. Пӗтӗмпе ҫак ӗҫ 2—3 кун ҫеҫ йышӑнать. Ҫавӑнпа та ҫурта регистрацилессине тӑсса ан пурӑнӑр, кадастр инженерӗ патне кайӑр, кирлӗ документсене пухса МФЦ-на пырӑр. Пӗрре ҫак ӗҫ ҫине вӑхӑт тӑкакласа эсир хӑвӑрӑн пурӑхшӑн, ачӑрсемшӗн, пуласлӑхшӑн лӑпкӑ пулӑттӑр. Сирӗн ҫурт саккун хӳттинче тӑтӑр.
Наталья Калашникова хатӗрленӗ.

