Вторник, 11 августа

Хаваслӑ ҫулла, савӑнӑҫлӑ ачалӑх

Хаваслӑ ҫулла, савӑнӑҫлӑ ачалӑх

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна округра  хаваслӑ паллӑ турӗҫ.  Шӑпах ҫак кун Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Яркое лето Чувашии» акци старт илчӗ. Ку проекта тӗрлӗ ӳсӗмри ачасен канӑвне тулли те пуян йӗркелес тӗллевпе пуҫарнӑ.

Комсомольскинчи тӗп лапам  ҫак кун ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламларӗ. Пурне те хӗвеллӗ ҫу кунӗсенче тулли кӑмӑлпа савӑнма, канма сунчӗ. «Ҫулла пуриншӗн те асра юлмалла ирттӗр», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Уяв программи пуян та тӗрлӗ енлӗ иртрӗ. Юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, ачасем ташӑ картинче савӑнчӗҫ. Комсомольскинчи искусствӑсен ача-пӑча шкулӗн  «Островок» хореографи ушкӑнӗ, «Веселые нотки» ансамбль,  «Мишар» ачасен фольклор ансамблӗ, купӑсҫӑсен ансамблӗ хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарчӗҫ.  Ҫак кун кашни ачах  пылак ҫимӗҫ тутанса пӑхма пултарчӗ. Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем ачасем валли интереслӗ вӑйӑ программи йӗркелерӗҫ.

Уяв ачасемшӗн ҫеҫ мар, аслисемшӗн те хаваслӑ пулчӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса савӑннине мӗн ҫиттӗр?

Алевтина Мариян.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *