«Единая «Россия» партин «Цифровая Россия» халӑх программи ҫӗршывра цифра танмарлӑхне пӗтересси, цифра технологине регионсенче аталанма пулӑшасси тата ытти енсемпе ӗҫлет. Иртнӗ эрнере Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче пулса иртнӗ тӗлпулура та сӑмах шӑпах ҫав темӑсемпе пынӑ.
Тӗлпулӑва округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ. Вӑл паянхи кун цифра технологийӗ халӑх хуҫалӑхӗн пур сферисене те пырса тивнине, ҫавӑнпа та пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Хӑйсен сӑмахӗсенче ҫак шухӑшсенех Чӑваш Республикин цифра политикин информаци министерствин хӑрушсӑрлӑхӗн пай пуҫлӑхӗ А.С.Рябов, «Цифра Россия» парти проекчӗн республикӑри обществӑлла совечӗн председателӗ И.С.Пугачев, «Ростелеком» ПАО Канаш хулинчи сервис центрӗн директорӗ Э.В.Емельянов та каланӑ. Ку проекта пурнӑҫлас енӗпе тунӑ тата малашлӑхра палӑртнӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӗсем цифра технологине малалла аталантармалли ҫул-йӗре палӑртнӑ.

