Вторник, 11 августа

Ӗҫре палӑрнисене манар мар

Ӗҫре палӑрнисене манар мар

Пирӗн ҫӗршывра тӗрлӗ наци ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ӗмӗрсем хушши пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ, канаҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ. Патшалӑх умне йывӑрлӑх сиксе тухсан тӑшмана хирӗҫ тӑраҫҫӗ. 2026 ҫула Раҫҫейре  Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Республикинче Халӑхсен туслӑхӗн, округра Халӑхсен килӗшӳллӗхӗн ҫулталӑкӗсем тесе палӑртни те ахальтен мар. Паянхи кун та тӗрлӗ наци ҫыннисем халӑх хуҫалӑхӗн тӗрлӗ отраслӗсенче пӗр-пӗрне ӑнланса тӑрӑшаҫҫӗ.

Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ те пулнӑ. Ӑна СССР туса хунӑранпа 50 ҫул ҫул ҫитнӗ ятпа 1972 ҫулхи декабрӗн 17-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ. 1991 ҫулччен  унпа ҫӗршывра 72761 хутчен наградӑланӑ. Ҫак ордена халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес, патшалӑх  влаҫ органӗсенче тухӑҫлӑ ӗҫлес тӗлӗшпе палӑрнӑ, наукӑра, искусствӑра тата ытти енӗпе те пархатарлӑ ӗҫсем тунӑ, экономикӑна, политикӑна, культурӑна пысӑк тӳпе хывнӑ  совет гражданӗсем анчах мар, ют ҫӗршыв ҫыннисем те илме тивӗҫ пулнӑ. Ҫавӑн пекех унпа организацисемпе вӗренӳ заведенийӗсене, ҫар чаҫӗсене, республикӑсемпе крайсене, облаҫсемпе хуласене те наградӑланӑ.

Халӑхсен туслӑхӗн орденне пирӗн районта ӗҫлесе пурӑннӑ 5 ҫын та тивӗҫнӗ. Вӗсенчен чи малтан унпа  1981 ҫулта «Дружба» колхоз механизаторне Николай Александрович Игнатьева наградӑланӑ. Вӑл ҫамрӑклах, 15—16 ҫулта чухнех тӑван колхозра плугарь пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1965 ҫулта Канашра ял хуҫалӑх механизаци шкулӗнчен тракториста вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр улшӑнмасӑр 2006 ҫулччен механизаторта вӑй хунӑ. 40 ҫул хушшинче  Н.Игнатьев колхозра тракторпа пурнӑҫламан ӗҫ юлман та пулӗ. Тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн ӑна колхоз правленийӗ Хисеп хучӗсем, хаклӑ парнесем парса чыс тунӑ. Темиҫе хутчен те пултаруллӑ механизатора  «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑпа наградӑланӑ. 

1984 ҫулта Халӑхсен туслӑхӗн орденӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи магазин сутуҫине Зинаида Сидоровна Арсентьевӑна чысланӑ. Вӑл суту-илӳре палӑртнӑ плансене туллин пурнӑҫлас, халӑха куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшса ӗҫленӗ.

«Заря» колхоз ӗҫченӗсем 1970—80 ҫулсенче выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем туса илес енӗпе уйрӑмах ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Сӗт сӑвас тӗлӗшпе районта малта пынипе пӗрлех республикӑра та лайӑххисен шутӗнче пулнӑ. Ҫӗнӗ Мӑратри сӗт-ҫу фермине нумай ҫул Петр Сергеевич Киргизов ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ. Хӑй те малтанхи ҫулсенче конюхра, выльӑхсем пӑхнӑ ҫӗрте ӗҫлесе паха опыт пухнӑскер ферма коллективне пӗлсе ертсе пынӑ. Ку отрасле лайӑх пӗлекенскер ӗҫе ӑнӑҫлӑ йӗркелеме пултарнӑ. Районти, республикӑри осеменаторсен конкурсӗсенче те вӑл пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ.  Хастар ӗҫшӗн ӑна 1981 ҫулта «Хисеп Палли» орден парса чысланӑ. Вӑл     ВДНХан ылтӑн, кӗмӗл, икӗ хутчен пӑхӑр медалӗсене, 6 хутчен «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑна тата ытти нумай наградӑна тивӗҫнӗ. Ун ятне районӑн Хисеп кӗнекине ҫырса хунӑ. 1986 ҫулта ӑна Халӑхсен туслӑхӗн орденӗпе чысланӑ.

Вӑл ҫулах ҫак пысӑк наградӑна «Заветы Ильича» колхозри Рахим Айнетдинович Низамутдинов водитель те тивӗҫнӗ. Вӑл та колхозра ҫамрӑклах вӑй хума пуҫланӑ, трактористра, пахча ҫимӗҫ бригадин бригадирӗнче тӑрӑшнӑ. 1997 ҫулччен хуҫалӑхра водитель пулса ӗҫленӗ. Пултаруллӑ та хастар пулнӑшӑн 1975 ҫулта «Хисеп палли» ордена та тивӗҫнӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна медальсемпе, паллӑсемпе, Хисеп грамотисемпе те нумай хутчен наградӑланӑ.

1986 ҫултах «Алга» колхозӑн механизаторӗ Абзалетдин Зиннетович Шейдуллин та  Халӑхсен туслӑхӗн орденне илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Вӑл 1968—1995 ҫулсенче хуҫалӑхра трактористра тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тата пысӑк пахалӑхпа пурнӑҫланипе ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Пирӗн округра ҫуралса ӳснӗ унтах ӗҫлесе пурӑнса патшалӑхӑн пысӑк наградисене тивӗҫнӗ ҫынсем сахал мар. Вӗсем хушшинче паянхи кун пурӑнакансем те пур. Вӗсем те, ҫар ҫыннисемпе, паттӑрсемпе пӗрлех чыс-хисепе тивӗҫлӗ.  Халӗ, паллах, ӗнерхи дояркӑсемпе сысна, сурӑх пӑхакансем, механизаторсемпе водительсем, строительсем, учительсемпе медицина ӗҫченӗсем ватӑлнӑ ӗнтӗ. Анчах та вӑл ҫынсене те манса каймалла мар. Культура учрежденийӗсенче, шкулсенче вӗсен ячӗсемпе паттӑрлӑх тӗлпулӑвӗсем, урокӗсем ирттерсен лайӑх пулмалла. Вӗсем те паттӑрсем — ӗҫ паттӑрӗсем. Паянхи ватӑ ҫынсен ачасене каласа памалли пурах. Вӗсем пирӗн пуласлӑхшӑн йывӑр вӑхӑтсенче ырми-канми ӗҫленӗ, нуши-тертне нумай курнӑ. Ачасене патриотизмла воспитани парас, Тӑван ҫӗршыва юратма хавхалантарас енӗпе ӗҫлес тӗллевсемлӗ пулсан хамӑр хушӑра пурӑнакан ветерансем ҫинчен манма юрамасть.

Валентина Шингалова,

архив секторӗн заведующийӗ,

Юрий Гаврилов.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *