Вторник, 11 августа

Финанс пӗлӗвне кӑтартрӗҫ, перекетлеме вӗренчӗҫ

Финанс пӗлӗвне кӑтартрӗҫ, перекетлеме вӗренчӗҫ

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра иртнӗ шӑматкун Пӗтӗм Раҫҫейри перекетпе  инвестицин 3-мӗш ҫемье фестивалӗ иртрӗ. Унта Басниковсен, Артемьевсен, Тарасовсен, Павловсен, Нестеровсен ҫемйисем хутшӑнчӗҫ.

 Мероприятие уҫнӑ ҫӗре округ администрацийӗн  пуҫлӑхӗн ҫумӗ,  ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, финанс пайӗн начальникӗ З.М.Айнетдинова хутшӑнчӗҫ. Вӗсем  финанс пӗлӗвӗ кашни ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ пулни, укҫа-тенкӗпе пӗлсе усӑ курни пысӑк вырӑнта тӑнине палӑртрӗҫ.

Ҫемье командисен тӗрлӗ енӗпе хӑйсен пӗлӗвӗпе шухӑшлавне палӑртма  тиврӗ. Малтанах «Сохроняй и приумножай» финанс квизӗ пулчӗ.  Ҫемьесен хӑвӑрт интерактивлӑ ыйтусене хурав тупма, логика пуҫватмӑшӗсен тупсӑмне шырама, пурнӑҫра тухса тӑракан лару-тӑрура пулма тиврӗ. Кашни команда ушкӑнпа тӗрӗс утӑм тума тӑрӑшрӗ.

«Риски и страховка» кейс-вӑйӑра вара вӗсен хӑйсене предприяти ертӳҫӗ вырӑнӗнче курмалла пулчӗ. Ҫемьесен  хӑйсен бизнесне сыхласа хӑварас тесе тӗрӗс йышӑнусем тума, страховани полисӗсемпе те пӗлсе усӑ курма тиврӗ.

Мероприятин виҫҫӗмӗш конкурсӗнче укҫа-тенке пӗлсе вырнаҫтарса тупӑш илме май паракан утӑма тумалла пулчӗ. Командӑсем панӑ  конкурссенчи ӗҫсене пӗлсе, ушкӑнпа  шутласа пурнӑҫлама тӑрӑшрӗҫ.

Жюри фестиваль пӗтӗмлетӗвӗсене хатӗрленӗ вӑхӑтра библиотека ӗҫченӗсем чӑваш халӑх юмахӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ, мероприяти шухӑшӗсене ҫывӑх тематикӑллӑ «Иван-паттӑр» мультфильм кӑтартрӗҫ.  Унта та тӗп сӑнарӑн тӗрӗс утӑм тӑвиччен кирлӗ шухӑш тытма, ырӑпа-усала уяма, тӗрӗслӗхшӗн тӑрӑшма тивет.

Фестивале  килнисем  укҫа-тенкӗ, бюджет, финанс ӑнӑҫлӑхӗ пирки каласа паракан ҫӗнӗ изданисенчен хатӗрленӗ «Финансовая грамотность: путь к успеху» кӗнеке выставкипе те кӑмӑлласа паллашрӗҫ.

Жюри кӑҫалхи фестивальте Басниковсен ҫемйи пӗрремӗш вырӑн йышӑннине палӑртрӗ. Иккӗмӗш вырӑна — Нестеровсен ҫемье команди йышӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Павловсем.

 Фестивале хутшӑннисене асӑнмаллӑх парнесем, серификатсем парса чысларӗҫ.

Валентина Боровкова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *