Ҫурхи ҫилӗ лӑпкӑн-лӑпкӑн,
Ачашлать питрен-куҫран,
Час-часах тата васкавлӑн,
Вӑл утать хӑвах куран.
Кам-ши вӑл?
Е кам-ши пултӑр,
Пирӗн тухтӑр, ӑнлансам.
Кирлӗ чух сестра Светлана
Унпала пӗрле ялан.
Кинемей патне васкаҫҫӗ,
Темӗн пулнӑ —йыхравлать.
Вӑхӑтра ҫитсен аванччӗ,
Тухтӑр ӑшӗнче шутлать.
Офисра эсир чылайӑн:
Стаматолог, терапевт…
Пурте ыррине сунатӑр,
Тав сӑмахӗ пирӗнтен.
Кӑмӑллӑ кӗтсе илетӗр,
Тимлесе, куҫран пӑхса.
Кирлӗ сӗнӳсем сӗнетӗр,
Вӑхӑтра вӑй-хал пухма.
Эмелсем ҫырса паратӑр,
Чир-чӗртен час сывалма.
Ӑшӑ туйӑм парнелетӗр,
Пурнӑҫ ҫулӗпе утма.
Ӑнланатӑп, ҫӑмӑл мар тӑр,
Итлемешкӗн кашнине.
Турӑ панӑ тӑр, шутлатӑп,
Ун пек вӑй тухтӑрсене.
Ҫынсем вӗсене сунаҫҫӗ,
Ыррине чун-чӗререн.
Ырлӑх-сывлӑх халаллаҫҫӗ,
Йышсемпе тӑвансене.
Ыр ҫынсен паха пиллевӗ
Ҫиттӗр чун-чӗре патне.
Ҫемьесен ҫут телейӗ,
Патӑр вӑй куллен сире.
Ананий Алексеев.

