Пятница, 14 августа

Стандартсӑр кинемей

Калав

(Малалли).

— Уяртать ак, халех хӗл ларас ҫук, — лӑплантарчӗ хӗрарӑмсене ферма заведующийӗ Кача Мишши.

Кӗтерне пӗр кунхине лупас айӗнчен тавралӑха сӑнаса тӑчӗ. Ҫил тулхӑрать, саралма ӗлкӗрнӗ ҫулҫӑсем йывӑҫсенчен пӗр харӑссӑн тӑкӑннӑн туйӑнатчӗҫ.

«Тата мӗн кӗтмелли пур? —шухӑшларӗ Кӗтерне. – Калас Кача Мишшине, май килсенех ӗнесене яла куҫармалла…»

— Лӑплан-ха эсӗ, Кӗтерне, —терӗ заведующи. — Ҫумӑр айӗпе ӑҫта каяс тетӗн;  

— Кая юлсан каю шӑтать… Энӗшре шыв кашни кунах хӑпарать, кӗпере татса кайсан мӗн курӑпӑр;

— Ыран та чарӑнмарӗ тӗк, виҫмине яла куҫатпӑр… – килӗшнӗ пек пулчӗ Кача Мишши, тӳпенелле пӑхса.

Ҫумӑр чарӑнмарӗ. Колхоз председателӗ Аверьянов ҫитрӗ.

— Кӗтерне тӗрӗс калать, —терӗ вӑл. — Кая юлма пултаратпӑр. Шӑнтмалла тесе калаҫҫӗ. ,не ҫиллисене пӑсатпӑр. Пуҫтарӑнӑр ҫула.

,несене ушкӑнсем ҫине пайларӗҫ те кӗпер ҫинелле хӑваларӗҫ. Кӗтерне хӑйӗн ӗнисемпе черет ҫитессе кӗтрӗ. Тепрер сехетрен икӗ ушкӑн каялла килнине курчӗ.

— Дамбӑна шыв ҫурса кайнӑ, — пӗлтерчӗҫ хӗрарӑмсем. — Малтанхисем сике-сике каҫма ӗлкӗрчӗҫ, халӗ шыв сарса илчӗ. Кача Мишши хӑмасем илсе килме пулчӗ…  

Вӑл кун Лӑпӑсран тухасси пулмарӗ. Ҫуранах киле утрӗҫ.

Тепӗр кун арҫынсем ҫумӑр айӗпех йывӑҫ кӗпер турӗҫ. Анчах та ытла та черчен пулчӗ вӑл. Силленсе тӑраканскер. Ҫапах та ӗнесене ҫавӑтса пӗрерӗн-пӗрерӗн Энӗш урлӑ каҫарчӗҫ.

Кӗтернен ушкӑнӗ хыҫалти пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ юрпа ҫумӑр хутӑш пӗрхӗнчӗ. Кӗтерне, шӑнса хытма ӗлкӗрнӗскер, юратнӑ чӗр чунсене лӑпка-лӑпка хӑмасем ҫийӗн уттарчӗ. Лешӗсем хӑраҫҫӗ, урисене аран-аран шутараҫҫӗ, каялла чакма тӑраҫҫӗ.

Акӑ, Кӗтернен хаклӑран та хаклӑ тусӗ — Мариша. Вӑл — чи лӑпки, чи ӑсли уншӑн. Калаҫма пӗлет пулсан, тем те каласа парӗччӗ пулӗ. Ҫын пекех куҫран пӑхать, савса пит ҫӑмартинченех ҫулласа илет… Ушкӑнра вӑл чи нумай сӗт параканни, Кӗтернене хавхалантараканни.

Кӗтерне Маришӑна лӑпкаса илчӗ те:

— Ан хӑра, эпӗ санпа юнашар… Пӗтместпӗр… Ут васкамасӑр…

Хӑма ҫине кӗрсен Мариша чарӑнса тӑчӗ. Кӗтерне васкатмарӗ.

— Атя, атя… — терӗ каярах.

,не утма пуҫларӗ кӑна, малти ури шуса кайрӗ. Чӗркуҫленме тӑчӗ те — сулӑнчӗ. Кӗтерне пуҫ пӑявне хӑй еннелле туртрӗ. ,не сиксе тӑма хӑтланчӗ, анчах каллех тепӗр ури шурӗ те айӑккӑн ӳкрӗ. Каллех васкаса ҫӗкленме тӑчӗ Мариша, анчах пултараймарӗ, кӗлеткипех силленсе, хӑмасем ҫинчен шыва персе анчӗ. Унпа пӗрле — пӑява вӗҫертмен Кӗтерне те… 

— Ҫыраналла, ҫыраналла! — кӑшкӑрчӗ Кача Мишши. – Ан вӗҫерт, Кӗтерне!

Кӗтернпе Маришӑна хирӗҫ арҫынсем васкарӗҫ, тилхепене ывӑтса пачӗҫ. Пӗр аллипе тилхепене, тепӗр аллипе Маришӑна ҫавӑрса илнӗскер, хӗрарӑм ҫыран хӗрнелле ҫывхарчӗ.

Валентин Константинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *