Вторник, 11 августа

Кӗрешӳҫӗсем  унӑн пуҫарӑвне малалла тӑсаҫҫӗ

Кӗрешӳҫӗсем  унӑн пуҫарӑвне малалла тӑсаҫҫӗ

Пирӗн тӑрӑхра кӗрешӳҫӗсем мӗн ӗлӗкренех пулнӑ. Акатуй-Сабантуй уявӗсенче ялсенчи пӑхаттирсем вӑй виҫнӗ. Спорт кӗрешӗвӗ вара районта 1961 ҫулта пуҫланса кайнӑ темелле. Шӑпах ҫак вӑхӑтра П.Г.Матросов Комсомольски вӑтам шкулӗнче  ачасемпе классикӑлла кӗрешӳ енӗпе  тенировкӑсем ирттерме пуҫланӑ. Нумаях та вӑхӑт иртмен унӑн воспитанникӗсем ӑмӑртусенче лайӑх кӑтартусемпе палӑрма пуҫланӑ. Хӑй те ҫав вӑхӑтра кавир ҫине тухнӑ, республикӑри тупӑшусенче классика тата ирӗклӗ майпа кӗрешес енсемпе район чысне хӳтӗленӗ. Петр Георгиевич пирки тӗплӗнрех каласа парар-ха.

Пултаруллӑ кӗрешӳҫӗ Тукай ялӗнче 1935 ҫулта кун ҫутине курнӑ. Ачаранах спорта юратса ӳснӗ. Аслӑ Чурачӑкри вӑтам шкула лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑл 1953 ҫулта Куйбышев  хулинчи ял хуҫалӑх институтне вӗренме кӗрет. Кунта пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра бокс секцине ҫӳреме пуҫлать. «Наука» спорт обществи ирттерекен ӑмӑртусенче институт командишӗн вӑй виҫнӗ. Кунтах классика кӗрешӗвӗн ӑсталӑхне те  алла илет. Аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗр хуҫалӑхра агрономра тӑрӑшать. Кунта та вӑл ҫамрӑксене пуҫтарса футбол команди йӗркелет, вырӑнти ӑмӑртусене хутшӑнать. Команда  ҫитӗнӳсем туса турнирсенче малти  вырӑнсем йышӑнать.

1959 ҫулта П.Матросов тӑван тӑрӑха таврӑнать. Кӗҫӗн Каҫалти «Красный маяк» колхозра агрономра ӗҫлеме тытӑнать. Спорт ӑна хӑйӗн тыткӑнӗнчен ямасть. Ачасемпе ҫамрӑксене спорта ытларах явӑҫтарас тӗллевпе  тепӗр            ҫул Комсомольски вӑтам шкулӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Вӑл пуҫарса янӑ спорт секцине чылай ача ҫӳреме тытӑнать. Унӑн воспитанникӗсем  сем  Владимир Геннадьевич Дерягин, Василий Сергеевич Краснов, Гурий Сергеевич Краснов, Николай Васильевич Краснов (1948 ҫулта ҫуралнӑ), Николай Васильевич Краснов (1951 ҫулта ҫуралнӑ), Владимир Георгиевич Счетчиков, Владимир Петрович Кокорев, Олег Васильевич Кокорев, Геннадий Трфимович Ямщиков, Юрий Николаевич Кокорев,  Юрий Николаевич Яснопольский, Николай Витальевич Смирнов   тренировкӑсене юратса    ҫӳренӗ, республика шайӗнчи, хӑшӗ-пӗри РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене  хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑннӑ. Вӗсен    спортри ҫитӗнӗвӗсем пирки кашни ҫинченех уйрӑм статья ҫырма пулать.   Хавхалантараканӗ,  кӗрешӳре пӗрремӗш утӑм тума пулӑшаканӗ Петр Георгиевич пулнӑ. 1967 ҫулта пирӗн районти ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем «Урожай» спорт обществин республикӑри ӑмӑртӑвӗнче палӑраҫҫӗ Ҫакӑншӑн команда  кӗрешӳ кавирне тивӗҫет.

Ачасемпе тренировкӑсем ирттернипе пӗрлех хӑй те ӑмӑртусене хутшӑннӑ терӗмӗр. П.Матросов классикӑлла майпа кӗрешсе вунӑ хутчен республика чемпионӗ пулнӑ. Вӑл кӗрешӳҫӗсен Чӑваш республикин пӗрлештернӗ командинче тӑнӑ май ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусене те хутшӑннӑ, малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ. 1965 ҫулта вӑл СССР спорт мастерӗн ятне тивӗҫнӗ.

Петр Георгиевич сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырса  спортӑн кӗрешӳ енӗсене анчах мар футбол, волейбол, лапта вӑййисене, ҫӑмӑл атлетикӑна, йӗлтӗрпе чупассине те кӑмӑлланӑ. Ачасемпе тӑтӑшах хӑнӑхтарусем йӗркеленӗ.

1969 ҫулта вӑл Мускава ӗҫлеме тухса каять. Тӗп хуламӑрта РСФСР професси вӗрентӗвӗн патшалӑх комитетӗнче ӗҫлет.  Ачасене вӗрентӳ заведенийӗсенче профессилле пӗлӳ парас енӗпе  методика ӗҫӗ ҫырса педагогика нукисен кандидачӗ ята хӳтӗлет. Вӑл вӗрентӳ енӗпе  56 наука ӗҫӗ ҫырнӑ, кӗнекесем кӑларнӑ. Унӑн Мозамбик ҫӗршывӗнчи индустри институтӗнче  1988—1991 ҫулсенче ӗҫлеме тивнӗ.

Шел пулин те унӑн пурнӑҫӗ 2021 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗнче татӑлнӑ. Ӑна тӑван ялӗнчи масар ҫине пытарнӑ.

П.Матросов тӑван тӑрӑхран аякра пурӑннӑ пулсан та ҫуралнӑ кӗтеспе ҫыхӑнӑва татман. Унӑн воспитанникӗсем те ӑна манса кайман. «2011 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче  Комсомольскинче кӗрешӳ секцине йӗркеленӗренпе 50 ҫул ҫитнине уявларӑмӑр. «Эпӗ лартнӑ «улмуҫҫисем» паян кун та  хӑйсен ҫимӗҫӗсене пани савӑнтарчӗ», — тенӗччӗ вӑл сӑнарлӑн, районта кӗрешӳ спорчӗ аталанса пынишӗн хӑпартланса. Хӑйӗн патӗнче ӑсталӑхне туптанӑ ачасем  тунӑ ҫитӗнӗвӗсем пирки пӗлсен мухтанӑччӗ», — каласа парать темиҫе хутччен те республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ спорт ветеранӗ В.С.Краснов.

Петр Матросов ятне округра манса каймаҫҫӗ. Ӑна асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе ҫулсеренех ӑмӑрту йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 14-мӗш хут иртрӗ. Унта ҫулсеренех нумай спортсмен вӑй виҫет. Кавир ҫине тухса вӗсем сумлӑ кӗрешӳҫӗн ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва йӗркеленӗ  ытти спонсорсемпе пӗрлех «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ ( председателӗ М.Р.Афанасьев) нумай пулӑшу парать.

Петр Георгиевич  патӗнче пуҫласа ӑсталӑха туптанӑ ачасем халӗ хӑйсем те ҫулсенче ӗнтӗ. Анчах та унӑн ырӑ ӗҫне асра тытаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Тукайри масар ҫинче унӑн вилтӑпри ҫине палӑк вырнаҫтарса лартрӗҫ. Кунта спонсорла пулӑшу Т.В.Матросова пачӗ. Пуҫарӑва кооператив председателӗ М.Р.Афанасьев ырласа йышӑнчӗ. Палӑка вырнаҫтарнӑ ҫӗрте В.С.Краснов, Н.В.Смирнов тата Д.В.Волков тӑрӑшрӗҫ.

Пирӗн округра кӗрешӳ енӗ аталанса пырать. Спортсменсем республика тата ун тулашӗнчи ӑмӑртусенчен ҫӗнтерӳпе таврӑнаҫҫӗ. «Кӗтне» спорт шкулӗнче тата унӑн филиалӗсенче ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен секцийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Апла пулсан Петр   Георгиевич Матросовӑн ырӑ пуҫарӑвӗ малалла тӑсӑлать. Тӑсӑлать ҫеҫ мар аталанса та пырать.

Василий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *