Пятница, 14 августа

Ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ

Кӑҫал округри ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене ирттерме ҫӑмӑлах килмерӗ. Апла пулин те ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлассишӗн ҫанталӑкӑн кашни уяр кунӗпе туллин усӑ курчӗҫ. Ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ.

Июнӗн  4-мӗшӗ тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене палӑртнин 95 процентне акнӑ. Ҫӗрулми лартас ӗҫсем те вӗҫленсе пыраҫҫӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 553 гектар «иккӗмӗш ҫӑкӑр» лартнӑ. Кӑҫал ӑна «Слава картофелю» ООО  тата «Косомольские овощи» агрофирмӑсенче, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗнче, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтерме палӑртнӑ.

Округӗпе 423 гектар горчица, 140 гектар рапс, 650 гектар хӗвелҫавӑрӑнӑшӗ, 570 гектар куккурус  акнӑ, 70 гектар пахча-ҫимӗҫ акнӑ-лартнӑ.

Хирсене ешӗл сӑн ҫапрӗ. Ял  хуҫалӑх предприятийӗсем калчасене ҫумкӑрӑкран, чир-чӗртен, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран хӳтӗлес енӗпе агротехника ӗҫӗсене тума тытӑнчӗҫ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *