Хирсенче мӗн акни шӑтса тухса уйсем симӗс тум тӑхӑнсан ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем округра калчасене пӑхмалли смотр ирттересси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал вӑл июнӗн 9-мӗшӗнче иртрӗ.
Ку мероприяти — хӑйнеевӗр тӗрӗслев те, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни те, сӗнӳ-канашсене итлени те. Мӗншӗн тесе ҫураки нихӑш ҫул та пӗр евӗрлӗ, пӗр пек вӑхӑтра, ҫанталӑкра иртмест. «Ҫуракин шаблонӗ ҫук», — терӗ пӗр хуҫалӑх ертӳҫи канашлу хыҫҫӑн. Ҫакӑнпа килӗшмеллех. Кашни ака-суха вӑхӑтӗнчех кӗтмен ҫӗртен тухса тӑма пултаракан лару-тӑрӑва кӗтсе илме хатӗр пулмалла. Ахальтен мар ваттисем «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тенӗ. Ҫавӑнпа та хӑш-пӗр хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприятирен пӑрӑннине ӑнланма йывӑр
Округра уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илекен хуҫалӑхсен ертӳҫисем смотрта ҫулсеренех пуҫламӑшӗнчен тытӑнса вӗҫне ҫити пулаҫҫӗ. Вӑл е ку хуҫалӑх мӗнле сортсемпе ӗҫленипе, мӗнле им-ҫампа усӑ курнипе, мӗнле агротехника ӗҫӗ пурнӑҫланипе тӗплӗн интересленеҫҫӗ.
Кӑҫалхи смотр «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсенчен пуҫланчӗ. Хуҫалӑхри 9 гектар ҫинчи «Московская-19» кӗрхи тулӑ ӑнӑҫлӑ хӗл каҫса пучах кӑларма та ӗлкӗрнӗ. Хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ И.З. Диканеев ешерекен уйра туса ирттернӗ агротехника ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Кӑҫал майӑн 10- мӗшӗнче акнӑ «Памяти Родина» сорт урпа уйӗ те илемлӗн ешерет.
«Искра» колхозӑн уйӑсем те куҫа илӗртеҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче округри хуҫалӑхсем ыраш культурипе питех ӗҫлесшӗн мар. Кунта вара килнисем 10 гектар ҫинчи «Фаленская-4» ыраш уйне пӑхса савӑнчӗҫ. Колхоз председателӗ А.Н.Зайцев тата Т.Л.Мартынова тӗп агроном кӑҫал ҫуракинче пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ. Кунти 115 гектар ҫинчи «Эльф» сорт урпа та илемлӗн ешернине, ҫумкурӑксенчен таса пулнине палӑртрӗҫ.
Кивӗ Сӗнтӗр ялӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗҫлекен «Содружество» ООО кӑҫалхипе иккӗмӗш хут кунта ака-суха ӗҫӗсем ирттернӗ. С.В.Мельников кӑҫал та иртнӗ ҫулхи пекех соя тата ытти техникӑлла культурӑсемпе ӗҫлес тӗллевлӗ пулнине палӑртрӗ. Кунтах малашне ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вӗҫев аппарачӗсемпе — дронсемпе усӑ курасси пирки те калаҫу пулчӗ. «Пурнӑҫ ҫӗнӗ технологисене алла илме хистет. Апла пулсан пирӗн те майӗпен вӗсемпе усӑ курассине ӗҫе кӗртсе пыма тӑрӑшмалла», — ҫирӗплетрӗ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин.
«Слава картофелю» агрофирма ҫӗр ӗҫ культурине ҫӳллӗ шайра тытса пыракан предприяти. Вӗсенчен вӗренмелли нума. Вӗсен уйӗсем таса, пусӑ ҫаврӑнӑшне ҫирӗп пӑхӑнса тӑрӑшаҫҫӗ. Апла пулин те агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин ушкӑнпа пӗрле ҫӳресе округри ытти хуҫалӑхсенче ҫӗр ӗҫне мӗнле тытса пынипе паллашма интересленсех хутшӑнчӗ Ячӗпе палӑракан ҫӗрулмипе анчах мар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсемпе те, сидератлӑ культурӑсемпе те ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсем патӗнче усӑ куракан технологипе агрофирма специалисчӗсем паллаштарчӗҫ. Ю.Н.Емельянов ҫурхи тулӑн «Тризо», кӗрхи тулӑн «Марафон» сорчӗсем пирки тата вӗсен агротехники пирки каласа пачӗ.
Малалла округри специалистсем «Слава картофелю» агрофирмӑн Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗнчи горчица, Михайловӑн фермер хуҫалӑхӗн рапс, Хайртдиновӑн фермер хуҫалӑхӗн хӗвелҫаврӑнӑш, «Дружба» ял хуҫалӑх кооперативӗн ҫурхи тата кӗрхи культурисен хирӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ.
«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗн куккурус уйӗнче имҫам сапакан агрегат тӑрӑшать. Уя вӗт ҫум хупласа илнӗ. Вӑхӑтра вӗсене хирӗҫ тӑмасан аванах ӳснӗ культурӑна чӑрмав кӳме пултараҫҫӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи А.С.Лукиянов кӑҫал ҫуракинче пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.
«Луч» ял хуҫалӑх кооперативӗн пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем 540 гектар йышӑнаҫҫӗ, 110 гектар куккурус акнӑ. Вӑл тикӗс шӑтса тухнӑ. «Кӑҫал эпир ҫак культурӑн 4 сортне ҫитӗнтеретпӗр. Вӗсенчен иккӗшӗ силос хумалли симӗс массӑна каять, тепӗр иккӗшӗнчен тырӑ тума усӑ куратпӑр», — ӑнлантарчӗ хуҫалӑх ертӳҫи А.В.Семенов. Кӑҫал кунта 200 гектар ҫинче хӗвелҫаврӑнӑшӗ те ҫитӗнтереҫҫӗ. Тикӗссӗн шӑтнӑ ретсем ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ.
«Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ те округра ҫӗр ӗҫӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан хуҫалӑх. Кирек хӑш хире пӑхсан та унта тасалӑх хуҫаланать. Вӑл пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем, выльӑх апачлӗх культурӑсем туса илнипе пӗрлех «иккӗмӗш ҫӑкӑр» ҫитӗнтерес енӗпе те тӑрӑшать. Кунта ҫӗрулмин йӑранӗсене ҫырса купаланӑ, ӳсен-тӑран шӑтса тухманччӗ-ха. Нумай ҫул ӳсекен курӑк вара питӗ парка та ҫӳллӗ ҫитӗннӗ. Ӑна ҫулма пуҫланӑ, сенаж хураҫҫӗ. Кооператив председателӗ М.Р.Афанасьев хирсене кӑтартса ҫӳренӗ май хуҫалӑхра пурнӑҫланӑ агротехника ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ.
«Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗн хирӗсем те куҫа илӗртеҫҫӗ. Кунта та пур ӗҫсене те вӑхӑтра та пахалӑхлӑ туни сисӗнет. Хирсенчи тулӑ калчисем парка ҫитӗнеҫҫӗ, лайӑх тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Унӑн ертӳҫи В.Г.Михеев хуҫалӑхри ӗҫ-хӗл пирки туллин каласа пачӗ.
Пӗтӗмлетӳ канашлӑвӗ те ҫак хуҫалӑхра иртрӗ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ҫӗрпе тухӑҫлӑ усӑ курмаллине палӑртрӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пӗрлехи Акатуй-Сабантуй уявӗсене ирттерес ыйтӑва хускатрӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов ҫакӑн пек мероприяти ҫӗр ӗҫ культурине ӳстерес енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн ертӳҫи М.Г.Зайнуллин хӑйӗн сӑмахӗнче кашни пусӑм ҫӗр пысӑк тухӑҫ патӑр тесе ҫине тӑрса тӑрӑшмаллине асӑнчӗ. Хуҫалӑхсен ертӳҫисем те хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. «Малашне лайӑх хирсене ҫеҫ мар, чӑннипех те пулӑшу кирлӗ уйсене те ҫитсе курасчӗ. Опытлӑ специалистсен, нумай ҫул хуҫалӑхсене ертсе пыракансен сӗнӗвӗ-канашӗсем унта ӗҫлекенсене, кӑткӑс ыйтусене татса пама пулӑшӗҫ», — терӗ «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров. Ун сӑмахӗпе килӗшсе ӑсталӑх, пысӑк ӳсӗмсем йӑнӑшсенчен, вӗсене пӗтермелли тӗрӗс утӑмсем шыранинчен пуҫтарӑнаҫҫӗ темелле.
Пӗтӗмӗшле илсен хирсем савӑнтараҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем агротехника ӗҫӗсене вӑхӑтра пурнӑҫласа пырсан, ҫанталӑк ӑнӑҫлӑ пулсан шӑтса тухнӑ калчасем пысӑк тухӑҫ парнелӗҫ.
Юрий Гаврилов.

