Июнӗн 3—6-мӗшӗсенче Санкт-Петербург хулинче Пӗтӗм тӗнчери XXIX-мӗш экономика форумӗ ӗҫленӗ. Унта 130 ҫӗршывран 20 пин ҫын хутшӑннӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ те унта пулса тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Форумра пирӗн регионшӑн пӗлтерӗшлӗ килӗшӳсем тунӑ. Вӗсенчен пӗри — «Яндекспа» килӗштерсе ӗҫлесси. «Яндекс Путешествия» партнерла ҫыхӑнусем пулни ҫӗршывӑн цифра карти ҫинче пирӗн тӑрӑхӑн паллӑ вырӑнӗсене миллион туриста курма май парӗ. Ҫакӑ Раҫҫей тӑрӑх ҫул ҫӳреве тухас кӑмӑллисене Чӑваш республикине суйласа илме май парас тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшӗ.
Тепӗр пысӑк пулӑм вӑл — пирӗн тӑрӑхра пуҫарса янӑ «Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ картти» проект пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни. Санкт-Петербургри Императорски фарфор завочӗпе тӗрӗллӗ Раҫҫей карттипе ҫыхӑннӑ фарфор изделийӗсен коллекцине шутлӑ виҫепе кӑларасси пирки калаҫса татӑлнӑ. Унта хатӗрленӗ япаласем Чӑваш наци музейӗн фондне пуянлатӗҫ.
Олег Николаев «Ростелеком» Президенчӗпе Михаил Осеевскипе тӗл пулса калаҫни пирки пӗлтернӗ. Ҫакӑ Чӑваш Енре цифра инфраструктурине малалла аталантарас тӗлӗшпе пӗрлехи проектсене ӗҫе кӗртме май памалла.
Олег Алексеевич форумра «Экономика наследия% как превратить культурный капитал в драйвер развития территорий» сессире истори еткерлӗхне сыхласа хӑварас тӗлӗшпе республикӑра пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки тухса калаҫнӑ. Ку енӗпе пирӗн тӑрӑхра чылай ӗҫ тунӑ. Юлашки пилӗк ҫулта культура еткерлӗхӗн объекчӗсене юсама тата ҫӗнетме 2,5 миллиард тенкӗ укҫа янӑ, историпе культурӑн 699 палӑкне йӗркене кӗртнӗ.
Форумрах Ozon компанипе Чӑваш Енре сортировкӑн пысӑк центрне тӑвас енӗпе килӗшӳ ҫырнӑ. Ӑна 2027 ҫулта хута ямалла. 15 пин тӑваткал метр лаптӑк йышӑнакан объект кунсеренех ҫӗршер заказпа ӗҫлеме май парӗ. Ку республикӑра пурӑнакансене кирлӗ тавара хӑвӑртрах йышӑнма, предпринимательсене хӑйсен бизнесне аталантарма пулӑшмалла.
Вӗсемсӗр пуҫне делегаци членӗсем те тӗрлӗ тӑрӑхри ҫынсемпе ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелеме пултарнӑ.
«Пур килӗшӳсене те системӑлла тӑсӑм кӗтет. Шупашкарти экономика форумӗ вӗсене пурнӑҫламалли тата ҫӗнӗ партнерсем тупмалли платформа пулса тӑмалла… Командӑри кашни члена — профиллӗ ведомствӑсене те, бизнеса та тав сӑмахӗ калатӑп. Тухӑҫлӑ ӗҫлерӗмӗр. Халӗ вара республикӑра пурӑнакансем ҫак ӗҫсем курӑмлӑ пулччӗр тесе тӑрӑшмалла», —тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Санкт-Петербургри Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ хыҫҫӑн.

