«Ачасем — пирӗн пуласлӑх», — тетпӗр. Вӗсен пуласлӑхӗшӗн вара аслисен тимлемелле. Тивӗҫлӗ воспитани панипе пӗрлех вӗсене аталанма кирлӗ условисем туса пама тӑрӑшмалла. «Аслисем — ачасене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ ҫав тӗллевпе пурнӑҫланакан утӑмсенчен пӗри.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун иртнӗ уявра округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин «Аслисем — ачасене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫак кунах Николай Никандрович акцие хутшӑнса хӑйӗн тӳпине хыврӗ. Унпа пӗрлех савӑнӑҫлӑ уява килнисем те айккинче юлмарӗҫ. Унта округра пурӑнакан кашниех хутшӑнма пултараать. Чи пӗлтерӗшли, мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ панинчен ытларах, аслисем ҫак ырӑ ӗҫе явӑҫни, ачасемшӗн ырӑ туйӑмпа вӗсемшӗн тӳпе хывни.
Эсир куҫарнӑ укҫа-тенкӗ ҫулсеренех ачасем валли ырӑ ӗҫсем тума кайнӑ. Кӑҫал пуҫтарӑннӑ укҫа-тенкӗпе Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем валли ятарлӑ тум-тир туянма усӑ курӗҫ.
«Акцире ачасем хӑйсем те пултаруллӑ пулнине палӑртмалла. Уяв кунӗнче вӗсем те ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле кӗсйисенчи укҫа-тенке ыркӑмӑллӑх пухмачне хыврӗҫ. «Аслисем — ачасене» акцие хутшӑннисене тав тӑватӑп, ыттисем те ҫак ырӑ ӗҫе ӑнланса унта хутшӑнасса шанса тӑратӑп»,— пӗлтерчӗ Николай Раськин.
(Хамӑр инф).

