Вторник, 11 августа

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ та илемлӗ пултӑр

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ та илемлӗ пултӑр

Юлашки ҫулсенче «Хӑтлӑ хула хутлӑхӗ» федераллӑ проектпа Комсомольски ялӗн центрӗнчи лапам палӑрмаллах улшӑнса илемленчӗ. Кӑҫал ҫак енӗпе ӗҫсен тепӗр тапхӑрӗ ҫак кунсенче пуҫланчӗ, «Таныш» пасар территорине хӑтлӑхпа илем кӗртме тытӑнчӗҫ.

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  И.Ф.Рахимзянов предприниательпе тӗл пулса «Таныш» пасар территорийӗнче пурнӑҫламалли ӗҫсене сӳтсе явнӑ. Тирпей-илем тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе палӑртнӑ проект тӑрӑх кунта брусчаткӑсем тата асфальт сарса ҫуран  ҫӳрекенсем валли лаптӑка йӗркене кӗртмелле, ку тӑрӑха симӗс сӑн памалла, паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен ҫутӑсем вырнаҫтармалла.

Малашне ку лаптӑк хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансемшӗн  ҫеҫ мар,  хӑнасемшӗн те куҫа илӗртекен, уҫӑлса ҫӳремелли, канмалли  чи хитре вырӑнсенчен пӗри пулса тӑрӗ.  

Округра пурӑнакансене «Хӑтлӑ хула хӑтлӑхӗ» федераллӑ проектӑн 3-мӗш тапхӑрӗнче палӑртнӑ объектшӑн кӑҫалхи июнӗн 12-мӗшӗччен сасӑлама ыйтатпӑр.  Сирӗн сасӑрсем хамӑр пурӑнакан, ҫӳрекен  вырӑна хитререх, хӑтлӑрах  тума май парӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *