(Малалли).
Ял ӗҫченӗсене вӑтам пӗлӳ парасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Вунӑ класс вӗренсе пӗтерменнисем каҫхине, ӗҫ хыҫҫӑн заочнӑй шкулта вӗреннӗ. «Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче районта пурӗ 490 ҫын заочнӑй шкула ҫӳренӗ. 109-шӗ вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен алла аттестат илнӗ», — палӑртать районти заочный шкул директорӗ С.Коновалова (1982 ҫулхи ноябрӗн 30-мӗшӗ).
Шкул ачисем хут-хӑмӑр, тимӗр-тӑмӑр пуҫтарнипе пӗрлех «Пилеш» тата «Юман йӗкелӗ» операцисене те хутшӑннӑ. «Иртнӗ эрнере районти пионерсемпе шкул ачисем 2686 килограмм пилеш тата 24399 килограмм юман йӗкелӗ пухса пачӗҫ. Ҫак ӗҫре Хирти Явӑшри вӑтам шкулта вӗренекенсем ырӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ» (1984 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗ).
1984 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче пирӗн районта тутар литературипе искуссвин кунӗ иртнӗ. Унпа «Октябрь ялавӗ» хаҫат туллин паллаштарнӑ. Тутар республикинчен килсе ҫитнӗ писательсемпе юрӑҫӑсем малтан район центрӗнчи ҫынсемпе тӗл пулнӑ, ун хыҫҫӑн «Алга» колхоз ӗҫченӗсене пысӑк концертпа савӑнтаранӑ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 35 ҫул ҫитнӗ тӗле Комсомольскинче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса палӑк (унта пирӗн тӑрӑхран ҫапӑҫу хирне тухса кайса каялла таврӑнайман 3472 ҫын ятне ҫырса хунӑ), ҫак кунах Александровка ялӗнче те Н.Будаковпа А.Ефименко паттӑр летчиксене асӑнса самолет — палӑк уҫнӑ.Ҫакӑн пирки хаҫатра «Паттӑрлӑх нихӑҫан та манӑҫмасть» пысӑк статья пичетленӗ (1980 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗ).
Район хаҫачӗ спортран та айккинче тӑман, «Октябрь ялавӗ» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетсен тата йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗне ҫулсерен ирттерсе пынӑ. Шкулсемпе ӗҫ коллективӗсенче, район, республика шайӗнчи ӑмӑртусем пирки ҫырсах пынӑ.
Хаҫатра ӗҫре малта пыракансемпе пӗрлех тӗрлӗ енпе ӑсталӑпа палӑрса тӑракансемпе те паллаштарса тӑнӑ. 1984 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнчи номерӗнче «Ялти ӑста» статьяра Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи Николай Никитин хӑй аллипе пӗчӗк трактор ӑсталани ҫинчен каласа парать. «Хӑвачӗ унӑн сакӑр лаша вӑйӗ чухлӗ, сехетре 20 километра ҫитме, урапа кӑкарса пӗр тоннӑна яхӑн груз турттарма пултарать. Трактора юрӑхсӑра тухнӑ машина детальӗсенчен пухрӑм. Хӑвӑртлӑх коробки-ГАЗ-52 машинӑн, хыҫалти мосчӗ Вара-ГАЗ-67 автомобилӗн. Бензин бакне 8 литр кӗрет. Мотор хӑвачӗпе усӑ курса пахчаҫимӗҫ шӑваратӑп,вутӑ касатӑп,_терӗ тракторист».
Хаҫатра татах та нумай интереслӗ материалсем кун ҫути курнӑ.
Юрий Гаврилов.

