(Малалли).
Йывӑрпа пулсан та малалла
«Комсомольский» совхозра 18 хваттерлӗ ҫурт, район больницинче 104 вырӑнлӑх сиплев корпусӗ, госбанкӑн тата аптека ҫурчӗсене туса пӗтернӗ. Район центрӗнче суту-илӳ ҫурчӗ уҫнӑ. «Алга» колхозпа «Комсомольский» совхоз территорийӗнче 2 миллион та 366 пин тенкӗ тӑракан плотинана ҫӗрсене шӑварса тӑракан системӑпа пӗрле ӗҫе янӑ» (1984 ҫулхи январӗн 26-мӗшӗ). «Иртнӗ ҫул вӑтӑр тата вунсакӑр хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсем хута янӑ. Гостиница хута каймалли тапхӑрта тӑрать. «Россия» колхозра 192 ача вӗренмеллӗх шкул, «Красный Октябрь» колхозра пурӑнмалли вунӑ ҫурт, «Дружба» колхозра 200 пуҫ вырнаҫмалӑх вите хута янӑ, «Комсомольский» совхозра утӑ хранилищи туса лартнӑ» (1987 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗ).
Ҫӗрсене шӑварса тӑни пысӑк тухӑҫ илме май панине кӑтартса панӑ. Ку енӗпе ҫӗршывра нумай вӑхӑтлӑ ятарлӑ программа ӗҫленӗ. Ӑна пирӗн тӑрӑхра Комсомольскинчи районсем хушшинчи мелоративлӑ системӑсемпе шыв хуҫалӑх сооруженийӗсене эксплуатацилес енӗпе ӗҫлекен управлени йӗркелесе пынӑ. «Хальхи вӑхӑтра районти колхозсемпе совхозра 1496 гектар шӑваракан ҫӗрсем шутланаҫҫӗ», — палӑртать унӑн начальникӗ В.В.Ильин (1980 ҫулхи майӑн 24-мӗшӗ). Меллиораци ӗҫӗ аталансах пынине тепӗр тӗслӗхре куратпӑр. «Шӑварма планпа 10168 гектар ҫӗр хатӗрлемелле пулсан, 10194 гектар ҫӗр хатӗрлесе плана 100,2 процент пурнӑҫланӑ. Ҫӗре шӑваракан пӑрӑхсем 35,7 километр тӑршшӗ юсаса плана 119 процент тултартӑмӑр», — тесе хыпарлать хаҫатӑн 1984 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнчи номерӗнче мелиораципе шыв хуҫалӑх пӗрлешӗвӗн начальникӗ В.Зиганшин.
Районта промышленноҫ предприятисен йышӗ те нумайланнӑ. Ҫакӑ ҫынсене ӗҫ вырӑнӗ туса панипе пӗрлех халӑх ыйтӑвне туллин тивӗҫтерме те май панӑ. Предприятисем пурлӑх базине те ҫирӗплетсе пынӑ. Акӑ, 1982 ҫулхи августӑн 7-мӗшӗнче пичетленнӗ «Кунта база пулать» статьяра районти хуҫалӑхсем хушшинче куҫса ҫӳрекен механизациленӗ колонна базине тунине ҫырса кӑтартнӑ. Унтан илнӗ хӑш-пӗр йӗркесем% «Строительсем тӑвакан объектсен шутне юсав мастерскойӗ, гараж, котельнӑй, тимӗр-бетон тата столяр изделийӗсем хатӗрлекен цехсем, теплица, столовӑй кӗреҫҫӗ», «Базӑна кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта ӗҫе кӗртме палӑртнӑ». Предприятисемпе организацисем ӗҫлекенсем валли пурӑнмалли ҫуртсем тӑвас енӗпе те ӗҫленӗ. «Республикӑри Мелиораципе шыв хуҫалӑх министерствин Комсомольскинчи юсавпа строительство участокӗ ҫак кунсенче 12 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫурта туса пӗтерчӗ» (1982 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗ). «Строительсен ҫитӗнӗвӗсем» статьяра район центрӗнчи йӑла ҫуртне тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе паллаштарнӑ (1984 ҫулхи октябрӗн 23-мӗшӗ). «Ҫӗнӗ депо пулӗ» статьяра Комсомольскинче пушар хуралӗн 2 хутлӑ ҫуртне тӑвас ӗҫсем мӗнле пыни пирки ҫырса кӑтартнӑ (1987 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗ).
Сывлӑх сыхлавӗ тӗп вырӑнта тӑнӑ. «Районта халӗ 32 врач тата вӑтам пӗлӳ илнӗ 244 медицина работникӗ ӗҫлет. Район территорийӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем 256, здравпунктсем иккӗ шутланаҫҫӗ, 7 профилактори уҫнӑ. Район больницинче электрокардиограмма, наркологи, шӑл протезӗ лартакан тата ытти хӑш-пӗр кабинетсем уҫӑлнӑ. Иртнӗ икӗ ҫул хушшинче районти тӗп больницӑн, Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи участок больницин тата ытти хӑш-пӗр ялсенчи медицина учрежденийӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсанӑ. Районти тӗп больницӑра буфет уҫнӑ» (1987 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗ).
Культура пурнӑҫӗ те районта интереслӗ те пуян пулнӑ. Клубсемпе культура ҫурчӗсен пурлӑх никӗсӗ те пуянланса пынӑ. Кунта ҫамрӑксем пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ ирттернӗ. «Ял ҫыннисем хӗрӳ ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн клубсемпе культура ҫурчӗсенчи художество пултарулӑх кружокӗсене ҫӳреҫҫӗ. Районти 214 кружокпа художество пултарулӑх коллективӗсем 4268 ҫынна пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ» (1982 ҫулхи майӑн 25-мӗшӗ). «Культура пурнӑҫӗнчи улшӑнусем пысӑк. Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте 120 вырӑнлӑ, Кайнлӑк ялӗнче 100 вырӑнлӑ клуб туса ӗҫе кӗртнӗ. Паянхи кун тӗлне районта 24 культура ҫурчӗ, 14 клуб, ачасен музыка шкулӗ, халӑх театрӗ, вокалпа инструментсен ансамблӗ, художество мастерскойӗ ӗҫлеҫҫӗ» (1987 ҫулхи июнӗн 18-мӗшӗ).
1984 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче 450 ача вӗренмеллӗх вӑтам шкулӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсене ҫӗнетес енӗпе ҫулсеренех ӗҫленӗ.
Шкул пӗтерекен ачасене яла юлма хавхалантарас тӗллевпе парта хушшинче ларнӑ чухнех машинист-тракторист правине илме туса пани те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. «…иртнӗ ҫул пирӗн районтан 80 ача механизатор удостоверенине илме тивӗҫ пулчӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ тӑван колхозрах юлнӑ. Кӑҫал та 90 вӗренекен вӑтам шкул пӗтерни ҫинчен калакан документпа пӗрле механизатор удостоверенине илет», — пӗлтерет готехнадзорӑн главнӑй инженерӗ А.Лавров (1983 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗ).
Юрий Гаврилов.

