Пятница, 14 августа

Конкурс тӗллевӗ – тавралӑх тирпей-илемӗ

Тавралӑха тирпей-илем кӗртес тата симӗслентерес тӗлевпе  Чӑваш Республикинче конкурс ирттереҫҫӗ. Унта уйрӑм ҫынсем те, предпринимательсем те, юридици сӑпатӗнче тӑракансем те хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 10-мӗшӗччен  Чӑваш Республикин строительство министерствине заявкӑсем тӑратмалла. Ҫӗнтерӳҫӗсем валли парне  фончӗ  — 765400 тенкӗ.

Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене 5 енпе хаклаҫҫӗ: социаллӑ учрежденисен территорисене тирпей-илем кӗртсе симӗслентерни; кану зонисемпе чечек лартмалли вырӑнсене хитрелетни; уйрӑм ҫынсем пурӑнакан урамсене хӑтлӑлатни; нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене ешӗл сӑн кӗртни; уйрӑм хуҫалӑхсен ҫурчӗсене ландшафлӑ дизайн туни.

Ҫӗнтерӳҫӗсем — 76540 тенкӗшер, иккӗмӗш вырӑн йышӑннисем — 45924 тенкӗшер, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннисем 30616 тенкӗшер парнене тивӗҫӗҫ.

Конкурс условийӗ ҫинчен тӗплӗнрех — 8(8352)56-53-99 телефонпа ыйтса пӗлмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *