Майӑн 26-мӗшӗнче 2025—2026 ҫулхи вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнине палӑртса округри шкулсенче юлашки шӑнкӑрав сасси янрарӗ. Ҫак кун ачасен пурин сӑн-питӗнче те савӑнӑҫ шевлийӗ ҫиҫрӗ. Уяв линейкисем пур ҫӗрте те Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин, Комсомольски округӗн гимнӗсемпе пуҫланчӗҫ. Вӗренекенсемпе вӗрентекенсене шкул директорӗсем, округ администрацийӗн представителӗсем, территори уйрӑмӗсен ӗҫченӗсем, ашшӗ-амӑшӗ саламларӗҫ. Кӑҫал шкул пӗтерекенсене вара малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Кӑҫал округри шкулсенчи 125 ача 11-мӗш класс вӗренсе пӗтерчӗ. Вӗсене малалла Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗсем кӗтеҫҫӗ.
Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсенчи ачасемпе педагогсене юлашки шӑнкӑрав ячӗпе ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В.Степанов, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан, «Единая Россия» партин «Ҫӗнӗ шкул» проект координаторӗ Е.Н.Соколова, Комсомольски территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Г.Н.Филиппов, ашшӗ-амӑшӗ, шкулсен директорӗсем И.А.Соловьева тата Е.Н.Савельев саламларӗҫ. Шкул, округ, республика шайӗнче вӗренӳре, обществӑлла ӗҫсенче, спортра палӑрнӑ вӗренекенсене Хисеп грамотисем, дипломсем парса чысларӗҫ.
Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче юлашки шӑнкӑрава кӑҫал шкул пӗтерекен Илья Оленевпа Юлия Исаева тата пӗрремӗш класа вӗҫленӗ Владимир Степановпа Анна Алексеева, 2-мӗш вӑтам шкулта Дмитрий Анисимов тата Анна Павлова шӑнкӑртаттарчӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав уявӗн мероприятийӗсем «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе тата «Единая Россия» партин «Пултараслӑх тӗнчи» прекчӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсенчен пӗри пулса тӑрать.
Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи линейкӑра салам сӑмахӗсемпе округӑн финанс пайӗн начальникӗ З.М.Айнетдинова, Чӗчкен территори уйрӑмӗн эксперчӗ Л.В.Григорьева, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн директорӗ С.А.Лукиянов тата ыттисем те сӑмах илнӗ. Ачасене ҫуллахи каникулта усӑллӑ та савӑнӑҫлӑ канма, шкул пӗтерекенсене экзаменсене лайӑх тытса хӑйсем суйласа илнӗ вӗренӳ заведенийӗсенче малалла пӗлӳ илме ӑнӑҫу суннӑ.
Тукай Мишер вӑтам шкулӗнче кӑҫал шкул пӗтерекенсем нумайӑн. Маларах кунта 4-мӗш класра вӗренекенсем кӗҫӗн класран 5-мӗшне куҫнӑ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти пулса иртнӗ. Юлашки шӑнкӑрав кунӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсене округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ М.М.Зайнуллин, Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗ А.Х.Шакиров, Тукай Мишер ялӗн имам-хатыйб Наиль хазрат Ямалутдинов, педагогика ветеранӗсем, ялти хисеплӗ ҫынсем саламланӑ. Пӗрремӗш класра вӗренекенсем тата кӑҫал шкул пӗтерекенсем ташӑ-юрӑ номерӗсем хатӗрленӗ, вӗсене линейкӑра кӑтартнӑ.
Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнче вӗренекенсене саламлама округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева ҫитнӗ. Вӑл пурне те вӗренӳ ҫулне ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, каникул кунӗсене хаваслӑ ирттерме, кӑҫал шкул пӗтерекенсене пурнӑҫра хӑйсен ҫулӗсене тупма ырлӑх-сывлӑх суннӑ.
Умра — экзаменсем тата илемлӗ ҫу кунӗсем. Вӗсем ачасемшӗн ӑнӑҫлӑ та хаваслӑ иртччӗр.
Юрий Гаврилов.

