Пятница, 14 августа

Пӗрремӗшсем мала тухнӑ

Пӗрремӗшсен юхӑмӗн пуҫламӑш уйрӑмӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пурӗ ҫӗршыври 18029 команда хутшӑннӑ. Вӗсен 2025 ҫулхи октябрь — 2026 ҫулхи апрель уйӑхӗсенче вӗренӳпе тата обществӑлла ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ 25 задани пурнӑҫлама тивнӗ.

Пирӗн округри вӗренекенсем те унта хастар хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнчи 1850 команда хушшинче «Мир возможностей» номинацире Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Искры Феникса» команда иккӗмӗш вырӑн, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Мечта» команда виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене 300  тата 200 пин тенкӗ укҫа-тенкӗ парса хавхалантарнӑ.

Вӗренекенсемпе вӗсене ертсе тата хавхалантарса пыракан вӗрентекенсене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *