«Каҫал ен» хаҫатӑн апрель уйӑхӗнчи пӗр номерӗнче Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан чунӗпе те, хӑйне тыткаланипе те ватӑлма пӗлмен пултаруллӑ хӗрарӑм Галина Германовна Смирнова пирки каласа панӑччӗ.
Некрасовӑн поэминчи ялта пурӑнакан вырӑс хӗрарӑмӗпе танлаштарма май пур чӑваш хӗрарӑмӗ нумаях пулмасть 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫуралнӑ кунпа ӑна округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламланӑ. Округӑн, ялӑн обществӑлла ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамоти тата парне парса чысланӑ. Галина Германовна ҫак хисепе чӑннипех те тивӗҫлӗ. Мӗн пур пурнӑҫне вӑл ӗҫре ирттернӗ. Суту-илӳре те тӑрӑшнӑ, культура ӗҫченӗ те пулнӑ. Икӗ ҫул «Правда» ял хуҫалӑх предприятине ертсе пыма та пултарнӑ. Паянхи кун та алӑ усса лармасть Галина Германовна. Ялти ветерансен советне ертсе пырать. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене валли гуманитари пулӑшӑвӗ парас ӗҫре те пуҫаруллӑ. Юрра-ташша мӗн пӗчӗкрен юратаканскер художество пултарулӑх коллективӗн ӗҫне те хутшӑнать. Хырай ,нел тата Элпуҫ культура ҫурчӗсенчи коллективсемпе пӗрле концертсене, спектакльсене хутшӑнать. Ялта Питрав тата чӑвашсен ытти уявӗсене паллӑ туса ирттерессине те йӗркелесе пырать. Халӑхӑн ӗмӗртен пыракан йӑли-йӗрки малашне те упранса юлччӗр тесе нумай тӑрӑшать.
Хастар хӗрарӑма юбилей ячӗпе ҫавӑн пекех Александровка территори уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Л.А.Полякова саламланӑ. Пултаруллӑ волонтер пулнӑ май ун ячӗпе Комсомольски муниципаллӑ округӑн «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» ушкӑнӗн ертӳҫи М.Г.Прохорова, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи «Шанчӑклӑ тыл» ушкӑн ертӳҫи В.В.Воронов тата ыттисем те салам сӑмахӗсем каланӑ. Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ.
Ҫулӗпе ҫамрӑк мар пулсан та Галина Смирнован хавхаланӑвӗ пысӑк. Малашне те ялта ырӑ ӗҫсем тӑвас, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗлевпе пурӑнать. Унӑн сывлӑхӗ ҫирӗп пултӑр, вӑй-халӗ ан иксӗлтӗр, ӑнӑҫу яланах юнашар ҫӳретӗр.
Юрий ГАВРИЛОВ.

