Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Чӑваш Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин регионти уйрӑмӗн Шупашкарти инвалидсен «Феникс» клубӗ ЧР ӗҫ, физкультурӑпа спорт министерствисемпе, РФ Социаллӑ фондпа, «Защитники Отечества» фондпа, «Чувашия-Мед» страхлакан компанипе пӗрле республикӑри инвалидсем хушшинче уҫӑ спорт фестивалӗ ирттернӗ.
Унта округсемпе хуласенчи 130 ытла сусӑр ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӑмӑл атлетикӑпа, дартспа, «Бочча» спорт вӑййипе, «Джоккало» тата «Кульбуто» сӗтелҫи вӑййисемпе тупӑшнӑ. Ку мероприятие «Единая Россия» партин «Единая страна — Доступная среда» проекчӗпе йӗркеленӗ.
Фестивале пирӗн округра пурӑнакан, Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин округри уйрӑмӗн председателӗ А.А.Гаврилов та хутшӑннӑ. Алексей Анатольевич «Джоккало» вӑйӑра вӑй виҫнӗ. Вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Саламлатпӑр, спортра та пурнӑҫра та ӑнӑҫусем сунатпӑр. «Ҫакӑн пек мероприяти сусӑр ҫынсене хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма, тӗрлӗ округсенче пурӑнакансемпе паллашма май парать. Хӑйсене сывлӑх енчен айӑплӑрах туякансене вӑйӗсене шанма хавхалантарать»,— палӑртрӗ фестиваль ҫӗнтерӳҫи Алексей Гаврилов.
Юрий Гаврилов.

