Вторник, 11 августа

Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чи лайӑххисене палӑртнӑ

Чӑваш Енре «Советник года» регионти конкурса пӗтӗмлетсе «Навигаторы  детства» проектӑн координаторӗсене тата шкул директорӗсен  воспитани енӗпе ӗҫлекен  чи лайӑх советникӗсене палӑртнӑ.

Финала республикӑри чи пултаруллӑ 10 шкулти тата 4 колледжри воспитани енӗпе ӗҫлекен советник тата муниципалитетсенчи 7 координатор тупӑшнӑ. Вӗсен  пултарулӑхне тӗрлӗ енчен сумлӑ жюри сӑнаса тӑрса  хакланӑ.

Пирӗн округри «Навигаторы детства» проектӑн координаторӗ Ксения Лукиянова «Вдохновитель команды» номинацире  виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл чӑннипех те ачасен кӑмӑл-туйӑмне хӑпартлантаракан, вӗренме тата тавракурӑмне анлӑлатма хавхалантарма пултаракан вӗрентекен. Ксения Владимировна Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи обществӑлла ӗҫсене ҫеҫ мар округри мероприятисене те хастар хутшӑнать. Шкулсенче уйӑхсерен ирттерекен «Вӗрентӳ вырсарни кунӗсене» пуян содержаниллӗ, ачасемшӗн интереслӗ те усӑллӑ ирттерес тесе тӑрӑшать. Округри шкулсенчи воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса хавхалантарса пырать.

Малашне те  унӑн ӑнӑҫу пултӑр, округри ачасене хаваслӑ та тарӑн шухӑшлӑ мероприятисемпе савӑнтарса тӑтӑр.

Петр Родионов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *