Пятница, 14 августа

Стандартсӑр кинемей

Калав

 (Вӗҫӗ).

Йывӑр тумтирӗ ӑна аялалла туртрӗ, анчах та ура айӗнче кӗҫ-вӗҫ ҫӗр пуласса туйрӗ вӑл… Ҫак самантра Кача Мишшин сӑнне курчӗ Кӗтерне. Лешӗ ҫиелти тумтирӗсӗр ун еннелле ишет…

Шӗкӗр турра, Маришӑна та, Кӗтернене те ҫӑлса хӑварчӗҫ арҫынсем.

Кӗтерне чирлесе ӳкрӗ. Ун вырӑнне фермӑна хӗрӗсем ҫӳрерӗҫ. Ура ҫине тӑнӑччӗ, кӗлеткине ҫӑпан тухса тулчӗ. Кӑкӑр ҫинче те, хул хушшисенче те, хырӑмпа ҫурӑм ҫинче те лапаткипе ларчӗҫ вӗсем. Кӗтерне ӗнесем пӑхрӗ, сӗт суса илсе патшалӑха ӑсатрӗ. Каҫхине ӗҫрен килсен аялти кӗпине хывма чӗр тамӑкчӗ. Шӑтса юхнӑ ҫӑпансем ун ҫине ҫыпӑҫса ларатчӗҫ те пӗтӗм ӳт сӗвӗннӗ пек туйӑнатчӗ. Хӗрӗсене каҫсерен шӑратнӑ хур ҫӑвӗпе сӗртеретчӗ хӑйне, вара ҫӑмӑлрах туятчӗ… Кам пӗлнӗ унӑн ҫӑпанӗсем пирки; Килтисемсӗр пуҫне — никам та. Шарламан…

«Вӑрҫӑрисене медаль парса чысланӑ, — шухӑшларӗ халӗ Кӗтерне. — Пире кам чысланӑ; Пӗр пухура Аверьянов мухтанӑччӗ, ҫавӑ кӑна…»

Ҫапла ҫав, такама та темӗн те тӳсме тивнӗ. Пӗри чухӑнпа хуҫӑлнӑ, теприне ылхан сӑмахпа пӗтернӗ… Анчах та епле хитре вӑл пурнӑҫ! Епле хитре тӑван тавралӑх! Епле лайӑх ҫӗр ҫинче ҫӳреме! Кӗтерне асӗнче — таса чунлӑ чипер ҫынсем, тӑван-пӗлӗшсем. Вӗсем мӗнле ӗҫрен хӑраман, унӑн та ҫаплах пуласчӗ. Мӗн вӑл стандарт; ,ҫ чуна ҫемҫеттӗр, унтан пахи пур-и вара; ,ҫлесчӗ пӗр чирлемесӗр…   

Кӗтерне качакине, чӑх-чӗпписене аса илчӗ. «Ах, каям-ха, — ҫӗкленчӗ вӑл тӗмеске ҫинчен. — Ҫынсене нумай пӑхтартӑм. Пахча та ҫумланса кайрӗ пулӗ…»

Кинемей Аманике кӗчӗ. Ял халӑхӗ вӑл васкаса утнине курчӗ.

Валентин Константинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *