Иртнӗ эрнере Шурутри пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗн 120 ҫулхи юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллӑ тунӑ. Ҫак ҫулсем хушшинче унӑн ячӗ тӗрлӗрен пулнӑ. Малтан земство больници, кайран район больницин участокри больници пулса таврара пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Шурутри культура ҫуртӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗн министерствин пӗтӗмӗшле врач практикин штатра тӑман тӗп специалисчӗ В.Ю.Маленкова, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, район больницин тӗп врачӗ И.И.Ефремова, Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, сывлӑх сыхлавӗн ӗҫӗн ветеранӗсем саламланӑ. Больница халӑх пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пурнӑҫланине, нумай ҫынна пулӑшу панине палӑртнӑ. Ҫӗршыври «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» тата «Ҫемье» наци проекчӗсем медицинӑпа санитарин пӗрремӗш пулӑшӑвне ҫӗнӗ шая ҫитерме май панине асӑннӑ. Шурут больницинче тӑрӑшакансене малашне те хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ туса пыма ӑнӑҫу суннӑ.
Пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмӗн тухтӑрӗ В.В.Семенова пӗрле ӗҫлекенсене больница юбилейӗ ячӗпе саламласа ырлӑх-сывлӑх суннӑ, историпе паллаштарнӑ, малашнехи тӗллевсем ҫинчен каласа панӑ.
1906 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗнче кунта земство больници уҫӑлнӑ. Вӑл вӑхӑтра ӑна вырӑнти управлени, земство, укҫа-тенкӗ парса халӑх сывлӑхне сиплеме тытса тӑнӑ. Малтан унта 10 койка-вырӑн анчах пулнӑ. Фельдшерта Аслӑ Чурачӑк ҫынни А.А.Розов ӗҫленӗ. 1918—19 ҫулсенче Николай Палукин (Паукин), 1919—22 ҫулсенче М.И.Андреева фельдшерта тӑрӑшни паллӑ. 1924 ҫул тӗлне больница аталансах пынӑ. Вӑл вӑхӑтра кунта пӗр тухтӑр, пӗр акушер тата больницӑра тӗрлӗ ӗҫ тӑвакан 9 ҫын ӗҫленӗ. 1925 ҫулта больницӑра малтан Елчӗкре тӑрӑшнӑ М.В.Покровский тухтӑр вӑй хума тытӑннӑ. Вӑл кайран Улатӑр хулинчи больницӑра тӑрӑшса паллӑ ят ҫӗнсе илнӗ.
1930 ҫулсенче ҫӗршывра, ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра та трахома чирӗсене хирӗҫ кӗрешес ӗҫсем вӑйланнӑ. Кашни ялта тенӗ пекех трахома пункчӗсем уҫнӑ. Уйрӑмах йывӑррисене Шурутри больницӑра стационар мелӗпе сипленӗ.
1927 ҫул тӗлне кунта икӗ тухтӑр, виҫӗ фельдшер, пӗр фармацевт, икӗ фельдшер-акушер, оспа чирӗнчен прививка тӑвакан медсестра, пурӗ 24 ҫын вӑй хунӑ. Унта 39 ялтан ҫынсене йышӑннӑ. 1930 ҫулта больницӑра — 28 ҫын, 1933 ҫулта 53 ҫын ӗҫлени паллӑ.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче те больница нумай ҫынна вилӗм аллинчен ҫӑлса хӑварнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи кӑткӑс ҫулсенче медицина учрежденийӗ малалла аталаннӑ. Ҫӗнӗ пӳлӗмсем тунӑ, медицинӑн ҫӗнӗ йышши оборудованийӗсемпе пуянланса пынӑ. 1986 ҫулта кунта васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗн филиалӗ те ӗҫлеме пуҫланӑ.
2003 ҫулта кунта пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмне уҫнӑ. Коллектив паянхи кун таврари ялсенче пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе тӑрӑшать.
Уяв каҫӗнче халӑха медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе хастар ӗҫлекенсене наградӑсем парса чысланӑ. Мероприятие хутшӑнакансем пӗтӗмӗшле практика врачӗн уйрӑмне ҫитсе курнӑ. Юбилей ячӗпе йывӑҫсем лартса хӑварнӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем пурне те уяв ячӗпе саламласа хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.
Юрий Михайлов.

