Вторник, 11 августа

Ҫар вӑййинче вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ

Ҫар вӑййинче вӑйлисем ҫӗнтерчӗҫ

Ҫамрӑк армеецсен «Орленок» тата «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене  шкулта вӗреннӗ ҫулсенче округра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хутшӑннӑ. Ушкӑнпа палаткӑсенче ҫӗр каҫни, тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшни ачасен асӗсенче юлнах. Паянхи кун та  шкул ачисем «Зарница 2.0» вӑййа хаваспах хутшӑнаҫҫӗ.

Майӑн 21-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура «Зарница 2.0»  ҫарпа патриотлӑх вӑййисене уҫнӑ. Ҫамрӑк армеецсене ҫак ятпа  округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов,  вӗрентӳ  пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проекчӗн координаторӗ Е.Н.Соколова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен ҫар комиссарӗ А.Ф.Афанасьев тата ыттисем те саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ. Тӗрлӗ ҫарсен тӗсӗсене палӑртакан тумсем тӑхӑннӑ шкул ачисем стройпа утса иртнӗ.

Ҫак кунах, ҫар вӑййисен ялавне ҫӗкленӗ хыҫҫӑн, тӗрлӗ дисциплинӑсемпе ӑмӑртусем пуҫланнӑ. Ҫамрӑк армеецсен ҫар эстафетинче  хӑвӑртлӑха, пултарулӑха кӑтартма тивнӗ. Радиацилле, химилле, биологилле  хӗҫ-пӑшалтан тӗрӗс хӳтӗленес ӑсталӑх шайне те тӗрӗсленӗ. Ориентировка, тактика медицини, пӑшалтан тӗл пересси, ҫар тата Тӑван ҫӗршыв историне пӗлесси ытти нумай-нумай конкурссенче хӑйсене кӑтартмалла пулнӑ. Кашни команда палӑрма тӑрӑшнӑ. Пӗр-пӗрне пулӑшса пыни, ҫур сӑмахранах ӑнланни, маларах тренировкӑсенче туптанӑ вӑй-хал чи пултаруллисене ҫӗнтерӳ тума май панӑ.

Кӑҫалхи ҫар вӑййисенче те Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем палӑрнӑ. Вӗсем пур конкурссенче те малти вырӑнсем йышӑнса «Зарница 2.0» ҫӗнтерӳҫисем пулса тӑнӑ. Ҫак шкулта вӗренекенсем юлашки ҫулсенче ку вӑйӑсенче пӗрремӗш вырӑна алӑран ямаҫҫӗ. А.А.Тихонов вӗрентекен хатӗрленипе республикӑри тупӑшура та лайӑх енчен палӑрса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал та вӗсем округ чысне ӑнӑҫлӑ хӳтӗлессе шанас килет.

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн команди те ҫар вӑййисенче пултаруллине кӑтартнӑ. Штурмовиксен,  тактика медицинин, пӑшалтан перекенсен  тата ытти конкурссенче малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ, пӗтӗмӗшле кӑтартусем тӑрӑх иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнӗ Мӑрат команди те тупӑшусенче пултаруллӑ пулнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Тӗп шкулсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх чи пултаруллисем Александровка вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пулнӑ. Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш, Хырай ,нел вӑтам шкулӗнчи ҫамрӑк армеецсем виҫҫӗмӗш пулнӑ.

«Зарница 2.0» вӑйӑсем ачасенче патриотлӑх туйӑмӗ вӑйлӑ пулнине, вӗсем ҫӗршыв историне лайӑх пӗлнине, Тӑван ҫӗршыва юратнине тепӗр хут ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *