Вторник, 11 августа

Тепре тӗл пуличчен, хаклӑ туссем!

Тепре тӗл пуличчен, хаклӑ туссем!

Чӑвашсен йӑлана кӗнӗ Ҫимӗк уявӗнче,  масар ҫине кайса вилнисене асӑнмалли кун, йышран сахалланса, пӳртсем хупӑнса пыракан пӗчӗк ялсем те кӗрлесе тӑраҫҫӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ ентешӗмӗрсем  ҫулталӑкра пӗрре те пулин тӑван тӑрӑха ҫитсе унӑн сывлӑшӗпе киленсе, вӑй пухса, ҫӗр-аннемӗрӗн ырлӑхне ас тивеҫҫӗ.

Ку чухне чылай ҫул курман тус-юлташсемпе тӗл пулса калаҫма та меллӗ. Ачалӑх, ҫамрӑклӑх сӑпкинче канлӗн ярӑнатӑн вара, ҫарран чупса ӳснӗ урамсен сип-симӗс курӑк-ҫеремӗн ҫемҫелӗхӗпе канӑҫлӑн утатӑн, хамӑр хушӑмӑрта ҫук  атте-аннен ӑшӑлӑхне чӑнласах туятӑн.  Пӳртри стена ҫине вырнаҫтарнӑ ҫыннӑмӑрсен сӑн ӳкерчӗксем  йӑл кулнӑн туйӑнаҫҫӗ, тӑван-хурӑнташсен, хисеплӗ  те мухтавлӑ ҫынсен ячӗсене хапха умӗнчи сак ҫинче ырӑпа аса илсе ларатӑн…

Эпир, 45 ҫул каялла Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкултан вӗренсе тухнисем, шӑпах ҫак уявра тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Тӳрех калас, эпир вӗреннӗ икӗ хутлӑ йывӑҫ шкул ҫурчӗ паян ҫук ӗнтӗ. Вӑтам шкула кайиччен пире Нӗркеҫ шкулӗ ҫирӗп ӑс-тӑн, тарӑн пӗлӳ парса пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Вӑл вара ҫулсерен ҫӗкленсе, аталанса, мал утӑмсемпе малалла талпӑнать. Эпир вӗреннӗ чухнехи «сакӑр ҫул вӗренмелли шкултан»  «пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул» статусне илсе таврари ялсен ачисене хӑйӗн пӗлӳ тӗнчине йыхравлать. Хамӑр ялта ҫуралнӑ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Геннадий Чернов ячӗпе хисепленсе тӑни Нӗркеҫсене тата та  мӑнаҫлӑх кӳрет.

1971 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ пирӗншӗн ӗмӗр асран тухман кун пулса тӑчӗ. Йӑс шӑнкӑрав сассипе пӗрремӗш хут пӗлӳ тӗнчин алӑкне уҫрӑмӑр.  Пире пӗрремӗш вӗрентекен Надежда Александровна Светлова  пуҫласа алӑран ҫавӑтса класа илсе кӗчӗ. Саспаллисене те лайӑх палламан, вуннӑ таран кӑна шутлама пӗлейнӗ шӗвӗрккесене пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине илсе кӗнӗ вӗрентекен сӑнарне пурте асӑмрах тытса тӑратпӑр. Ҫавӑнпа та 83 ҫулпа пыракан сумлӑ вӗрентекен патне  пӗчӗк ушкӑнпа килне те ҫитсе килтӗмӗр. Хирти ,нел ялӗнче пурӑнать хаклӑ ҫыннӑмӑр. Ватлӑх хӑй ӗҫне тӑватех ҫав. Эпир  те ҫамрӑк тӑмастпӑр та, пирӗнтен 20 ҫул аслӑ учителӗмӗр пурнӑҫ нуши-тертне, савӑнӑҫне ытларах курни, йышлӑ ача-пӑча ҫуратса ӳстерни сӑн-питрен те, кӗлеткерен те курӑнатех ӗнтӗ. Епле хаваслӑн кӗтсе илчӗ вӑл пире.  Чӗрӗ чечек ҫыххине йышӑннӑ май кашнине куҫран  ӑшшӑн пӑхса, сасӑран палласа илчӗ. Эпир ӑна юратнине, манманнине, ӗмӗр тав туса пурӑннине  уҫҫӑн пӗлтертӗмӗр.

Виҫӗ класс хыҫҫӑн пирӗн класс ертӳҫи Алексей Федорович Волков пулчӗ. Класра 32 ача. «Ачисем шухӑ, ҫапах туслӑ», — тетчӗҫ пирӗн пирки вӗрентекенсем. Ертӳҫӗ физкультурӑпа вӗрентнӗрен пирӗн класс спортра яланах малтаччӗ. Арҫын ачасем хоккейла, футболла выляса тӗрлӗ шайри ӑмӑртусенче палӑратчӗҫ. Хӗрачасем те маххӑ памастӑмӑр. Йӗлтӗрпе ярӑнмалла-и е ҫуран чупмалла — пире хӑваласа ҫитекенсем сахалӑнччӗ. Паян шухӑшлатӑн та ӑҫтан кӑна ярӑнман эпир йӗлтӗрпе; Сад йӗри-тавра, ҫырмасенче ҫил-тӑманра та йӗлтӗр йӗрне ҫухатмастӑмӑр. Спортра пиҫӗхни, йӑрӑ пулни пурнӑҫра пулӑшсах пычӗ. Пӗр сӑмахпа, мемме ӳсмен. Хӗрачасем те ӑмӑртмалла футболла, волейболла вылянӑ, ГТО нормисене пурнӑҫласа ылтӑн паллӑсем илнӗ. Пӗр-ик ҫул пулӗ ҫамрӑк армеецсен парадӗнче пирӗн класс районти ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑнчӗ. Патриот юрри янраттаракан ачасем  хӗл кунӗнче атте-аннесен фуфайкине, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ ҫӗлӗк, кӑҫатӑ тӑхӑнса,  пилӗке салтакӑн чӗн пиҫиххине ҫыхса 25 ҫухрӑмлӑ район центрне улӑм сарнӑ грузовик ҫинче ҫитсе стройпа утнине манаймастӑнах.

Класс руководителӗ спортра пиҫӗхтернӗ май ҫирӗплӗхе, йӗркелӗхе вӗрентни те куҫ умӗнче. Пирӗн сумлӑ вӗрентекенӗмӗр, ҫӗршыв шайӗнчи хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ ҫыннӑмӑр саккӑрмӗш теҫетке патнелле ҫирӗппӗн таплаттарса пырать. Ҫулла вӑл велосипед ҫинчен анмасть, хӗлле вара  йӗлтӗр ҫине тӑрать.  Ялти, районти тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене халӗ те хутшӑнать. Ялти ветерансен канашне чылай ҫул ертсе пынӑран яланах ҫын хушшинче вӑл. Спорт мероприятийӗсенче паян та  хисеплӗ судья. Ӑна хисеплемен ҫын ҫуках пирӗн тӑрӑхӑра та, округра та.

Учительсенчен чылайӑшӗ пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ. Ҫапах вӗсене асӑнса хӑвармасӑр иртес килмест. Лидия Ивановна Гладкова, Ольга Александровна Волкова, Николай Федорович Гладков, Галина Васильевна Максимова. 9—10-мӗш классенчи класс руководителӗ Николай Егорович Сергеев… Паян та пире хавхалантарса тӑракан Любовь Степановна Иванова, Николай Аркадьевич Максимов, Елена Флегентовна Иванова, Лидия Николаевна Зайкова вӗрентекенсен умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр.

Пӗр класс шӑпи

Нӗркеҫ шкулӗнче 32-ӗн вӗренеттӗмӗр. Йыш пӗчӗк тееймӗн. Нӗркеҫпе Янкасси ывӑл-хӗрӗ. Ӑҫта вӗсем, пурнӑҫа мӗнле ҫӗмӗрттерсе пурӑнаҫҫӗ, мӗн ӗҫпе тӑрӑшаҫҫӗ… Мӗн чухлӗ ыйту пуҫтарӑннӑ 45 ҫул хушшинче.

Чи малтанах  хӑйсен пурнӑҫне тӑван ялпа ҫыхӑнтарнисенчен пуҫласан аванрах пулӗ.

Галина Михайлова шкулта чухне лайӑх вӗреннипе, пысӑк тавракурӑмӗпе палӑратчӗ. Лайӑх хӗре ялтан кӑлармаҫҫӗ тенӗрен, вӑтам шкул пӗтерсенех маттур каччӑпа пӗрлешрӗ. Виҫӗ ача ҫуратса       ӳстерчӗҫ вӗсем савнӑ мӑшӑрӗпе. Галя суту-илӳпе кӑсӑкланчӗ. Вӑхӑтӗнче чӑнкӑ бизнесвуменччӗ вӑл. Халӗ тивӗҫлӗ канура. Картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усрать. Ывӑлӗсемпе хӗрӗ аслӑ пӗлӳ илсе тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хураҫҫӗ.  Мӑнукӗсем асламӑш-кукамӑшӗ патне килсех тӑраҫҫӗ те савӑнӑҫ куҫҫулӗсене те пытараймасть  вӑл чылай чухне.

Тӗп киле тарӑн тымар янӑ Юрий Порядков пилӗк ача ашшӗ. Меллӗ калаҫма ӑста. Шӳтлеме маҫтӑр. Ӗмӗрне ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑскер паян та трактор штурвалӗнчен пӑрӑнмасть. Кӳршӗ ялти хуҫалӑхра ака-суха тӑвать. Хӑйӗн ӗҫне пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пек пӗлет. Ывӑлне мӗн пӗчӗкрен техникӑна юратма хӑнӑхтарнӑ,  хӗрӗсем те ашшӗ пекех ӗҫре сатур. Михаил Кузнецов ҫамрӑкранах культура сферинче тӑрӑшрӗ. Унтан педагог профессине алла илчӗ те 18 ҫул ачасене вӗрентрӗ. Вӑхӑт ҫемми ӑна каллех культура тытӑмне илсе ҫитерчӗ. Хальхи вӑхӑтра ялти культура ҫуртне тивӗҫлипе ертсе пырать. Афганистанри вӑрҫӑ  участникӗ. Ҫамрӑклах вӑрҫӑ-харҫӑ нушине астивнӗрен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн, ытти ҫар операцийӗсен ветеранӗсем пирки материалсем пуҫтарать. Пӗрле вӗреннӗ юлташӑмӑр культура ӗҫченӗ пулни вырӑнлӑ та — Кӗҫӗн Пӑла юхан-шывӗ кӗрлесе юхса иртекен ҫырма ҫумӗпе вырнаҫнӑ клубра тӗл пултӑмӑр та унпа. Михаил Петрович фойере те, залра та шкул пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ стендсем хатӗрленӗ. Кивӗ сӑн ӳкерчӗксене пӑхнӑ май асаилӳ ҫӑмхи сӳтӗлнӗҫемӗн сӳтӗлсе пычӗ.

Пысӑк ҫавра сӗтел хушшине вырнаҫнӑ 18 ҫын пӗр-пӗрне тӗл пулнӑшӑн хавасланнине ӑшӑ сӑмахпа  кӑна мар, ытама илсе савӑнтӑмӑр. Хӑшӗ-пӗрне шкул пӗтернӗренпе те тӗл пулман. Алла аттестат илнӗ чухнехи ҫамрӑксен паян  ҫӳҫӗсене кӗмӗл тӗс ҫапнӑ, пӗрисем кӗлеткерен патварланнӑ,  теприсем яштак пӗвне пачах улӑштарман, ҫапах пит-куҫ ҫинче иртнӗ вӑхӑтӑн палли палӑратех.

Ялтисен пурнӑҫне курса-пӗлсе тӑратпӑр-ха темелле, анчах тӗрлӗ хуласенче тӗпленнисен пурнӑҫӗ тата кӑсӑклӑ. Николай Краснов Мускавра пурӑнать. Шкул пӗтерсен  тӗп хулана тухса кайса электрик профессине алла илнӗ те юратнӑ ӗҫӗпе пурнӑҫа саплаштарса пурӑнать. Хӑйӗн ӑраскалӗпе питех те кӑмӑллӑ вӑл.

Лена Таллерова, Валя Федорова, Анатолий Чумаков, Николай Чернов, Евгений Волков Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ. Вунӑ ҫул пӗр парта хушшинче ларнӑ Лена тантӑшӑм «Вега» санаторинче техник-технологра тӑрӑшса пенсие тухрӗ пулсассӑн та паян та юратнӑ ӗҫӗпех тӑрӑшать. Чипер хӗр   ӳстерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларчӗ. Хӗрӗ икӗ мӑнук парнеленӗ ӑна. Савнӑ мӑшӑрӗпе пӗр ҫӑвартан пурӑнаҫҫӗ. Валя почта ҫыхӑну ӗҫӗнче тӑрӑшса пенсие тухнӑ. Ывӑлӗпе хӗрӗ шалти ӗҫсен пайӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Пысӑк званиллӗ. Хальхи вӑхӑтра  ытларах мӑнукӗсемпе тӑрмашать. Анатолий стройкӑра тӑрӑшать. Николай сӑн ӳкерчӗк, видео тӑвакан маҫтӑр. Вӗсен те хӑйсем пекех пултаруллӑ ывӑл-хӗрӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Евгений ҫиччӗмӗш класс хыҫҫӑн Шупашкара физмата вӗренме кӗчӗ. Аслӑ пӗлӳллӗ.  Пысӑк заводра тӑрӑшать. Ача чухнехи пекех сӑпайлӑ. Петр Котовпа Валя Лукиянова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче хунав янӑ. Валя пенсире пулсассӑн та ӗҫлет. Мӑнукӗсемшӗн тунсӑхласан часах Шупашкара вӗҫтерет. Ҫывӑх вӑхӑтра тепӗр мӑнук ҫураласса кӗтнине те пытармарӗ. Петр вӑтам шкултах трактор правине илнӗччӗ те паян та техникӑпа туслӑ. Ҫемьеллӗ. Станислав Гладков Чӑваш ялхуҫалӑх институтӗнче инженер профессине алла илнӗ те ҫак ҫулсем хушшинче тӗрлӗ яваплӑ ӗҫре тӑрӑшрӗ. Паян та вӑл Шупашкар районӗнчи пысӑк комплексӑн управляющийӗ. Мӑнукӗсем пӗчӗккӗллех пысӑк тавракурӑмлӑ пулни хӑпартлантарать ӑна. Мӗн каламалли, Славик  шкулта чи чаплӑ вӗренекенсенчен пӗриччӗ. «Артека» кайса килчӗ. Унта «Кукаҫипе куками» юрра шӑрантарнине те каласа панӑччӗ. Олег Иванов Янкасси ялӗнче тӗпленнӗ. Пенсире тесе ахаль лармасть, килте кӑштӑртатать. Пулла, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ырӑ кӑмӑлӗпе савӑнтарать, пурне те май килнӗ таран пулӑшма хатӗр тӑрать. Ачисемпе савӑнать. Роза Иванова, Василий Краснов Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче тивӗҫлӗ ӗҫпе чапа тухнӑ.  Роза ветеринар, Вася строитель. Иккӗшӗ те пенсире, ҫапах ӗҫлеҫҫӗ. «Улми йывӑҫҫинчен инҫете ӳкмест» тенӗрен ачисемпе мӑнукӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, вӗренӗвӗпе киленеҫҫӗ.  Валя Воронова, Валя Крысова Комсомольскинче пурӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Иккӗмӗшӗ паян та ӳркенмест, вахтӑпа Мускава ӗҫлеме ҫӳрет.

Пӗрле вӗреннисен хушшинче тӗрлӗ професси ҫыннисем. Кирек ӑҫта тӑрӑшсан та вӗсем ӗҫченлӗхӗпе, пултарулӑхӗпе, яваплӑхӗпе палӑрнӑ, палӑраҫҫӗ те. Хам ҫинчен те хушса хурас, 38 ҫул ытла хаҫатҫӑра вӑй хурса «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫрӗм. Ыттисем пекех ачасем те, мӑнуксем те пур.

Тӗлпулӑва килме май килменнисен сӑлтавӗсем курӑмлӑ. Лена Ванюшкинӑн ывӑлӗ Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗнче  пуҫне хунӑ. Зина Баринован тепӗр мӑнук ҫуралнӑ. Шӑпах Ҫимӗкре ӑна шыва кӗртме шухӑшланӑ. Сарапул хулинче пурӑнакан Владимир Волков ӑнсӑртран йывӑр чирлесе ӳкнӗ. Кашнийӗн хуйхи-суйхине, телейне пӗрле пайлатпӑр. Килейменнисен те  ҫирӗп сӑлтавсем пулнах-тӑр.

Хамӑрӑн туслӑ йышран ҫиччӗшӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ. Вӗсене те пӗр минут шӑп тӑрса аса илтӗмӗр. Ҫакна ҫеҫ каласшӑн, чи кирли, пӗлтерӗшли — пӗрле вӗреннисем  пурте йӗркеллӗ ҫынсем. Ачасем ҫуратса, мӑнукӗсене  ӳстерсе вӗсене чӑн-чӑн ҫын пулса тӑма вӗрентсе пыни, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ атте-аннен, тӑван ял ятне яманни. Самана таппипе тан пырса ачисемпе мӑнукӗсем аслӑ шкулсенче вӗреннӗ, вӗренеҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗн ячӗсене хӑйсем пекех ҫӳлте тытса пыраҫҫӗ. Кашнийӗн ҫинчен каламалли тата нумай, паллах, ҫапах…

«Ачасем», — терӗҫ пире, 62—63 ҫулсенчи кукамай-асаннесемпе кукаҫи-асаттесене хамӑрӑн пӗрремӗш учительница Надежда Александровна тата класс ертӳҫи Алексей Федорович. Ҫак асамлӑ та ӑшӑ ҫывӑх сӑмах пирӗн чӗресене хӗвел пайӑрки евӗр ҫупӑрларӗ, ачалӑх  кӳминче ярӑнтарчӗ. Атте-аннесем  пирӗнтен уйрӑлса ҫӳлти патшалӑха куҫса кайрӗҫ, ҫапах та ҫӗр ҫинче  пире «ачасем» текекенсем пурри, ырӑ сунса пехиллени мӗнле канӑҫлӑх, ҫепӗҫлӗх кӳнине каласа та кӑтартаймӑн. Калаҫу ним сисӗнмесӗрех шӑкӑлтатса пычӗ. Пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн калаҫса ларни, пӗр-пӗрин ӗҫӗпе савӑнни, малашлӑхра ӑнӑҫупа телей сунни, Галя Таллерова (Михайлова) купӑсне тӑсса ярсан шкул,  ҫамрӑклӑх юррисене шӑрантарни, «45 лет спустя» тортпа чей ӗҫни чылайлӑха асра юлӗ.

Пире  саламлама ҫитнӗ Елчӗк округӗнчи «Тускил» ушкӑн (ӑна хамӑр ентеш Иван Шурбин ертсе пырать)  юрӑ-кӗвӗ  шӑрантарнӑ чухне пӗри те тенкел ҫинче лараймарӗ, ура ҫине тӑрса ташша ячӗ…

Тепре тӗл пуличччен, ачалӑхри хаклӑ тусӑмӑрсем!

Валентина СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *